Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайнӑн (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юрату юрри вӗҫленсен, пӗр кӗске саманта шӑп кӑна (шӑп кӑна!) пулса тӑчӗ, ҫав шӑплӑх, вӑл ытла та шӑп пулнипе, пуҫ мимине ыраттарса кайнӑн та туйӑнчӗ, анчах залри икӗ пин ҫын, ҫивӗч те пӑхӑнтаракан команда тӑрӑх тунӑ пекех, ытла та пӗр харӑс алӑ ҫупса яни ҫак шӑплӑха кӗтмен ҫӗртен патах татса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Хӑйне хупӑрласа илнӗ ҫынсене тӗрте-тӗрте, мӗнпур юлнӑ вӑйне пухса, ури ҫине тӑчӗ те вӑл урса кайнӑн кӑшкӑрашма тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паллах, ку шухӑшне Савантер пӗрре те палӑртмарӗ ӗнтӗ, шухӑша кайнӑн ҫапла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашкӑр амисенчен пӗри, кӗтӳ пуҫлӑхӗнчен сылтӑмарах пыраканни, ҫак сасса илтсе, ачасем еннелле ҫаврӑнчӗ те шухӑша кайнӑн вӗсем ҫинелле пӑха пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ҫухалса кайнӑн пӗрре Савантер ҫине, тепре хӑрах алӑлли ҫине пӑха-пӑха илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Зоя аппӑшӗ пӳрнисене пианино шӑлӗсем ҫине хучӗ те пусмасем тӑрӑх, таҫта ҫӳ-ӳлелле, чупса хӑпарса кайнӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

«Чим-ха, Атӑл-ҫке ку! Атӑл! Вӗлтӗр-вӗлтӗр, вӗлтӗркке хумпа шатраланса, йӗрленсе тӑракан Атӑл! Ман тӑван Атӑл!» — сасартӑк тарӑн ыйхӑран вӑранса кайнӑн, ӑс-пуҫӑм кантрине, тим ҫиппине хивре карӑнтарса, кӑмӑл-туйӑмпа пал! ҫуттӑн ҫулӑмланса илтӗм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Кӗтнӗ ҫутӑ шанӑҫ «панк хырӑмланнӑ» супӑнь хӑмпи пекех патӑрт! ҫурӑлнӑн, чунри халиччен сӗртӗнме те хӑймасӑр упраса усранӑ ылтӑн хӗлӗх пат! татӑлса кайнӑн туйӑнчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӗмӗтленни харама кайнӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

— Унтанпа, чӑнах та, самай вӑхӑт иртнӗ… кайнӑн килӗшрӗ пуп.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кун пек пурӑннипе вӗренни те сая кайнӑн туйӑнать.

От такой жизни, казалось, и обучался лишь зря.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Пӗтӗм тӗнче илемленсе, капӑрланса кайнӑн туйӑнатъ ӑна, ҫыннисем пӗринчен пӗри ырӑ пек.

Ему весь мир кажется прекрасным, а люди один добрее другого.

Каллех ҫул ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ялтан тарса килнӗренпе иртнӗ пилӗк уйӑх та Малюкшӑн ахаль сая кайнӑн туйӑнать.

Малюк показалось, что те пять месяцев, что она провела в городе, сбежав из деревни, прожиты напрасно.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Райзо планӗ ҫинчен сӑмах хускатсан, Левентей тӗксӗмленчӗ те агронома тарӑн шухӑша кайнӑн итлеме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Куҫпа пӑхма сӑнӑ хул пуҫҫи ҫийӗн айккипе иртсе кайнӑн туйӑнчӗ, анчах Иван Семенович куҫӗнчен вут тухрӗ, тӑнлавра туптавпа ҫапнӑ пек тем янӑраса кайрӗ, вӑл тӑнне ҫухатса йӗнер ҫинчен ҫӗре тӗшӗрӗлсе анчӗ…

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сирӗн пирки пурте манса кайнӑн туйӑнӗ, анчах чӑннипе ҫапла мар.

Покажется, что о вас все забыли, но это не так.

38-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ман тӗллӗн тӗнче уҫӑлса кайнӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Ҫавӑнпа чӑннипех «упӑтеленсе» кайнӑн курӑннӑ пулӗ хула ҫыннине.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫурма ҫутӑ пӳлӗмре ун пичӗ-куҫӗ хӗрелсе-хуралса кайнӑн курӑнать.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Иоаким Степанович пӗр вӑхӑт ҫухалса кайнӑн тӑрать те сасартӑк кулса-макӑрса ярать (ун пек тытамак унӑн унччен те пулкаланӑ иккен).

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех