Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗркеленине (тĕпĕ: йӗркеле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл илемлӗхе туякан пултаруллӑ шкул ачисемпе ҫамрӑксене тупса палӑртас, ҫамрӑк ҫыравҫӑсене литература ӗҫне анлӑрах явӑҫтарас, вӗсен илемлӗ хайлав ҫырас туртӑмне малалла аталантарас тӗллевпе пултарулӑх ӑмӑртӑвне йӗркеленине пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Атӑлтан пуҫласа Хура тинӗс таранах // Сувар. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... s-taranakh

Кунта пӑлхар-чӑвашсем 7-мӗш ӗмӗрте Аслӑ Пӑхар Патшалӑхне йӗркеленине, вӑл салансан Кӑтрак патша пӑлхарӗсем, Вӑтам Атӑл ҫине килсе, 8-13-мӗш ӗмӗрсенче Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне йӗркелесе пурӑннине тата каярахри чӑваш историне, паянхи кашни чӑваш тесе калаймасан та, чылай чӑваш лайӑх пӗлет тесен те юрать.

Здесь чувашские болгары в 7 веке образовали Великое государство болгаров, после его распада болгары царя Котрак, придя на Среднюю Волгу, в 8-11 веках образовали Поволжское болгарское государство и раннюю историю Чуваш, если даже каждый невозможно сказать, что это — Чуваш, можно сказать, многие чуваши хорошо знают .

Чӑваш сӑмахӗсем ытти чӗлхесенче ма нумай? // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4803-%D0%A7% ... C%D0%B0%D0

Асӑннӑ конкурса йӗркеленине тата унӑн пӗтӗмлетӗвӗсене эпӗ питех те япӑх хак паратӑп.

Организацию данного конкурса и его итоги я оцениваю как крайне неудовлетворительные.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Александр Карлин Алтай крайӗпе Чӑваш Ен хушшинчи тавар ҫаврӑнӑшӗ 500 млн яхӑн тенкӗпе танлашнине, регионсем суту-илӳпе экономика, ӑслӑлӑхпа техника тата гуманитари сферисенче вӑрах вӑхӑтлӑх партнер хутшӑнӑвӗсене йӗркеленине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Алтайри тӗлпулусем // ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-служби. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Тӑлӑхсене ҫемьесене вырнаҫтарассине лайӑх йӗркеленине те асӑнса хӑварас килет.

Хочется отдельно отметить хорошую организацию работы по размещению сирот в семьях.

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Олег Цыпленков 1984 ҫулта Митта Ваҫлейӗ ячӗллӗ Патшалӑх премине йӗркеленине асӑнчӗ, пӗрремӗш лауреачӗ Геннадий Айхи пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкартан – Пенза тӑрӑхне // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Пӗррехинче Ольга Ивановна Хусана командировкӑна кайсан партин Тутар обкомӗ пултарулӑх ӗҫченӗсем валли яланхи семинар йӗркеленине пӗлсе таврӑнчӗ.

Однажды Ольга Ивановна, будучи в командировке в Казани, вернулась со сведениями об организации постоянных семинаров для творческих работников.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Банк топ-менеджерӗ республикӑра финанс управленине тухӑҫлӑ йӗркеленине курса ӗненнине ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

ВТБ Чӑваш Енпе ӗҫлессине анлӑлатма хатӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ку енӗпе ӗҫлекен мӗнпур орган ӗҫ-хӗлне кирлӗ пек йӗркеленине пула ҫул ҫитмен ҫамрӑксем тӑвакан преступленисен ӳсӗмӗн хӑвӑртлӑхне пӗлтӗрхи иккӗмӗш ҫур ҫуллӑхра 12 процента ҫити чакарма май килчӗ.

Благодаря скоординированным и своевременным усилиям всех заинтересованных органов во втором полугодии прошлого года нам удалось снизить темпы роста подростковой преступности до 12 процентов.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев строительство отрасльне аталантарассишӗн, патшалӑх енчен пулӑшассишӗн чи малтан тумалли ӗҫсене тӗрӗс йӗркеленине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Владимирович Путин тата мӗнпур хӑна форума йӗркеленине, Чӑваш Ен халӑхӗн ырӑ кӑмӑлӗпе тараватлӑхне тивӗҫлипе хакларӗҫ.

Президент Российской Федерации Владимир Владимирович Путин и все гости по достоинству оценили организацию форума, доброжелательность и радушие народа Чувашии.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех