Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кашнин (тĕпĕ: кашни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫырмасем ишӗлсе ан юхӑнччӑр тесе кашнин йывӑҫ лартмалла.

Чтобы не было эрозии каждому нужно сажать дерево.

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Кунта, паллах, кашнин хӑйӗн сӑлтавӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫырӑнмасӑр кӑна пурӑнар-и? // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Паянхи куна алӑ ӑсти ҫак мелпе вунна яхӑн икона тӗрленӗ, кашнин умӗн пачӑшкӑран пил илнӗ, ӗҫе вӗҫлесен ӑна чиркӳре сӑвапланӑ.

На сегодня мастерица таким образом вышила около десяти икон, перед каждой работой получала благословение у батюшки, по окончании ее святила в церкви.

«Турӑш тӗрлесси - тӗлӗнтермӗш ӗҫ» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Ҫавӑнпа та ҫутҫанталӑк илемне упраса хӑварас тесен пурин те кар тӑрса ӗҫлемелле, кашнин май килнӗ таран тирпейлӗ пулма тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Тасалӑхшӑн ытларах тӑрӑшасчӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.06.21

Тавралӑха упрасси - пӗр ҫыннӑн ӗҫӗ мар, кашнин тивӗҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тасалӑхшӑн ытларах тӑрӑшасчӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.06.21

Паллах, кашнин телей кайӑкӗ — расна.

Конечно, у каждого птица счастья - разная.

Ачасен йышӗ ӳсет, тӑлӑхсен шучӗ чакать // Маргарита ИЛЬИНА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Кашнин килӗнчех тӗрлӗ пылак шыв пулнӑ пушӑ пластик савӑтсем пур.

У каждого дома имеются пустые пластиковые бутылки от разнообразных сладких напитков.

Ҫӳлелле кармашнӑ чечексем // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Кашнин артистсемпе пӗрле юрласси, ташласси килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Кашнин ӗҫӗ лайӑххисен шутӗнче пулнине палӑрт-ма питӗ кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ тумасӑр хулӑ та хуҫаймӑн // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Кашнин ӗҫӗ хӑйне евӗрлӗ.

У каждого работа своеобразна.

Ӗҫ тумасӑр хулӑ та хуҫаймӑн // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Халӗ виҫӗ офис, кашнин хӑйӗн лаборатори.

Куҫарса пулӑш

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Аслӑ шкул представителӗсем пушӑ алӑпа ҫӳремеҫҫӗ тӗлпулусене — видеофильмсем, пичет продукцийӗ кашнин пур.

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Кашни тӗрлӗ сферӑра вӑй хурать, кашнин хӑйнеевӗр тавракурӑм.

Мы работаем в разных сферах, имеем разное видение жизни.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Кашни ҫитӗнӗве халӑх туптать, унта кашнин тӳпи пур.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Нимелле ӗҫлесе ҫӑвана тирпей кӗртесси кашнин тивӗҫӗ шутланать, мӗншӗн тесен унта пирӗн тӑвансемпе юлташсем чун канлӗхне тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Куракӑшсен ӗҫӗ пархатарлӑ та сӑваплӑ // Владислав АНТОНОВ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Вӗсене паянхи ӑрӑва мирлӗ пурнӑҫ парнеленӗшӗн тав тӑватпӑр, кашнин умӗнче пуҫ таятпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӗве ҫывхартнисем чыс-хисепе тивӗҫлӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Кашнин характерне туяттӑм.

Чувствовал характер каждого.

«Апатланма ларсан сӗтел ҫинче 13 кашӑкчӗ» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Вӗсемпе паллаштарнӑ май юстици министрӗ Надежда Прокопьева кашнин ҫинче пайӑррӑн чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Кашнин хӗрӗ, кинӗ пур, мӑнукӗсем ӳссе ҫитӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Кашнин хӑйӗн туртӑмӗ.

У каждого свои склонности.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех