Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каччӑн (тĕпĕ: каччӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл та хӑй чунтан юратакан каччӑн ашшӗпе амӑшӗ умӗнче намӑса кӗресшӗн пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юратакан каччӑн амӑшӗ кӳренменнине ӗненсен, хӗрӗн чӗри лӑштах пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Нумай каччӑн сӑн-сӑпачӗ, паллаканни-палламаннисем те, унӑн куҫне курӑнса юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах Лукарьен чӗрине каччӑн капӑр тумӗ мар, унӑн яштака пӗвӗ, панулми пек ҫаврака та илемлӗ сӑн-сӑпачӗ, ӑш кӑмӑллӑ та ҫивӗч куҫӗсем тыткӑна илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ҫук, эпӗ пӗлетӗп сан сассу мӗнлине. Шӑпчӑкран та шӑпчӑк эсӗ, чунӑмҫӑм», — хавхалантарчӗҫ каччӑн куҫӗсем.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӑнсӑртран хӗрпе каччӑн сенкер куҫӗсем пӗр-пӗрне тӗл пулаҫҫӗ те, ҫавӑнтах, темрен хӑраса ӳкнӗ пек, пӗр-пӗрне курмӑш пулса, аяккалла пӑхма тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепре иртнӗ чухне Эртюк калать: «Ай-уй, ку каччӑн тӳпетейӗ ҫӗтӗк-ҫке», — тет.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каччӑн шухӑш ҫӑмхи сӳтӗлсе пӗтмен-ха, вӑл ӑна тӑрӑшсах малалла сӳтет.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗри сывлӑш ӑна, ҫӳле илсе хӑпарса, каччӑн хул пуҫҫийӗ, ҫухавипе ҫӗлӗкӗ ҫине тӑкать.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Каччӑн симӗс куҫӗсем хӗрӗн кӑвак куҫӗсене чӑтаймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Каччӑн куҫӗсем самантлӑха уҫӑлса хупӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Тутана каччӑн тути ҫунтарса ячӗ, аллисем ҫирӗпрех те ҫирӗпрех пӑчӑртарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ӑнланмарӑм эп ҫак каччӑн сӑмахӗсене.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Пӗтӗмпех астуса илчӗ Агнис: каччӑн кӑмӑллӑ сӑнне те, унӑн хулӑнрах сассине те…

Всё вспомнила Агнис: и добродушное лицо парня, и его басовитый голос…

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Хӗрпе каччӑн куҫӗсем каллех тӗл пулчӗҫ.

Глаза парня и девушки снова уставились друг на друга.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Каччӑн хӗр сӑмахне итлемелле, хӗр кӑмӑлне хуҫмалла мар пек, ман шутпа.

— Парень должен слушаться девушку, по мне так он не должен расстраивать девушку.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Каччӑн мӗн тумалла вара?

— И что же делать парню?

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Куҫӗсемпе пӑхнӑ чух Каччӑн чӗри ҫӗкленет, Ҫӳхе тути кулнӑ чух Каччӑн чунӗ ҫемҫелет.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Хӑмач пек хӗрелсе кайнӑ Укахви каччӑн мӑйран ҫакса янӑ питшӑллине алла илчӗ, ун тарланӑ питне тирпейлӗ шӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каҫхине Анушка каччӑн юптаруллӑ сӑмахне итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех