Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каччӑн (тĕпĕ: каччӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Галимджан ҫара кайиччен ӑна тантӑшӗсем ӗнер сан каччу Зейнабпа ларатчӗ тесе пӗлтеркелетчӗҫ, пӗр вӑхӑтра чӗрере темле кӗвӗҫӳ евӗр туйӑм та пурччӗ, ҫапах та ӑна нихҫан та палӑртман: ялти каччӑн вӑйӑ вӑхӑтӗнче такампа ларасси те пулӗ!

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫамрӑк каччӑн бригадӑна ҫитсен тулашса илмелли тепӗр сӑлтав тупӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каччӑн ӗнтӗ хӗр миҫе ҫултине ыйтса пӗлесси ҫеҫ юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

2019 ҫулта, дипломлӑ пулнӑ хыҫҫӑн, ҫамрӑк каччӑн ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫне пурнӑҫлама та вӑхӑт ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын сывлӑхӗшӗн кӑна мар, пурнӑҫӗшӗн те яваплӑ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9235-yn-syvl ... -te-yavapl

Тӳсӗмлӗх пӗтет каччӑн, пӗр кунхине хӗре вӑрласа кӗрес шутпах Александра ӗҫ пӗтернӗ ҫӗре тус-юлташӗпе фермӑна тракторпа ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Сиреньпе упа шанкри чечек ҫыххи илемӗ мӑшӑр асӗнче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/sirenpe-upa-shank ... enche.html

— Халь ҫывӑр, — каччӑн пуҫри суранне ҫыхнӑ тутӑра тӳрлетем пекки турӗ Нухрат.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗлӗнмелле, ӗнер Нухрат куҫӗсем ҫав каччӑн ҫӗмӗрт евӗр куҫӗсемпе хире-хирӗҫ пулчӗҫ те, ҫан-ҫурӑм тӑрӑх темле ырӑ мар япала сӑрлатса иртрӗ, чӗре кӑрт! ҫеҫ тапса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫук, каччӑн вилесси килмерӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тинех каччӑн кӑмӑлӗ тулчӗ темелле те, пӗрре музыкӑпа ҫыхӑннӑ ҫынна сӗрме купӑса пӑрахма йывӑр.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

«Икӗ каччӑн пӗр шухӑш», «Хӗрлӗ хунав» («Кӗрешӳ» пьесӑран пысӑклатса тунӑскер) спектакльсене ӑнӑҫлӑ лартса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— «Икӗ каччӑн пӗр шухӑш».

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— «Икӗ каччӑн пӗр шухӑш» ҫыратӑп теттӗн…

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кӑна илтсен каччӑн каллех чунӗ вӗчӗрхенсе илчӗ, хӑй ҫилленнине кӑтартас мар тесе алманчӑ часрах Чураппапа сыв пуллашма тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗр ача аллинчи чечекне Ахтупая тыттарчӗ те хӑй пӗр-ре куҫ хупса иличчен утне утланчӗ, каччӑн вара хуҫӑлнӑ кӑмӑлпа ирӗксӗрех ун хыҫҫӑн васкамалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Купӑс ҫинче, тепӗр чухне каччӑн сарӑ ҫӳҫӗ ҫинче те, хӑма ҫурӑкӗнчен пытанса кӗрекен хӗвел ури вылярӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсене иртсе кайнӑ чухне суккӑр ҫын та асӑрхамалла: пӗри (Сахвине юмӑҫ карчӑкӑн), тул енчен сарӑ тӑмпа сӗрнӗскер, ҫи виттийӗпе пӗр еннелле тайӑлнӑ, тепри (авланма манса кайнӑ каччӑн, Ятламасӑн), шурӑ тӑмпа шӑлнӑскер, ҫи виттийӗпе тепӗр еннелле тайӑлнӑ; пӗрне ытлашши чалӑшнӑран йӑвансах ан кайтӑр тесе сылтӑмран турачӗсене те чипер иртсе пӗтереймен юпапа тӗреленӗ, тепӗрне, шурӑ тӑмпа шуратнӑскерне, сулахай енчен темиҫе вӗрлӗкпе тӗреклетнӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каччӑн хӑйӗн ҫулне кура мар тӗреклӗ те яштак кӗлетки, ват ҫынла кӑшӑлласа кастарнӑ сарӑ ҫӳҫӗ, кулнӑ чухне сар ҫу пек ирӗлсе, ҫиҫсе тӑракан сӑн-сӑпачӗ самантлӑха та куҫ умӗнчен кайма пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ӗҫлесе татрӑн апла? — каччӑн тӗреклӗ кӗлетки ҫине тинкеререх пӑхса илчӗ хуҫа.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каччӑн сӑмахӗ унӑн чӗрине те тиврӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ирхи хӗвел ӑшши часах ҫемҫетрӗ унӑн кӑмӑлне: сак ҫинче выртса канас килчӗ ирхи каччӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех