Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калаҫатпӑр (тĕпĕ: калаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кун пирки ялан калаҫатпӑр пӳлин те, республикӑри строительство управленийӗ каллех хушма план антарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫак вӑхӑтра ҫак ачасен хӑрушсӑрлӑхӗ пирки ятарлӑ форума та пухӑнса калаҫатпӑр, анчах та, калас пулать, ҫак ӗҫе эпир кашни кун питӗ тарӑннӑн тӗпчесе, тӗрлӗ енлӗ туса пыратпӑр, ҫавӑнпа та пирӗн ӗҫ пӗр кунпа нихӑҫан та чарӑнман та, чарӑнмасть те, чарӑнма пултараймасть те.

Куҫарса пулӑш

«Хӑрушсӑр ачалӑх» форум иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=pEO-bYvzI5Q

Эпир хамӑр та калаҫатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пулӑшу пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=z_SttjfQZwE

Инвалидсене обществӑра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшасси, вӗсемшӗн пур енӗпе те чӑрмавсӑр лару-тӑру йӗркелесси пирки нумай калаҫатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Мӗн ҫитменнине, эпир кайран ҫынсемпе калаҫатпӑр та, ҫав продукцине илсе килме тӑрӑшатпӑр».

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Пӗр-пӗрин патне ҫӳретпӗр, калаҫатпӑр, ал ӗҫ тӑватпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшма хатӗрскер // Е.БАРИНОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d1%80/

Эпир пуринчен ытла шоферсемпе калаҫатпӑр.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

– Атя, Сашук, паянтан вырӑсла калаҫатпӑр.

– Сашка, давай с сегодняшнего дня по-русски будем разговаривать.

Икӗ тус // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/401

— Ҫитӗ, Мокин, эпир ӗҫ ҫинчен калаҫатпӑр.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Час-часах ҫитес коллоквиум ҫинчен шикленсе калаҫатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

— Эй, ҫапла пулмасӑр ара, калаҫатпӑр, тӑраничченех калаҫатпӑр-ха.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ку ӗҫ районта мӗнле пурнӑҫланса пыни ҫинчен полицин «Вурнарский» пайӗн ГИБДД уйрӑмӗн пуҫлӑхӗпе Геннадий Казыкинпа калаҫатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Эрех ӗҫрӗн – руль умне ан лар! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10979-er ... mne-an-lar

Парӑмсемпе татӑлмастӑн — урӑхла калаҫатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Каллех Советра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Ҫамрӑксен туризмӗ пирки калаҫатпӑр пулсан, ачасен ӑс-хакӑл тӗнчине витӗм кӳресси, вӗсемшӗн регион илӗртӳлӗхне ӳстересси пӗрремӗш плана тухмалла», - палӑртнӑ Алла Салаева депутат форумӑн «Чӑваш ен - ачасен куҫӗпе» сесси ӗҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

Кашни валли илӗртӳллӗ пултӑр // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11794-ka ... -ll-pult-r

Ҫавна шута илсе эпӗр асӑрханса ҫех калаҫатпӑр.

Учитывая это, мы говорили как можно спокойнее.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ялсем тӑрӑх ҫӳретпӗр, пирӗнпе пуплеме уйӑрнӑ ватӑсемпе калаҫатпӑр.

ездим по деревням, пытаемся поговорить с выделенными для разговора старцами.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Старик ҫинчен аса илтерсе тутар ҫапла каласшӑн: хуҫи килте эсӗ мар-ха, санӑн старикку, кирлӗ пулсан эпир санран ыйтса тӑмастпӑр, ҫавӑнпа кӑна калаҫатпӑр тесшӗн.

Вспонимаю о старике, он дает тем самым понять, что хозяин в доме старик, и как бы она тут ни разорялась, решает дела он.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Калаҫасса калаҫатпӑр та…

— Да нет, разговариваем…

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Чи пӗлтерӗшли ҫинчен калаҫатпӑр» проекта пурнӑҫласа класс сехечӗсен валли чӑвашла сценарийӗсене малалла хатӗрлет.

Чувашский республиканский институт образования, реализуя проект «Разговоры о важном», продолжает готовить чувашские сценарии для классных часов.

«Чи пӗлтерӗшли ҫинчен калаҫатпӑр» проект чӑвашла аталанать // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33292.html

«Чи пӗлтерӗшли ҫинчен калаҫатпӑр» класс сехечӗ хам ачалӑхри политинформации сехетне аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен - ҫӗнӗлле // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/cene-vereny-culen ... nelle.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех