Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

карталанса (тĕпĕ: карталан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунсем те уйӑхсем карталанса иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ватти-вӗтти, ҫамрӑкки чӑрӑш йӗри-тавра карталанса тӑнипех ҫемӗ майӑн ташлама пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«Хӗрачасем» «кӑн-кӑвак шыв» хӗррине карталанса анчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлӗт // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 81-82 с.

Халӑх 3–4 ҫухрӑм хушши тӑсӑлса карталанса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Ҫул хӗрринчех тӑват-пилӗк хӗр карталанса утӑ ҫулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

…Ӗнел ҫӗр общинине кӗрекен сакӑр ялӑн ҫамрӑкӗсем вӑййа пухӑнчӗҫ те купӑсҫа хирӗҫ карталанса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрарӑмсем тахӑш самантра урай варрине карталанса та тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Яшма пикисем кӳлӗ хӗррине карталанса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Малтанхи хутӗнче вӗсем Палас хӗррине хуркайӑк карти пекех карталанса анчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халь ӗнтӗ Саррипе ывӑлӗ мала, тепӗр ҫӗрпӳ патне, иртрӗҫ, тарҫӑсемпе тӗкӗрҫӗсем карталанса хыҫалта пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пуҫ тӑррипе кӑнтӑралла васкакан кайӑк хурсем карталанса иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑшт кайсанах карталанса шӑтса тухнӑ шур кӑмпасем тӗлне пырса тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

Тӳпемрех ҫӗрте — авалхи хырсем, айлӑмра — хурӑнлӑх, пысӑках мар кӳлӗ пур, ун тавра карталанса хӑмӑш ӳссе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Яш-кӗрӗмсем каҫхи вӑййа тухмаҫҫӗ, Карталанса вӑй картинче утмаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫаплаччӗ // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 8 с.

Епле вӗсем хур пек карталанса килеҫҫӗ!

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫапла майӗпен карталанса, пӗрлешсе пысӑк вӑйӑ картине тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алла-аллӑн тытӑнса тухрӗҫ вӑйӑ картине Чӑваш Сурӑм шкулӗнче // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/alla-allan-tyitan ... enche.html

Атӑлпа Сӑр тӑрӑх кайӑк хурсем карталанса иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нумай вӑхӑт иртмерӗ, тухӑҫ карталанса хӗрелнӗ вӑхӑтра пуйӑс Тимашево станцине чашлатса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑхӑт пилӗк сехет кӑна — унӑн ҫывӑрас килмест: хӑйӗн тусӗпе, Тимушпа, Кӑканар шывӗнче пулӑ сӗрни аса килет, Киремет вӑрманӗнче хурӑн ҫырли пуҫтарни, каҫхи вӑйӑсенче карталанса юрланисем аса килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Каллех хӗвел тухрӗ те ӑшӑтрӗ, кайӑксем юрлама пуҫларӗҫ, пӗлӗт ҫинче карталанса вӗҫсе пыракан тӑрнасем хӑйсен ҫуркуннехи кӑмӑллӑ сассисемпе янраҫҫӗ.

Опять взошло солнце, и стало тепло; затенькали пичужки, и приветливо закричали с неба веселые вереницы весенних журавлей.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех