Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗнпур калаҫуран вӑл пӗрне кӑна ӑнланчӗ: кунта килнӗ ҫынна хӑй вӑл орденлӑ, пысӑк чинлӑ тата хӑйне кура палӑракан арҫын пулсан та — ӑна япӑх пулать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ку мӗнле те пулин усӑ панӑ пулсан — татахчӗ, анчах та калаҫуран нимӗн те, пачах нимӗн те тухмасть вӗт.
VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ҫак калаҫуран Тихон, паллах, пӗр сӑмах та ӑнланаймарӗ, анчах хӑйне вилӗм кӗтнине туйса илчӗ.Тихон, конечно, ни слова не понял из этого разговора, но почувствовал, что его ждет смерть.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ну, юлташсем, парӑр-ха Тихон Васильевича мӗн те пулин ҫырткаламалли, — терӗ Фролов боецсене, старике малалла ыйтса тӗпчес калаҫуран пӑрса ярас шутпа.
4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Бортниковпа Огородникова хушшинче халь пулса иртнӗ калаҫуран ҫумкурӑкӗсем мар, тырӑ ӳсет.
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Эпӗ ӗҫе хирӗҫ пулнипе мар, калаҫуран кулатӑп.— Да ведь я не против дела, я же не работе, а разговорам улыбаюсь.
10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Анчах, тӗрӗссипе, калаҫуран мӗн тухма пултарнине пӗлместӗп эпӗ…
XXIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ҫакна кура Женя, хӑрушӑ калаҫуран пӑрӑнма май пуррине туйса, качака хӑваламашкӑн сада тухса чупрӗ.Воспользовавшись таким случаем, Женя прервала опасный разговор и кинулась в сад выгонять козу.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Калаҫуран Одинцова пӗччен пурӑннӑ вӑхӑта ахалех ҫухатманни курӑннӑ: вӑл темиҫе лайӑх кӗнеке вуласа тухнӑ, вырӑс чӗлхипе тӗрӗс калаҫать.
XV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Казаксен тӑвӑнчӑк кӑмӑлне асра тытнӑ май, Иван Алексеевич калаҫуран пӑрӑнса юлма ҫуккине, килӗшмесӗр тӑрсан, ӗҫ урӑхла ҫаврӑнса тухма пултарассине представительсем килнӗ-килмен ӑнланса илчӗ.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Калаҫуран эпир ҫакна пӗлтӗмӗр: яланхи ток пайӗнчи хӑват ток вӑйне токӑн виҫи мӗн чухлӗ пулни ҫине ӳстернипе пӗр тан пулать, ҫавӑнпа электричество токӗн хӑватне амперметрпа вольтметр мӗн чухлӗ кӑтартни тӑрӑх пӗлме пулать.
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хорунжи арӑмӗ Лукашка амӑшӗн шухӑш-кӑмӑлне пӗлет; Лукашка ӑна аван казак пек туйӑнать пулин те вӑл ку калаҫуран пӑрӑнать, мӗншӗн тесен вӑл — хорунжи арӑмӗ тата пуян, Лукашка вара — ахаль казак ывӑлӗ, тӑлӑхскер.
V // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ҫак калаҫуран Егорушка акӑ мӗн ӑнланса илчӗ; ҫулпа характерӗсене пӑхмасӑрах, унӑн ҫӗнӗ пӗлӗшӗсене пурне те пӗтӗмӗшле пӗр япала пӗрьевӗрлетет иккен: иртнӗ пурнӑҫӗ вӗсен пурин те питӗ чаплӑ пулнӑ, хальхи пурнӑҫӗ вара кашнинех чӑтма ҫук начар; хӑйсен иртнӗ пурнӑҫӗ ҫинчен вӗсем пурте-пурте каҫса кайсах мухтанса калаҫрӗҫ, хальхи пурнӑҫне ним вырӑнне хумасӑр йӗрӗне пуҫларӗҫ.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫак калаҫуран эсӗ куртӑн ӗнтӗ: Рахметовӑн, хӑй ӗҫмест пулин те, херес ӗҫес килнӗ пулӗччӗ.Из этого разговора ты увидел, что Рахметову хотелось бы выпить хересу, хоть он и не пьет.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Верочка чылайрантан тин тухрӗ; учительпе Верочка, пӗр-пӗрин хушшинче нимӗн те пулман пек, пӗр-пӗрне пуҫ тайса илчӗҫ, Марья Алексевна малалла та ҫаплах Федя ҫинчен калаҫрӗ, Унтан вӑл сасартӑк калаҫӑва учитель ҫине куҫарчӗ, ун ҫинчен, унӑн ашшӗ-амӑшӗсемпе вӗсен пурлӑхӗ ҫинчен, вӑл мӗнле пурӑнни тата мӗнле пурӑнма шутлани ҫинчен ыйтса пӗлчӗ; учитель кӗскен, тӗлли-паллисӗр ответлерӗ, — атте-анне пур, провинцире пурӑнаҫҫӗ, пуян ҫынсем мар, хам эпӗ уроксемпе пурӑнатӑп, Петербургра медикра ӗҫлеме юлатӑп, терӗ: пӗр сӑмахпа каласан, ку калаҫуран нимӗн усси те пулмарӗ.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Театрта мӗн ҫинчен калаҫнине Марья Алексевна пӗлнӗ, анчах ҫав калаҫуран мӗн пулассине пӗлмен.Марья Алексевна знала, что говорилось в театре, но еще не знала, что выходило из этого разговора.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ытларах турӑ ҫинчен калаҫрӑмӑр, — лӑпкӑн кулса, Давыдов ҫумне тӗршӗнсе ответленӗ Лушка; малтанхи упӑшкинчен вӑл кӑмӑла кайман калаҫуран шӳтлесе пӑрӑнма хӑнӑхнӑ.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Малалла пӑшӑлтатма тытӑнчӗҫ, Яков Лукич вара, татӑк-кӗсӗкӗн илтӗннӗ калаҫуран нимӗн те ӑнланса юлаймасӑр, ассӑн сывласа ячӗ те колхоз правленине тухса кайрӗ.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кирек епле калаҫуран та тӑрса юлмасть.
Ванчӑк чӳрече // Денис Гордеев. «Халӑх шкулӗ – Народная школа» №5/2019 стр. 56-60
Ҫак калаҫуран эпӗ ҫав господинсем пульӑсӑр авӑрланӑ пӑшалпа пертерсе мана ухмаха тӑратса хӑварма шутлани ҫинчен пӗлтӗм.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964