Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

капитана (тĕпĕ: капитан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Жюль Верн «Вунпилӗк ҫулхи капитана» пичетлеме пуҫличчен Этцель патне ҫыру янӗ.

Куҫарса пулӑш

Автор ҫинчен кӗскен // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫак уявра пурин кӑмӑлне те кайнӑ чи лайӑх тост Уэлдон миссис Дик Сэнда, «вунпилӗк ҫулхи капитана» хисеплесе, ӑна сывлӑх сунса каланӑ сӑмах пулчӗ.

И лучший тост, встреченный всеобщим одобрением, на этом празнике провозгласила миссис Уэлдон — тост в честь Дика Сэнда, «пятнадцатилетнего капитана».

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Тинех ӗнтӗ ҫамрӑк капитана тахҫанах шутласа хунине пурнӑҫлама май килет: океан хӗрнелле пӗр-пӗр юханшыв юхӑмне май ишмелле.

Наконец-то молодому капитану удалось привести в исполнение давно задуманный проект: спуститься к океанскому побережью, используя течение какой-нибудь реки.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Кала-ха, Динго, Дик капитана Геркулес ҫӑлчӗ-и?

Скажи, Динго, а не Геркулес ли спас капитана Дика?

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Тепӗр тесен, тӗттӗмре виле шӑтӑкне шуса анма, вилнисен хушшинче пытанса пӗвене татса ярасса кӗтме, унтан юпа патне ишсе пырса, вӑй парса, капитана ҫыхнӑ юпана туртса кӑларма йывӑр-им-ха?

Впрочем, разве так уж трудно было в темноте соскользнуть в могилу и, спрятавшись среди убитых, подождать, когда спустят плотину, а потом подплыть к столбу, поднатужиться и выдернуть столб вместе с привязанным к нему капитаном?

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Эпӗ хамӑн ҫамрӑк капитана, — пуҫларӗ Негоро, — юлашки хут саламлассине хамӑн тивӗҫ тесе шутларӑм.

— Я счел своим долгом, — начал Негоро, — в последний раз приветствовать моего юного капитана.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Тата темиҫе кун хушши ҫанталӑк улшӑнчӑклӑ тӑчӗ, ҫакӑ ҫамрӑк капитана самаях пӑшӑрхантарчӗ.

В следующие несколько дней погода была неустойчивой, и это тревожило молодого капитана.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Канӑҫсӑр шухӑшсем шуйхатрӗҫ ҫамрӑк капитана.

Тревожные мысли не давали покоя молодому капитану.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Акӑ, февралӗн 20-мӗшӗнче ҫамрӑк капитана барометр кӑтартни пӑшӑрхантара пуҫларӗ, ҫак кун вӑл темиҫе хут та барометр кӑтартнине ҫыра-ҫыра илчӗ.

И вот 20 февраля показания барометра начали беспокоить молодого капитана, и он несколько раз в день подходил к прибору, чтобы записать его показания.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Дик хӑйӗнпе унчченхинчен сахалтарах пулнине вӑл, паллах, асӑрхарӗ, анчах Уэлдон миссис ывӑлне Дика ӗҫрен татма юраманнине ӑнлантарса парсан, итлекен ача «Сэнд капитана» урӑх йӳтетмерӗ.

Он замечал, конечно, что Дик уделяет ему теперь меньше времени, чем прежде, но миссис Уэлдон объяснила сыну, что не следует отрывать Дика от работы, и послушный мальчик не приставал к «капитану Сэнду».

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Аллине кӑкӑрӗ ҫине хӗреслетсе хурса, вӑл Халл капитана, хӑйне хӳтӗлекене, хӑй ашшӗне юратнӑ пек юратакан ҫынна, ҫӑтса янӑ шыва тинкерчӗ.

Скрестив на груди руки, он смотрел на воду, поглотившую капитана Халла — его покровителя, человека, которого он любил, как отца.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Тата мӗнле унтан та усалрах шӑпа хӗтӗртрӗ-ши яланах асӑрхануллӑ та ӑслӑ Халл капитана карап ҫинчи пичкесене тултарасшӑнах хӑрушшӑн, теветкеллӗн хӑтланма?

Какой еще более злой рок побудил несчастного капитана Халла, обычно такого осторожного и благоразумного, пойти на страшный риск ради того, чтобы пополнить груз?

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Уэлдон миссис, Джек, Бенедикт пичче, Томпа ун юлташӗсем капитана юлашки хут ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Миссис Уэлдон, Джек, кузен Бенедикт, Том и его товарищи в последний раз пожелали капитану удачи.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Асту: эсӗ халӗ капитана пулӑшакан ҫын.

Помни: ты теперь помощник капитана.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Унсӑр пуҫне тата «Пилигрим» ҫинче Дик ҫеҫ капитана улӑштарма пултарать.

Да, кроме того, лишь один Дик может заменить капитана на «Пилигриме».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Томпа унӑн юлташӗсем хӑйсем капитана пулӑшма хатӗрри ҫинчен пӗлтерчӗҫ.

Том и его товарищей, которые поспешили предложить свои услуги.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Хуть ҫилленӗр, хуть ан ҫилленӗр Халл капитана, анчах вӑл хӑйӗн карапне тиркеме ҫук таса тытать, ҫавӑнпа эсир шырани кӑлӑхах.

 — Сердитесь не сердитесь на капитана Халла, но он содержит свой корабль в такой безукоризненной чистоте, что все ваши поиски будут напрасны.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Халл капитана ҫилсӗр ҫанталӑк самаях кансӗрлерӗ.

Упорные штили немало беспокоили капитана Халла.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Инкеке лекнисем малашнехине шанма пултараҫҫӗ, вӗсен халь ӗнтӗ Уэлдон миссиспа Халл капитана тав тумалли ҫеҫ юлать.

Несчастные могли теперь быть уверены в будущем, и им оставалось лишь благодарить миссис Уэлдон и капитана Халла.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫилсӗр ҫанталӑкпа е ҫил хирӗҫ вӗрнипе «Пилигрим» ҫул ҫинче тытӑнса тӑни Халл капитана «Вальдекпа» тӗл пулса ырӑ ӗҫ тума май пачӗ.

Но неожиданная встреча с «Пилигримом», который задержался в пути из-за штилей и противных ветров, дала возможность капитану Халлу совершить доброе дело.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех