Шырав
Шырав ĕçĕ:
45. Вӑл вара вӗсене ҫапла калӗ: «чӑн калатӑп сире: эсир Манӑн ҫак кӗҫӗн тӑвансенчен пӗриншӗн ҫапла тумарӑр та, вӑл Маншӑн туманниех пулчӗ» тейӗ.
Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Унтан сулахай енчисене калӗ: «эй ылханлисем! кайӑр Ман патӑмран, шуйттанпа унӑн ангелӗсем валли хатӗрлесе хунӑ ӗмӗрлӗх вута кайӑр: 42. Эпӗ выҫӑ чухне эсир Мана ҫитермерӗр; ӑшӑм хыпнӑ чухне Мана ӗҫтермерӗр; 43. ҫул ҫӳренӗ чухне Мана хӳтлӗх памарӑр; ҫарамас чухне Мана тумлантармарӑр; чирлӗ чухне, тӗрмере ларнӑ чухне Мана пырса пӑхмарӑр» тейӗ.
Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Патша вӗсене ҫапла калӗ: «чӑн калатӑп сире: эсир Манӑн ҫак кӗҫӗн тӑвансенчен пӗришӗн ҫапла турӑр та — вӑл Маншӑн туниех пулчӗ» тейӗ.
Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Вара Патша сылтӑм енчисене ҫапла калӗ: «эй Аттем пилленисем, килӗр, тӗнчене пултарнӑ чухнех сирӗн валли хатӗрлесе хунӑ Патшалӑха кӗрӗр: 35. Эпӗ выҫӑ чухне эсир Мана ҫитертӗр; ӑшӑм хыпнӑ чухне Мана ӗҫтертӗр; ҫул ҫӳренӗ чухне Мана хӳтлӗх патӑр; 36. ҫарамас чухне Мана тумлантартӑр; чирлӗ чухне Мана пырса пӑхрӑр; тӗрмере ларнӑ чухне Ман патӑма пытӑр» тейӗ.
Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫав кун Мана нумайӑшӗ калӗ: «эй Ҫӳлхуҫамӑр! эй Ҫӳлхуҫамӑр! эпир Санӑн ятупа пророкла калаҫмарӑмӑр-и? усалсене Санӑн ятупа хӑваласа кӑлармарӑмӑр-и?
Мф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӗртен ыйт, вӑл калӗ сана, вӑл хӑйӗн ҫинче ҫуралакансем ҫав тери нумаййӑн пӗтнишӗн хурланса йӗмелле тейӗ; 10. чӑн малтан ҫуралнисем те, каярах ҫуралассисем те пурте тенӗ пекех пӗтеҫҫӗ, ҫапла вӗсем темӗн чухлӗн пӗтеҫҫӗ.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӗртен ыйтсан, сана вӑл тӑм япаласем тума мӗн кирлине питӗ нумай парса тӑни ҫинчен, анчах ылтӑн тухакан тӑпрана сахал пани ҫинчен калӗ, ку тӗнчери ӗҫсем шӑпах ҫавӑн пек.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑ кун Вӑл акӑ мӗнле калӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ун чухне вара Ҫӳлти Турӑ чӗрӗлсе тӑнӑ халӑхсене ҫапла калӗ: «пӑхӑр та хӑвӑр кама йышӑнманнине, камӑншӑн ӗҫлеменнине, камӑн ӳкӗчӗсене уяманнине ӑнланса илӗр. 38. Хӑвӑр ума, унтан хирӗҫҫине пӑхӑр: унта — ырӑлӑх та канӑҫлӑх, кунта — вут-ҫулӑм та асап».
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Вӑл сана ҫапла калӗ: «пӗрисене эпӗ ҫамрӑк вӑйӑм ҫирӗп чухне ҫуратнӑ, тепӗрисене вара ватлӑх ҫитеспе, варӑм хӑйӗн вӑйне ҫухатма пуҫласан, ҫуратнӑ» тейӗ.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Вӑл мана ҫапла каларӗ: ҫакӑн ҫинчен ҫуратаканран ыйт, вӑл калӗ сана.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ӑна: мӗншӗн-ха сан аллу ҫинче ҫӗвӗсем пур? тейӗҫ; вӑл ҫапла хуравласа калӗ: мӗншӗн тесен мана хама юратакансен килӗнче хӗненӗ, тейӗ.
Зах 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара кашниех ҫапла калӗ: эпӗ пророк мар, эпӗ ҫӗр ӗҫлекен, эпӗ ачаранпах ҫӗр ӗҫлесе пурӑнатӑп, тейӗ.5. И каждый скажет: я не пророк, я земледелец, потому что некто сделал меня рабом от детства моего.
Зах 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара ҫапла пулӗ: кирек кам та сана курсанах айккинелле чупса кайӗ те калӗ: «Ниневи ҫука юлчӗ!7. И будет то, что всякий, увидев тебя, побежит от тебя и скажет: «разорена Ниневия!
Наум 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Мӗншӗн тесен Турӑ калӗ те акӑ, пысӑк ҫуртсем ҫурмаран ҫурӑла-ҫурӑла кайӗҫ, пӗчӗк ҫуртсем ҫуркалана-ҫуркалана ишӗлсе анӗҫ.11. Ибо вот, Господь даст повеление и поразит большие дома расселинами, а малые дома - трещинами.
Ам 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне калӗ: «акӑ Эпӗ сире ҫӑкӑр, эрех, ҫу паратӑп, ҫакӑнпа тӑранса пурӑнӑр, урӑх сире ют халӑхсен мӑшкӑлӗ тумӑп. 20. Ҫурҫӗртен килнине сирӗн патӑртан пӗр шывсӑр, пӗр нимӗнсӗр ҫӗре хӑваласа кӑларӑп, унӑн малтанхи эшкерне тухӑҫ тинӗсне, хыҫалтине анӑҫ тинӗсне хӑваласа ярӑп, вара унран усал шӑршӑ кӗме тытӑнӗ, киревсӗр шӑршӑ-маршӑ сарӑлӗ, мӗншӗн тесен вӑл нумай усал тунӑ» тейӗ.
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вунӑ мӑйрака ҫакна пӗлтерет: ҫав патшалӑхра вунӑ патша вӑй илсе ҫӗкленӗ, вӗсем хыҫҫӑн урӑххи, ыттисенчен уйӑрӑлса тӑраканни, килӗ, вӑл виҫӗ патшана тӗп тӑвӗ, 25. вӑл Ҫӳлти Турра хирӗҫле сӑмахсем калӗ, Ҫӳлти Туррӑн сӑваплӑ ҫыннисене хӗсӗрлӗ; вӗсен уявӗсене тата вӗсен саккунне чарса лартма ӗмӗтленӗ.
Дан 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн пӗтӗм ӗҫне Сион тӑвӗ ҫинче тата Иерусалимра вӗҫлесен вара ҫапла пулӗ, калӗ Вӑл: Ассири патшийӗн мӑнаҫлӑ чӗри тунӑ ҫитӗнӳ ҫине, вӑл епле каҫӑрӑлса тӑни ҫине пӑхӑп.
Ис 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӑл акӑ мӗнле калӗ: «манӑн улпутӑмсем пурте патша мар-и-ха?
Ис 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Лешӗ вара тупа тусах калӗ: «халӑх суранне сыватаймӑп эпӗ; манӑн килӗмре ҫӑкӑр та, тумтир те ҫук: мана халӑх ҫулпуҫӗ ан тусамӑр» тейӗ.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.