Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йышӑнатӑп (тĕпĕ: йышӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йышӑнатӑп, — терӗ Ҫтаппан, тӑна кӗрсӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ тутарсем тупа тунине хан мечӗтӗнче йышӑнатӑп ҫав, Чапкунпа Бурнаш ытти мечӗтсенче йышӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Эпӗ хамӑн ҫынсемпе мечӗтсенче тутарсем вырӑссене тупа тунине йышӑнатӑп. Пурте сире кӗтеҫҫӗ. Халӑх хӑйне лӑпкӑ тытать», — пӗлтерчӗ стрелецки голова.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анлантӑм хам, мӗнле халь вырӑн Эп йышӑнатӑп тӗнчере.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Мӗн тӑвӑн-ха, эп йышӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

IX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Йышӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпӗ хамӑн бригадӑра лайӑх тӗрӗсленӗ опытсене ҫеҫ йышӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫамрӑксене ҫакӑн пек пулӑшӳ кӳнине эпӗ хам енчен ырласа йышӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑшакансене патшалӑх пулӑшать, вӗсем хӑйсем те алӑ усса лармаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9515-t-r-sha ... sa-larmacc

— Ырӑ ҫынсене пурне те йышӑнатӑп, — терӗ кил хуҫи.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мана пӗр-пӗр муллапа паллаштар та, вара эпӗ халех мӑхамет тӗнне йышӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пӗр иккӗленмесӗр йышӑнатӑп хам пата! — терӗ те Тенюков, Эльгеева пырса ыталарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Эпӗ сӗннӗ хак, йышӑнатӑп, кӑштах сахалрахчӗ, — Ван-Гук хашлатса сывлама тытӑнчӗ.

— Цена, предложенная мной, была, сознаюсь, несколько низка, — Ван-Гук стал часто дышать.

XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Йышӑнатӑп, аван мар…

Признаюсь, вышло неловко…

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫапла уйланса-сӗмленсе манпа ун хушшинчи ӑшри тӑрӑма икӗ енлӗ саккунлӑ тесе йышӑнатӑп, анчах хам унашкал марришӗн, урӑхлишӗн ҫеҫ ӳпкелешнӗ пулӑттӑм.

Так размышляя, я признавал внутреннее состояние между мной и ею взаимно законным и мог бы жалеть лишь о том, что я иной, чем она.

XXXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Манӑн тӗллев — Дэзие ырана хӑвармасӑр курасси; анчах та йышӑнатӑп: портри хӑна ҫуртӗнчи ирхи ӳкерчӗк хыҫҫӑн Кук сӳпӗлтетӗвне курас килменрен ҫеҫ тухса кайрӑм.

Моей целью было увидеть Дэзи, не откладывая это на завтра, но, сознаюсь, я пошел теперь только потому, что не хотел и не мог после утренней картины в портовой гостинице внимать болтовне Кука.

XXIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Уҫҫӑнах йышӑнатӑп: эпӗ те кӑмӑллах марччӗ, ара, хӑть мӗн калӑр та, — ют ҫынсем ҫук чухне хӑвна лӑпкӑрах туятӑн.

Не очень был доволен, откровенно сказать, и я, потому что, как-никак, чувствуешь себя спокойнее, если нет посторонних.

XXVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Йышӑнатӑп: эпӗ хам тӗлӗшпе, чӑн та, нимӗнпе те теветкелленместӗп, мӗншӗн тесен тарҫӑсем курса тӑнӑ чухне Бутлерпа килтӗм, Гез вара ҫав вӑхӑтра вилӗ выртнӑ ӗнтӗ.

Сознаюсь, — я ничем, конечно, не рисковал, так как пришел с Бутлером, на глазах прислуги, когда Гез уже был в поверженном состоянии.

XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Йышӑнатӑп: эпӗ нимӗн те ӑнланмастӑп.

— Сознаюсь, что я ничего не понимаю.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Енчен те Браун сире ҫав таранах пулӑшасшӑн тӑк — эпӗ ҫакна чӑнласах йышӑнатӑп, урӑх галс ҫине куҫатӑп.

— Если Браун так сильно желает, я искренно уступаю и перехожу в другой галс.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Йышӑнатӑп: юлашкине ытлашши персе ятӑм, анчах ҫакӑншӑн ӳкӗнместӗп, Гез тыткаларӑшӗ мана ҫав тери килӗшмест.

Сознаюсь, я сказал лишнее, но не раскаялся в том: поведение Геза мне очень не нравилось.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех