Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йышӑнтӑмӑр (тĕпĕ: йышӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
С: Чӑннипе те кросс чупса район шайӗнче темиҫе ҫул пӗрремӗш вырӑнсем йышӑнтӑмӑр.

С: По правде несколько лет по кроссу в районе занимали первые места.

Ҫӗнӗ пурнӑҫа — ҫамрӑк хӑватпа // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Пӗрремӗш тӗлпулӑва ӑнӑҫлӑ ирттернӗ хыҫҫӑн эпир ҫар ҫыннисене пӗр чӑмӑра пӗрлештерме йышӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Фестивалӗн иккӗмӗш кунӗнче эпир офицерсен пысӑках мар йышӗпе пухӑнтӑмӑр та Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ ҫар ҫыннисен тӗлпулӑвне нарӑсӑн 23-мӗшӗнче йӗркелеме йышӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

1991 ҫулхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ЧАП уставне, пӗчӗк программине йышӑнтӑмӑр.

23 марта 1991 года приняли устав ЧАП, маленькую программу.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Кӑҫал пӗр мӑшӑра фермӑна ӗҫе йышӑнтӑмӑр.

В этом году одну супружескую пару приняли на работу.

Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Унти фестивальте виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Тимлесессӗн ӑнӑҫу пулатех // Эльвира ИВАНОВА. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Ҫапла шухӑшланӑ: саккун йышӑнтӑмӑр — ӗҫ каять.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Ҫавна май сӗт хакӗ ытлашши чакмарӗ, 1 литрне 18 тенкӗпе йышӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Сӗт хакӗ мӗншӗн чакать? // Лариса АЛЕКСЕЕВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

- Пӗлтӗр чемпионата пӗрремӗш хут хутшӑнса улттӑмӗш вырӑн йышӑнтӑмӑр.

- В прошлом году приняв участие в чемпионате первый раз заняли шестое место.

Ялта футбол аталанать // Александр МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

«Нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче курав хупӑнмаллаччӗ, анчах шкулсенче ӗҫлекенсем ыйтнипе тепӗр уйӑха тӑсма йышӑнтӑмӑр», - каласа кӑтартрӗ Надежда Климович сотрудник.

Куҫарса пулӑш

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Думӑри шалу пирки сӑмах пулнине кура трибуна умне Раҫҫей парламенчӗн аялти палатин депутачӗ Валентин Шурчанов та тухрӗ: «Дума депутачӗсен шалӑвне пӗлтӗр те, кӑҫал та пысӑклатман. Пӗлтӗр ӗҫ укҫине 10% чакарма йышӑнтӑмӑр. Ҫапла вара бюджетӑн 125 млн тенкине перекетлесе хӑвартӑмӑр. Ҫав вӑхӑтрах Газпром ертӳҫисем хӑйсене кашнинех 240 млн тенкӗ бонус тӳлеме йышӑннӑ...»

Куҫарса пулӑш

«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех