Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мелехов хӑйпе юнашар ҫаксем: пан улми пек хӗрлӗ сӑн-питлӗ Авдеич Брех, Матвей Кашулин, Архип Богатырев, казак карттусӗ тӑхӑннӑ Атепин Цаца; унтан ҫурма кӑшӑл пек ҫавракаласа тытнӑ шӑтӑрнак-карта евӗр курӑнса, ытти палла тӑран казаксен пичӗсем каяҫҫӗ: кӗреҫе сухаллӑ Егор Синилин, Такан Яккӑвӗ, Андрей Кашулин, Николай Кошевой, тӑсланкӑ Борщев, Аникушка, Шамильсен Мартынӗ, арман хуҫи Громов, чӑнккамас туналлӑскер, Яков Колобейдин, Меркулов, Федот Бодовсков, Иван Томилин, Епифан Максаев, Захар Королев, Авдеич Брех ывӑлӗ — каҫӑр сӑмсаллӑ лутра казак Антип; пиччӗшне — Петрона — Григорий, майданӑн тепӗр енне каҫнӑ чух, карталанса тӑнӑ казаксен леш енчи ушкӑнӗнче асӑрхарӗ.
XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ӑна строевой казаксен ретне илни нумаях пулмасть пулин те, унӑн хӑюллӑ, ӑслӑ пит-куҫӗнчен, хӑйне хӑй пӗр шиксӗр, лӑпкӑ тыткаланинчен вӑл ӗнтӗ казаксем тата ялан хӗҫпӑшал ҫакса ҫӳрекен ытти пур ҫынсем те хӑйсене паттӑррӑн та мӑнкӑмӑллӑн тыткалас йӑлисене пӗтӗмпех хӑнӑхса ҫитме ӗлкӗрни, вӑл ӗнтӗ казак тата чӑн-чӑн казаксенчен нихӑш енӗпе те кая мар пулнине ӑнланни курӑнать.
VI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Хайхи казак стойка патӗнче, кӗтесри кӑмакан стена хушши тӗлӗнче ларатчӗ; унпа пӗрле пӗр патмар хӗрарӑм пурччӗ; кӗлетки казакӑннинчен пӗр икӗ хут тенӗ пек пысӑкрахчӗ, ун ҫаврака пичӗ сафьян пек йӑлкӑшатчӗ, вӑл казака амӑшӗ пӑхнӑ пек кӑмӑллӑ куҫсемпе пӑртак пӑшӑрхансарах пӑхса ларатчӗ; казакӗ ӳсӗрччӗ, тӑсса янӑ урисемпе урай тӑрӑх каштӑртататчӗ, хӗрарӑмӑн урисене тӗртсе ыраттаратчӗ пулас, — хӗрарӑмӗ шартах сиксе, питне пӗркелентерсе илетчӗ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пурте шурӑ казаксем пулнӑ, атте пӗчченех хӗрлӗ казак пулнӑран ӑна шурӑ казаксем касса вӗлернӗ.
Тӑваттӑмӗш блиндаж // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 54–76 с.
Пурте шурӑ казаксем пулнӑ, атте пӗчченех хӗрлӗ казак пулнӑран ӑна шурӑ казаксем касса вӗлернӗ.То все были белые казаки, а он был красный казак, вот его за это белые казаки и зарубили.
Тӑваттӑмӗш блиндаж // Георгий Шумилов. Гайдар, Аркадий Петрович. Тӑваттӑмӗш блиндаж: калав; вырӑсларан Г.С. Шумилов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с.
Чӑн-чӑн британла мӑнкӑмӑллӑн пӑхрӗ вӑл ҫак харсӑр чунлӑ ҫеҫенхир ывӑлӗсен кашни хӑйне расна сӑнлӑ кӗре пичӗсем ҫине, вара вӗсенче темиҫе тӗрлӗ раса хутшӑнса кайнинчен — казаксен ушкӑнне сӑнасарах тинкерсен, ку тӳрех куҫа курӑнать — тӗлӗнсех тӗлӗнчӗ: сарӑ ҫӳҫлӗ славянин-казакпа юнашар каснӑ-лартнӑ монгол пит-куҫлӑ ҫын тӑрать; ун умӗнчех, ав, ҫӑхан ҫунатти пек хура ӳтлӗ ҫамрӑк казак, аллине таса мар бинтпа ҫыхса мӑйӗнчен ҫакнӑскер, библире ҫырса кӑтартнӑ пек кӑвак ҫӳҫлӗ патриархпа ҫурма сасӑпа пӑшӑлтатса калаҫать; туя ҫине тайӑннӑ, авалхи казак сӑхманне тӑхӑнса янӑ ҫав патриархӑн юн тымарӗсенче Кавказ тӑрӑхӗнчи ту ҫыннисен тап-таса юнӗ ҫӳренӗ пирки саклат хурса та тупӑшма пулать…
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ку вӑл сирӗн кулаксем, казак кулакӗсем, урӑхла каласан, атамансемпе ытти хуҫасем казак ӗҫҫыннисем хушшинче пысӑк хисепре пулнинчен, мӗнле калас-ха, казаксем вӗсене хисепленинчен килет.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫар правительстви ҫапла шутлать: комитет Халӑх Комиссарӗсен Совечӗпе ҫыхӑну тытни тата унран укҫан пулӑшу илсе тӑни малашне пулмалла мар; мӗншӗн тесен ку вӑл казаксен Ҫар канашӗпе пӗтӗм облаҫри казак мар халӑхсен съезчӗ — Украина, Ҫӗпӗр, Кавказ халӑхӗсем тата мӗн пур казак ҫарӗсем йышӑннӑ пек — Советсен влаҫӗ хӑйсемшӗн юрӑхсӑр тесе йышӑннӑ хыҫҫӑн та, Дон облаҫӗ ҫине Халӑх Комиссарӗсен Совечӗн витӗмне сарса тӑни пулӗччӗ.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вырӑс мужикӗ казакшӑн темӗнле ют, тискер тата йӗрӗнчӗк чун; казак унӑн тӗслӗхӗсене пыркаласа ҫӳрекен суту-илӳҫӗсен тата куҫса пынӑ малороссиянсен, казаксем йӗрӗнсе «шаповал» тесе чӗнекенскерсен, сӑнӗнче курнӑ.
IV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ҫак вилтӑпри тӗмески Гремячий Лог хуторӗнчи сакӑр ҫухрӑмра, хир тӳпинче ларать, казаксем ӑна тахҫантанпах Виле тӗмески тесе ят панӑ, авалтан юлнӑ халап ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, ҫав тӗмеске вырӑнӗнче ӗлӗк-авал пӗр аманнӑ казак вилсе выртнӑ пулать, тен, авалхи юрӑра асӑннӑ казаках пулнӑ пулӗ вӑл, юрӑра ун ҫинчен ҫапла каласа юрлаҫҫӗ:
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эпир разведкӑна кайрӑмӑр та, пӗр казак патне пырса кӗтӗмӗр, пуян казак.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ун хыҫҫӑн ҫӳллӗ йӗнерӗсем ҫине пӗшкӗнсе ларса, вунсакӑр казак, хӗрлисен казакӗсем, учӗсене сиктерсе кайрӗҫ; хӑйсем пурте ҫамрӑк, вӑйлӑ, хӑюллӑ ачасем.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Казаксем хӗрлисене яланпа пӗрех ир ҫинче тата сӗм-тӗттӗмпе усӑ курса, казак хӑйӗн учӗ ҫинче пулемет вутӗнчен тарса хӑтӑлма пултармалла вӑхӑтра, кансӗрлеме пуҫлаҫҫӗ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫакӑнтах, площадьрен, пӗр пушанса юлнӑ казак килкартишне пырса кӗреҫҫӗ, Агриппина пусӑ патӗнче, выльӑх шӑвармалли вӑлашкара казак йӗмне ҫума тытӑнчӗ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Казак ҫухӑрса, пуҫӗпе малалла чӑмса пырса, хӗр ҫине ывтӑнать; вара иккӗшӗ — казак та, хӗр те — ҫара алӑсемпе тытӑҫса ӳкеҫҫӗ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Казак ачисем ҫавӑн чухне епле вӑл, килнелле ҫул уҫса пыраканскер, икшер, виҫшер казака ҫапа-ҫапа ӳкернине курнӑ.Казачата видели, как он валил по-двое, по-трое казаков, пробиваясь к своему дому.
10 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Казак ачисем хӑйсен ашшӗсем тата ытти казаксем вӗрлӗк юпасем, сенӗксем илсе площаде чупса кайнине, чӑнах, катаран ҫеҫ курнӑ, унта Аникей Борисович Пивоваров атамана усал сӑмахсем каласа вӑрҫнӑ.
10 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Патша вӑхӑтӗнче чи чӑкӑлташ, хӑрушӑ казак пулнӑскер, халӗ вӑл казак хисепне пачах ҫухатнӑ ӗнтӗ: Донӑн ҫӳллӗ ҫыранӗ хӗрринче ларакан Пятиизбянски станицинче совет членӗ пулса ӗҫлет.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ленин хӑш вырӑна каяссине пӗлнӗ темиҫе ҫынтан тери сӑмаха ӑнсӑртран персе янӑ е конспираци йӗркисене пӑснӑ пулсанах, ҫакӑнта юнкерсемпе казаксен засади килсе ҫитме, ҫыран хӗрринчи кашни йывӑҫ хысӗнче юнкер е казак пытанса тӑма пултарнӑ.
1 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ҫав вӑхӑтра вӗсем ҫине казаксен разъезчӗ пырса тапӑннӑ та, тыткӑна лекесрен е казак сӑнни ҫине лекесрен Наполеон ӑнсӑртран ҫеҫ ҫӑлӑнса юлнӑ.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.