Шырав
Шырав ĕçĕ:
25. Эпӗ вара вӗсене ырӑ мар ӗҫсемпе усал йӗркесем тума чармарӑм, ҫавнашкал ӗҫсемшӗн вӗсем чӗрӗ юлма пултараймарӗҫ, 26. вӗсем Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлсе тӑччӑр тесе, вӗсене пӗтерес тесе, Эпӗ вӗсене чӳк туса ирсӗрленме те чармарӑм, вӗсем ӗнтӗ кирек хӑш вартан малтан ҫуралнине вут-ҫулӑм витӗр кӑларчӗҫ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ҫӳлхуҫамӑр хушнӑ йӗркесем ҫинчен шухӑшла, яланах Унӑн ӳкӗчӗсене вӗрен: Вӑл вара санӑн чӗрӳне тӗреклӗлентерӗ, ӑслӑлӑхшӑн ҫунакан кӑмӑлна ҫырлахтарӗ.
Сир 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
138. Эсӗ пӗлтернӗ-уҫса панӑ йӗркесем — тӳрӗ, пӗтӗмпех чӑн.138. Откровения Твои, которые Ты заповедал, - правда и совершенная истина.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
78. Мӑнаҫлисем намӑса юлӗҫинччӗ: вӗсем мана суя-ултавпа хӗсӗрлеҫҫӗ; эпӗ вара Эсӗ хушнӑ йӗркесем ҫинчен шухӑшлатӑп.78. Да будут постыжены гордые, ибо безвинно угнетают меня; я размышляю о повелениях Твоих.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Чӗлхе-ҫӑварӑмран чӑнлӑх сӑмахне нихӑҫан та туртса ан илсемччӗ: эпӗ Санӑн сутусене шанатӑп; 44. Санӑн саккунна яланах, ӗмӗр-ӗмӗрех уяса тӑрӑп; 45. эпӗ ирӗкре ҫӳрӗп: эпӗ Эсӗ хушнӑ йӗркесене шырарӑм; 46. Эсӗ мӗн пӗлтерни-уҫса пани ҫинчен патшасем умӗнче калаҫӑп, вӑтанмӑп; 47. Санӑн ӳкӗтӳсене юратса, вӗсемпе лӑпланса пурӑнӑп; 48. Санӑн ӳкӗтӳсене юратса аллӑмсене вӗсен енне тӑсӑп, Эсӗ панӑ йӗркесем ҫинчен шухӑшлӑп.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Кӑмӑлӑма мул-пурлӑх енне мар, Ху пӗлтернӗ йӗркесем енне ҫавӑр.36. Приклони сердце мое к откровениям Твоим, а не к корысти.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Эй Ҫӳлхуҫа, эпӗ Эсӗ пӗлтернӗ йӗркесем ҫумне ҫыпӑҫӑнтӑм; намӑса ан хӑварсамччӗ мана.31. Я прилепился к откровениям Твоим, Господи; не постыди меня.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эсӗ пӗлтерни — манӑн лӑпланӑҫӑм, [Эсӗ панӑ йӗркесем] — мана канаш паракансем.24. Откровения Твои - утешение мое, [и уставы Твои] - советники мои.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Пуҫлӑхсем эпӗ юнашар чухнех мана хирӗҫ каварлашса лараҫҫӗ, Санӑн чуру вара ҫавӑн чухне те Эсӗ панӑ йӗркесем ҫинчен шухӑшлать.23. Князья сидят и сговариваются против меня, а раб Твой размышляет об уставах Твоих.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа хушнӑ йӗркесем тӳрӗ — чуна савӑнтараҫҫӗ; Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗ ҫутӑ — куҫӑмӑра уҫать.9. Повеления Господа праведны, веселят сердце; заповедь Господа светла, просвещает очи.
Пс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эсӗ вӗсене Хӑвӑн сӑваплӑ шӑматкуну ҫинчен пӗлтернӗ, Хӑвӑн Моисей чуру урлӑ вӗсене ӳкӗтсем, йӗркесем тата саккунсем панӑ.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эхер те кайран ывӑлу санран: «Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, хӑвӑра ӳкӗтлесе каланӑ йӗркесем, хушса каланисем, саккунсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?» тесе ыйтсассӑн, 21. эсӗ хӑвӑн ывӑлна ҫапла кала: «Египетра фараон патӗнче эпир чурасем пулнӑ, анчах Ҫӳлхуҫа [Турӑ] пире Египетран Хӑйӗн тӗреклӗ аллипе [тата ҫӳлти хӑвачӗпе] илсе тухнӑ, 22. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] пирӗн куҫ умӗнче аслӑ паллӑсемпе кӗтретсем кӑтартнӑ, Египет ҫине, фараон ҫине, унӑн пӗтӗм килӗ ҫине [тата ҫарӗ ҫине] пысӑк асапсем янӑ; 23. пире вара [Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр,] аттемӗрсене Хӑй тупа туса [пире пама] пулнӑ ҫӗре памашкӑн унтан илсе тухнӑ; 24. эпир Хӑйӗнчен хӑраса тӑччӑр тесе, пире ӗмӗр тӑршшӗпех ырӑ пултӑр тесе тата, хальхи пекех, пирӗн пурӑнӑҫа упраса хӑварас тесе, Ҫӳлхуҫа пире ҫак йӗркесене пурне те тытса пурӑнма хушнӑ; 25. эпир Ҫӳлхуҫа, хамӑр Туррӑмӑр, умӗнче ҫак [саккун] ӳкӗчӗсене пурне те Турӑ Хӑй пире хушнӑ пек туса тӑма тӑрӑшатпӑр пулсассӑн, пирӗн тӳрӗлӗх ҫавӑ пулӗ вара» те.
Аст 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, сире вӗрентме хушнӑ ӳкӗтсем, йӗркесем, саккунсем ҫакӑ ӗнтӗ, сирӗн хӑвӑр аллӑра илме каякан ҫӗр ҫинче [ҫавӑн пек] пурӑнмалла; 2. санӑн Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, хӑрамалла, кунҫулу вӑрӑм килтӗр тесессӗн, Эпӗ сана [паян] Унӑн йӗркисемпе Унӑн ӳкӗчӗсене вӗрентсе хӑварӑп, ҫавна санӑн хӑвӑн та, санӑн ывӑлусен те, ывӑлусен ывӑлӗсен те ӗмӗр тӑршшӗпех тытса тӑмалла.
Аст 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Моисей Израиль ывӑлӗсене каласа панӑ саккун ҫакӑ ӗнтӗ; 45. хӑйсем Египетран тухнӑ хыҫҫӑн Моисей Израиль ывӑлӗсене [пушхирте] каланӑ ӳкӗтсем, йӗркесем, туса тӑмалли йӑласем ҫаксем ӗнтӗ; 46. ҫакна вӑл Египетран тухнӑ хыҫҫӑн Иордан леш енче, Беф-Фегорпа тӗлме-тӗл выртакан айлӑмра, хӑй Израиль ывӑлӗсемпе пӗрле ҫапса салатнӑ Сигон ҫӗрӗнче — Есевонра пурӑннӑ аморрейсен патшийӗн ҫӗрӗнче — каласа панӑ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Акӑ эпӗ сире, Ҫӳлхуҫа, хамӑн Туррӑм, хама хушнӑ пек, хӑвӑр аллӑра илме пырса кӗрекен ҫӗр ҫинче сирӗн мӗнле пурӑнмаллине кӑтартакан йӗркесемпе саккунсене вӗрентрӗм; 6. ҫапла ӗнтӗ вӗсене астуса тӑрса, пурӑнӑҫласа пырӑр: ытти халӑхсем умӗнчи сирӗн ӑсӑр, сирӗн тӑнӑр ҫакӑнта пулӗ; вӗсем вара, ҫак йӗркесем ҫинчен илтсессӗн: ҫак аслӑ халӑх ҫеҫ ӑслӑ халӑх, тӑнлӑ халӑх, тейӗҫ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Моав тӳремлӗхӗнче, Иордан хӗрринче, Иерихон тӗлӗнче Ҫӳлхуҫа Турӑ Израиль ывӑлӗсене Моисей урлӑ ҫакӑн пек ӳкӗтсемпе йӗркесем панӑ та ӗнтӗ.
Йыш 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Ҫӳлхуҫа Синай тӑвӗ ҫинче Моисей урлӑ Хӑйпе Израиль ывӑлӗсем хушшине хунӑ йӗркесем, туса тӑмалли йӑласем, саккунсем ҫаксем ӗнтӗ.
Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсир Эпӗ панӑ йӗркесем тӑрӑх пурӑнсассӑн, Манӑн ӳкӗтӗмсене астуса, вӗсене пурӑнӑҫласа тӑрсассӑн, 4. Эпӗ сире вӑхӑтлӑ ҫумӑр парӑп, ҫӗр хӑй ҫимӗҫне ӳстерсе парӗ, хирти йывӑҫсем те хӑйсен ҫимӗҫне кӳрӗҫ; 5. сирӗн авӑн ҫапасси иҫӗм ҫырли пухас вӑхӑтах ҫитӗ, иҫӗм ҫырли пухасси тырӑ акас вӑхӑта ҫитӗ, хӑвӑр ҫӑкӑрӑра тӑраничченех ҫиетӗр, [хӑвӑр] ҫӗрӗр ҫинче пӗр шикленмесӗр пурӑнатӑр; 6. [сирӗн] ҫӗрӗр ҫине тӑнӑҫлӑх ярӑп, выртӑр та — сире никам та кансӗрлемӗ, хаяр тискер кайӑксене [сирӗн] ҫӗрӗртен хӑваласа ярӑп, сирӗн ҫӗрӗр урлӑ хӗҫ каҫмӗ; 7. хӑвӑр тӑшманӑрсене хӑвала-хӑвала яратӑр, вӗсем сирӗн умӑрта хӗҫпе касӑлса тӑкӑнӗҫ; 8. сирӗн пилӗк ҫыннӑр ҫӗр ҫынна хӑваласа ярӗ, сирӗн ҫӗр ҫыннӑр вунӑ пин ҫынна хӑваласа ярӗ; тӑшманӑрсем сирӗн умӑрта хӗҫпе касӑлса тӑкӑнӗҫ; 9. сирӗн ҫине хӗрхенсе пӑхӑп, [сире пиллӗп,] сире хунавлӑ тӑвӑп, сире йышлӑлантарӑп, сирӗнпе хывнӑ Хамӑн халалӑма ҫирӗп тытса тӑрӑп; 10. эсир киввине, иртнӗ ҫулхине, ҫиетӗр, ҫӗннине пула киввине кӑларса пӑрахатӑр; 11. Хамӑн килӗме сирӗн хушшӑра лартӑп, Манӑн чунӑм сирӗнтен йӗрӗнмӗ; 12. сирӗн хушшӑрта ҫӳрӗп, сирӗн Туррӑр пулӑп, эсир вара Манӑн халӑхӑм пулатӑр.
Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑнта Турӑ халӑха йӗркесем панӑ, саккун панӑ тата ӑна ҫавӑнта сӑнанӑ.
Тух 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тепӗр чухне шыв юххи пекех пулса пыраҫҫӗ хитре йӗркесем.
Шуршӑл илӗртет // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№