Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗмпе (тĕпĕ: йӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ӑҫта каятӑн эсӗ аялти йӗмпе?

— Куда ж ты пойдешь в подштанниках?

XIX. Кӗрепенке ҫурӑ ҫакӑр // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Шурӑ кӗпипе тата йӗмпе ҫеҫ юлнӑскер, ухмахланнӑ ҫын пекех туйӑнать.

Был похож в белой рубахе, и подштанниках на сумасшедшего.

XIX. Кӗрепенке ҫурӑ ҫакӑр // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хӑйсем ҫаппа-ҫарамас лараҫҫӗ, аялти йӗмпе ҫеҫ, плита ҫине ҫатма лартнӑ — кӗписем ҫинчен пыйти-шӑркине силлеҫҫӗ.

А сами сидят телешом, в одних штанах исподних, на плиту сковородку поставили и вшей в нее с рубашек трясут.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Ҫӗтӗк те шалпар йӗмпе ҫӳрекен ырханкка арҫын ача сан патна килет — вӑл, ав, летчик иккен.

— Приезжает маленький худенький мальчик, который ходил в больших рваных штанах, и оказывается — он лётчик.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑлхаллӑ ҫӗлӗк, ваткӑллӑ йӗмпе пиншак тӑхӑннӑ, ҫиелтен пиҫиххи ҫыхнӑ, пиҫиххи хушшине пуртӑ чикнӗ старик лашасене йӗвенӗсенчен ҫавӑтса вакӑ патне илсе пынӑ та, хӗрарӑмсем пӑр катӑкӗсене пакурсемпе турта ҫара ҫунасем ҫине хунӑ.

Старикашка в треухе, в стеганых штанах и ватнике, перехваченном поясом, за которым торчал топор, под уздцы подводил к вырубке коней, и женщины баграми вкатывали льдины на дровни.

7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Хӑй хура бархатран ҫӗленӗ камзолпа тата йӗмпе, ҫӳллӗ атӑпа, хулпуҫҫи урлӑ хӗрлӗ ҫыхӑ, пиҫиххи хушшинче унӑн пистолетсем пулаҫҫӗ, пиҫиххи ҫумӗнче ҫын юнне юхтарнипе тутӑхса пӗтнӗ ҫӗҫӗ, пуҫӗ ҫинче ҫемҫе шлепке, шлепки ҫинче тӗксем вӗлкӗшсе тӑраҫҫӗ, аллине сарса янӑ хура ялав тытнӑ, ялавӗ ҫинче пуҫ шӑмми тата хӗреслесе хунӑ шӑмӑсем.

В черном бархатном камзоле и штанах, в больших сапогах с отворотами, с алым шарфом на шее, с пистолетами за поясом и ржавым от крови тесаком на перевязи, в шляпе с развевающимися перьями, под развернутым черным флагом с черепом и перекрещенными костями.

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех