Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Халсӑрланнӑ алӑсене ҫирӗплетӗр, чӗтрекен чӗркуҫҫисене хытарӑр; 4. хавшак чунлисене калӑр: «тӗреклӗ тӑрӑр, ан хӑрӑр; акӑ сирӗн Туррӑр, ӗнтӗ тавӑру, Турӑ тавӑрасси килет; Вӑл килӗ, ҫӑлӗ сире».
Ис 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Мӗншӗн тесессӗн ку — пӑлхавлӑ халӑх, суя ачисем, Ҫӳлхуҫа саккунне илтесшӗн мар ҫав ачасем, 10. вӗсем витӗр куракансене: «пулассине ан курӑр», пророксене: «тӗрӗссине ан калӑр — кӑмӑла ҫӗклекеннине пӗлтерӗр, лайӑххине ҫеҫ калӑр; 11. ҫул ҫинчен кайӑр, сукмакран пӑрӑнӑр; Израиль Святойне пирӗн куҫран ҫухатӑр» теҫҫӗ.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫирӗп аллине ман ҫинче тытса, мана ҫак халӑхӑн ҫулӗнчен пӑрӑнма вӗрентсе, Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: 12. ҫак халӑх кавар тесе шутланине нихӑшне те кавар тесе ан калӑр; вӑл мӗнрен хӑранинчен ан хӑрӑр, ан сехӗрленӗр.
Ис 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Калӑр тӳрӗ ҫынна — ӑна ырӑлӑх пулӗ: хӑй ӗҫӗсемшӗн вӑл ырӑ курӗ; 11. йӗркесӗр ҫынна вара хуйхӑ ҫитӗ: алли ӗҫӗсемшӗн тавӑру килӗ.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Калӑр халӑхсене: Ҫӳлхуҫа патшара ларать! ҫавӑнпа тӗнче тӗреклӗ тӑрать, вӑл хускалмӗ.10. Скажите народам: Господь царствует! потому тверда вселенная, не поколеблется.
Пс 95 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Турра калӑр: Хӑвӑн ӗҫӳсене тунӑ чухне Эсӗ епле хӑрушӑ!
Пс 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. «Ӑслӑлӑх тупрӑмӑр: ӑна этем мар, Турӑ питлет» тесе ан калӑр.13. Не скажите: мы нашли мудрость: Бог опровергнет его, а не человек.
Иов 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Иудея патшине, хӑвӑра Ҫӳлхуҫаран ыйтма янӑскерне, калӑр: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ эсӗ илтнӗ сӑмахсем пирки ҫапла калать: 27. ҫак ҫӗр ҫинчен, унта пурӑнакансем ҫинчен каланӑ Манӑн сӑмахӑмсене илтнӗ хыҫҫӑн санӑн чӗрӳ ҫемҫелчӗ, эсӗ Турӑ умӗнче йӑвашлантӑн, Ман умӑмра йӑвашлантӑн та ҫири тумтирне туртса ҫуртӑн, Ман умӑмра йӗрсе ӳкӗнтӗн, ҫавӑнпа Эпӗ сана илтрӗм, тет Ҫӳлхуҫа.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Олдама вӗсене каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: хӑвӑра ман патӑма янӑ ҫынна калӑр: 24. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, тейӗр: ҫакӑ вырӑна тата унта пурӑнакансем ҫине Иудея патши умӗнче вуланӑ кӗнекере ҫырса кӑтартнӑ мӗнпур инкек-синкекпе ылхана яратӑп, 25. Мана пӑрахнӑшӑн, ытти турӑсем умӗнче тӗтӗрнӗшӗн, хӑйсен алли ӗҫӗсемпе Мана ҫиллентерсе тӑнӑшӑн Манӑн вутлӑ ҫиллӗм ҫак вырӑн тӗлӗнче хыпса илӗ те сӳнмӗ вӑл.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Израиль патши каланӑ вара: Михее хула пуҫлӑхӗ Амон патне тата патша ывӑлӗ Иоас патне илсе кайӑр та 26. калӑр вӗсене: патша ҫапла калать, тейӗр: тӗрмене лартӑр та ҫакна, эпӗ вӑрҫӑран таврӑниччен ҫӑкӑрпа шыва ҫителӗксӗр парса тӑрӑр, тесе калать тейӗр, тенӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ҫапла калӑр: эй Туррӑмӑр, эй Ҫӑлаканӑмӑр, ҫӑлсамччӗ пире! халӑхсем хушшинчен пуҫтарсамччӗ пире, вӗсенчен хӑтарсамччӗ, эпир Санӑн сӑваплӑ ятна аслӑлар, Санӑн мухтавлӑхупа мухтанар!
1 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Иудея патшине, хӑвӑра Ҫӳлхуҫаран ыйтма янӑскерне, калӑр: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри эсӗ илтнӗ сӑмахсем пирки ҫапла калать: 19. Эпӗ ҫак ҫӗр ҫинчен, унта пурӑнакансем ҫинчен каланӑ Манӑн сӑмахӑмсене, «вӗсене сехметпе ылхан ҫитӗ» тенине, илтнӗ хыҫҫӑн санӑн чӗрӳ ҫемҫелчӗ, эсӗ Ҫӳлхуҫа умӗнче йӑвашлантӑн та ҫири тумтирне туртса ҫуртӑн, Ман умӑмра йӗрсе ӳкӗнтӗн, ҫавӑнпа Эпӗ сана илтрӗм, тет Ҫӳлхуҫа.
4 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Олдама вӗсене каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: хӑвӑра ман патӑма янӑ ҫынна калӑр: 16. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, тейӗр: ҫакӑ вырӑна тата унта пурӑнакансем ҫине Иудея патши вуланӑ саккун кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ хаярлӑха яратӑп: 17. Мана пӑрахса хӑварнӑшӑн, ытти турӑсем умӗнче тӗтӗрнӗшӗн, хӑйсен алли ӗҫӗсемпе Мана ҫиллентерсе тӑнӑшӑн ҫак ҫӗр ҫине ҫиллӗм тулса ҫитрӗ, ӗнтӗ сӳнес ҫук вӑл.
4 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара вӑл каллех Езекия патне элчӗсем янӑ: 10. Езекияна, Иудея патшине, ҫапла калӑр: сана хӑвӑн Турру, «Иерусалим Ассири патшийӗн аллине лекес ҫук» тесе шантаракан Турру, ан улталатӑрччӗ.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Исаия вӗсене каланӑ: хӑвӑр хуҫӑра калӑр: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Ассири патшийӗн тарҫисем Мана хӑртса каланӑ сӑмахсенчен, хӑв та илтнӗ сӑмахсенчен, ан хӑра.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Халӑх шарламан, ӑна пӗр сӑмах та чӗнмен, мӗншӗн тесессӗн Езекия патша хытарсах каласа хунӑ пулнӑ: «ӑна нимӗн те ан калӑр» тенӗ.36. И молчал народ и не отвечали ему ни слова, потому что было приказание царя: «не отвечайте ему».
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Лешӗсем ӑна каланӑ: пире хирӗҫ пӗр ҫын тухрӗ те ҫапла каларӗ: «хӑвӑра кунта янӑ патша патне таврӑнӑр та калӑр ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Израильре Турӑ ҫук-им?
4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Израиль патши каланӑ вара: Михее хула пуҫлӑхӗ Амон патне тата патша ывӑлӗ Иоас патне илсе кайӑр та 27. калӑр вӗсене: патша ҫапла калать, тейӗр: тӗрмене лартӑр та ҫакна, эпӗ вӑрҫӑран таврӑниччен ҫителӗксӗр ҫӑкӑр ҫитерсе, ҫителӗксӗр шыв ӗҫтерсе тытӑр ӑна, тесе калать тейӗр, тенӗ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Израиль патши ҫапла хуравланӑ: калӑр, пилӗкне ҫыхакан пилӗкне салтакан пек ан мухтантӑр, тейӗр, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ахав вара Венадад элчисене каланӑ: патша хуҫамӑма ҫапла калӑр: эсӗ манран, хӑвӑн чурунтан, малтанхи хутӗнче мӗн ыйтнине эпӗ пӗтӗмпех тума хатӗр, куна вара тума пултараймастӑп, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.