Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кашӑкӗпе (тĕпĕ: кашӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавнашкал тӗлӗксем курнӑ хыҫҫӑн Ҫӑрттан мучи ирхи апатченех типӗ тутисене ҫуласа ҫӳренӗ, пурлӑ-ҫуклӑ апатне ҫинӗ чухне вара ассӑн сывла-сывла илнӗ, катӑк кашӑкӗпе чашӑкра юлхавлӑн пӑлхатса, ҫӗр улми таткисене тытнӑ.

После таких снов дед Щукарь до завтрака потихоньку облизывал сухие губы, а во время скудного завтрака горестно вздыхал и вяло орудовал щербатой ложкой, рассеянно вылавливая в миске кусочки картофеля.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кукша выҫса ҫитнӗ, ҫиесшӗн, анчах чей кашӑкӗпе нимӗн те ӑсса илеймест темелле.

Кукша проголодался, хочет есть, но чайной ложкой ничего не может зачерпнуть, надо сказать.

Кӑштах кулса илмелӗх // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-ilmelkh

Сигнал парасса кӗт, — тепӗр самантран вӑл кашӑкӗпе чашӑк хӗрринчен шаккаса илчӗ те: — халӗ юрать, — тесе пӗлтерчӗ.

Сигнала жди, — и, выдержав паузу, постучал о край миски и объявил: — Теперь можно.

13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл нар пек хӗрелсе кайнӑ, ним тӑвайман енне, кашӑкӗпе тахҫанах пушаннӑ чашӑкне пӑтратать.

Он сидел красный и возил ложкой по пустой тарелке.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӗҫлесе килнӗ хыҫҫӑн атте ларакан вырӑнта таянса ларатчӗ, аттен кашӑкӗпе аттен турилккинчен ҫиетчӗ.

и, хотя очень тяжело было видеть, как он приходит и садится, развалясь, на то место, где прежде сидел отец, и ест его ложкой, из его тарелки,

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кашӑкӗпе турилккене асӑрханса шакӑртаттарнӑ — шав тӑвас темен.

Осторожно звякал ложкой о тарелку — старался не шуметь.

Старикпе хӗр тата хӗвел // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 59–64 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех