Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

карчӑксене (тĕпĕ: карчӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Карчӑксене вара айӑп ан тӑвӑр терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.

Мӗнле карчӑксене?

Куҫарса пулӑш

Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.

Гриша ҫавӑнтах вара ҫул ҫинче хӑй мӗнле «карчӑксене» курни ҫинчен каласа пачӗ, унтан засада командирне Муравьев Антон патне Степка урлӑ епле хыпар яни ҫинчен каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.

Казак ӗҫӗ-и вӑл ҫынсене асаплантарасси, карчӑксене ҫакса вӗлересси, айӑпсӑр ача-пӑчана турасси?!

Да разве ж это казацкое дело — казнителем быть, старух вешать да детишков безвинных шашками рубить?!

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫӗнӗ, йӑл-йӑл кулакан чӗрӗ ҫынсем хушшинче тӗрткелешсе ҫӳрекен ырхан та пӗркеленчӗк сӑн-питлӗ карчӑксене курсан, вӗсен сӑн-пичӗсенче масар канӑҫлӑхӗ палӑрса тӑнине асӑрхаса илес пулсан, чун тарӑнлӑхне пушше те ӑнланмалла мар, тавҫӑрса илмелле мар сисӗм-туйӑм вӑраннӑ пулӗччӗ.

Но еще страннее, еще неразгаданнее чувство пробудилось бы в глубине души при взгляде на старушек, на ветхих лицах которых веяло равнодушием могилы, толкавшихся между новым, смеющимся, живым человеком.

XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Унӑн начаркка ҫутинче Володя йӗпе стена ҫумӗнче ларакан ҫынсене, шӑпланнӑ ачасене, хурлӑхлӑн пӗкӗрӗлнӗ карчӑксене асӑрхаса илчӗ.

В чахлом свете ее Володя разглядел людей, сидевших у сырой стены, притихших ребят, горестно сгорбившихся старух.

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Мастерскойра пӗчӗк ачасене мӗн чухлӗ пӑхатӑп эпӗ, пурте мана юратаҫҫӗ, карчӑксене те эпӗ чи лайӑххине вӗрентетӗп, урӑхла пачах та калас ҫук вӗсем.

Ведь я в мастерской сколько вожусь с детьми, и меня все любят, и старухи не скажут, чтобы я не учила их самому хорошему.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Стариксемпе карчӑксене ҫеҫ шалкӑм ҫапать вӗт, ҫамрӑк хӗрсене ҫапмалла мар-ҫке», шухӑшлать вӑл.

Это бывают разбиты старики, старухи, а молодые девушки не бывают».

XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Карчӑксене мӗншӗн лашапа ӑсатнине пӗлетӗн-и эсӗ?

Ты знаешь, почему я старух отправил на лошадях?

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Вырсарникунсенче эсӗ карчӑксене колхоз лашипе чиркӗве кӗлле илсе каятӑн, акӑ мӗн тӑватӑн эсӗ!

— Ты на колхозных лошадях по воскресеньям старух возишь в церковь молиться, вот что ты делаешь!

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Карчӑксене аран-аран вырнаҫтарса лартсан, Устин, тилхепене тытса, майӗпен, питӗ майӗпен: — Чее эсӗ, Давыдов, шуйттан пек чее! — тесе хучӗ.

Кое-как старух усадили, и Устин, разбирая вожжи, тихо, очень тихо сказал: — Хитер же ты, Давыдов, как бес!

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Яков Лукич арӑмӗ, килте нимле офицер та ҫук, пулман та тесе, карчӑксене кӑлӑхах ӳкӗтленӗ.

Тщетно жена Якова Лукича заверяла их, что никаких офицеров в доме не было и нет.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл пуп таврашӗсем минретсе янӑ хӗрарӑмсене тата сиенлӗ карчӑксене фактически ҫапла каланӑ:

Он фактически говорил и женщинам и вредным старухам, которые одурманены поповщиной:

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Тӗрлӗрен манашкӑсем сӗтӗрӗнсе ҫӳреҫҫӗ, пирӗн ҫинчен темӗн те пӗр лӗпӗртетеҫҫӗ, — хӗрарӑмсене, карчӑксене пире хирӗҫ тӑратаҫҫӗ.

— Всякие же монашки недобитые ходят, и вот ну болтать про нас — женщин, старушек вооружать против.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав сӑмахсене ӑҫтан илтнине тӗпчеме пуҫларӑм та — пӗлтӗм: виҫӗмкун Войсковойран пӗр манашкӑ килнӗ-мӗн, Тимофей Борщев патӗнче ҫӗр выртса кайнӑ, ҫавӑ вара ҫапла каласа хӑварнӑ: чӑхсене пурне те лапша тума хулана ӑсатма пуҫтараҫҫӗ имӗш, карчӑксене валли вара хӑйне майлӑ пукан пеккисем тӑваҫҫӗ те улӑм сарса параҫҫӗ, ҫавӑнта хайхискерсене вӑйпах ҫӑмартасем ҫине лартса чӗпӗ кӑларттараҫҫӗ, хирӗҫ тӑраканнисене пукан ҫумне ҫыхса лартаҫҫӗ пулать.

Начал допрашивать, откедова слухом пользовались, дознался: с Войскового монашка позавчера пришла в хутор, ночевала у Тимофея Борщева и рассказывала им, что, мол, для того и курей сбирают, чтобы в город всех отправить на лапшу, а старухам, дескать, такие стульцы поделают, особого фасону, соломки постелют и заставют яйца насиживать, а какие будут бунтоваться, энтих, мол, к стулу будут привязывать.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Акӑ мӗн пулнӑ иккен, вӗсем таҫта ҫакӑн пек сӑмах илтнӗ: утмӑл ҫултан иртнӗ, ӗҫлеме пултарайман карчӑксене пурне те колхоз правленийӗ ҫуркунне… — Разметнов, кулса ярас мар тесе, питҫӑмартисене хӑмпу пек карӑнтарчӗ те сӑмахне ҫапла вӗҫлерӗ: — инкубатӑрсем ҫитмен пирки, карчӑксене ҫӑмарта ҫине пусма лартма хатӗрленетпӗр имӗш.

Оказывается, прослыхали они, будто бы всех старух, какие к труду не способные, каким за шестьдесят перевалило, правление колхоза определит к весне… — Размётнов надулся, удерживая смех, закончил: — Будто бы за недостачей паровых машин, какие насиживают яйца, старух определят на эту работенку.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл пирӗн патӑмӑрта пурӑнас темест пулсан, кирек мӗнле хулара та ҫавнашкал ҫуртсем пур… богадельнӑсем теҫҫӗ вӗсене… унашкал карчӑксене унта канлӗх те параҫҫӗ, тимлӗн те пӑхаҫҫӗ…

А не захочет она у нас жить, так во всяком городе есть такие дома… они называются богадельнями… где таким старушкам дают и покой, и уход внимательный…

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Николай Антоныч карчӑксене сирсе хӑйӗн пӳлӗмне тухрӗ.

Николай Антоныч отстранил старушку и вышел в свою комнату.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

20. Ҫакӑншӑн Турӑ эпи карчӑксене ырӑлӑх кӑтартса тӑнӑ, халӑхӗ вара йышлӑланса, ҫав тери вӑйлӑланса пынӑ.

20. За сие Бог делал добро повивальным бабкам, а народ умножался и весьма усиливался.

Тух 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Египет патши эпи карчӑксене чӗнтерсе илнӗ те вӗсене каланӑ: эсир мӗншӗн ҫапла тӑватӑр, ачасене чӗрӗ хӑваратӑр? тенӗ.

18. Царь Египетский призвал повивальных бабок и сказал им: для чего вы делаете такое дело, что оставляете детей в живых?

Тух 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех