Шырав
Шырав ĕçĕ:
Йывӑҫран аптрамастпӑр.
Ҫил арманӗ // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 176–177 с.
Аса килет мӑнтарӑн Кӗҫтенттинӗ, Аса килет те чӗрене касать, Вӑл йывӑҫран машин туса хӑтланнӑ, — Пӗччен алҫырӑвне камах пӗлет?
«Шаккать юлташӑн чӑвашла машинӗ...» // Петӗр Хусанкай. https://chuvash.org/lib/haylav/7335.html
Геннадий Петров хӑй аллипе ӑсталанӑ йывӑҫран тунӑ тӗрлӗ музыка хатӗрӗсем тӑратнӑ.
Пӗрле юрласа савӑнни аван // Н.ЕРШОВА. Каҫал Ен, 2019.02.26
Пире пӑрахса кайса хурлӑх ан кӳччӗр тесе вӗсене йывӑҫран е тӑмран ӑсталанӑ чухне - кутамас кӗлеткеллӗ, кӗске ураллӑ тунӑ.
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12
Сахӑр хумалли савӑта йывӑҫран ӑсталанӑ.
Ҫӗнӗ Мӑратсен вӗҫкӗнлӗхӗ паянчченех упранса юлнӑ... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Ытти кружоксем хатӗрленӗ ӳкерчӗксене, ҫыхнӑ, тӗрленӗ, йывӑҫран касса тунӑ япаласене выставкӑсенче кӑтартаҫҫӗ.
Воспитани центрӗн ертӳҫи // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29
Кунта пире ӑстаҫӑ йывӑҫран тӗрлӗ кӗлетке касса кӑларни ытларах тыткӑнларӗ.
«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№
Асра йывӑҫран энерги пама ыйтӑр.
Пурнӑҫ йывӑҫӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
Апла ку йывӑҫ сире пулӑшаять, йывӑҫран «тарать-тӗк» – урӑх йывӑҫ шырама тӳр килет.Значит это дерево сможет вам помочь, если же "убегает" от дерева, то придется искать другое дерево.
Пурнӑҫ йывӑҫӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
Ҫуртра йывӑҫран касса кӑларса эрешленӗ вун-вун япалана курса тӗлӗннӗ хыҫҫӑн пахчана ҫул тытрӑмӑр.Удивленные увиденным в доме десятков резных деревянных изделий мы вышли в огород.
Эрешлӗ йывӑҫ - кил-ҫурт илемӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02
Геннадий Анатольевич вара ӗҫ урокӗсенче ачасене ытларах та панӑ, йывӑҫран касса кӑларнӑ япала - пӗр кӗвӗллӗ, ӑна эрешлесе илемлетни - вун-вун саслӑ.
Эрешлӗ йывӑҫ - кил-ҫурт илемӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02
Курсан йывӑҫран пуҫхӗрлӗ ҫакса хураҫҫӗ.
Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №
Вӗсене йывӑҫран, туратсенчен ӑсталанӑ.
«Кашни кун эп тӗрлӗрен» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
11. Ҫӗр ҫинчи купсасем те уншӑн уласа йӗрӗҫ: ӗнтӗ вӗсен таварне никам та туянмасть, 12. ылтӑн-кӗмӗл япала, хаклӑ йышши чул, ӗнчӗ-ахах, хаклӑ виссон, хӗрхӗлтӗм пусма, пурҫӑн, йӑмӑх хӗрлӗ пусма, ырӑ шӑршӑллӑ тӗрлӗ йышши йывӑҫ, сӑлан шӑмминчен тунӑ тӗрлӗ япала, хаклӑ йывӑҫран, пӑхӑртан, тимӗртен, мрамортан тунӑ тӗрлӗ япала, 13. корицӑпа фимиам, мирӑпа латӑн, эрехпе йывӑҫ ҫӑвӗ, ҫӑнӑх, тулӑ, выльӑх-чӗрлӗх, сурӑх, лаша, урапа, этем ӳчӗ, этем чунӗ туянакан никам та ҫук.
Ӳлӗм 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫак асапсемпе вилмесӗр юлнӑ ҫынсем хӑйсен алли тунӑ ӗҫӗсемшӗн пӗрех ӳкӗнмерӗҫ, шуйттансене тата йӗрӗхсене — ылтӑнран, кӗмӗлрен, пӑхӑртан, чултан, йывӑҫран тунӑскерсене, курма та, илтме те, ҫӳреме те пултарайманскерсене — пуҫҫапма пӑрахмарӗҫ; 21. ҫын вӗлернӗшӗн те, асам тунишӗн те, аскӑнланнӑшӑн та, вӑрра ҫӳренишӗн те ӳкӗнмерӗҫ.
Ӳлӗм 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ ҫӗр ҫинчи мӗнпур вӑрмантан, ҫӗр ҫинчи мӗнпур йывӑҫран иҫӗм ҫырли йывӑҫҫине ҫеҫ суйласа илнӗ; 24. Эсӗ пӗтӗм ҫӗртен пӗр айлӑма ҫеҫ суйласа илнӗ, тӗнчери мӗнпур чечекрен лилие ҫеҫ суйласа илнӗ; 25. Эсӗ мӗнпур тӗпсӗр тинӗс шывӗнчен пӗр юханшыва ҫеҫ тултарнӑ, туса лартнӑ мӗнпур хуларан Хӑвна валли Сиона ҫеҫ тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ; 26. Ху пултарнӑ мӗнпур вӗҫен кайӑкран кӑвакарчӑна ҫеҫ Хӑвӑн тесе каланӑ, Ху пултарнӑ мӗнпур выльӑхран Хӑвна валли сурӑха ҫеҫ суйласа илнӗ; 27. нумай йышлӑ мӗнпур халӑхсенчен Эсӗ Хӑвна валли пӗр халӑха ҫеҫ суйласа илнӗ, ӑна юратнӑ, ӑна пурне те юрӑхлӑ саккун панӑ.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Йывӑҫӗ пысӑк та тӗреклӗ, ҫӳллӗшӗ тӳпенех ҫитет, вӑл ҫӗр хӗрринченех курӑнса ларать; 9. ҫӑра ҫулҫӑллӑ, нумай ҫимӗҫлӗ, пурне те тӑрантарать; ун айӗнче хирти тискер кайӑксем сулхӑн тупаҫҫӗ, ун тураттисем хушшинче вӗҫен кайӑксем йӑва ҫавӑраҫҫӗ, пӗтӗм чӗрӗ чун ҫакӑ йывӑҫран тӑранса пурӑнать.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Турӑ Ҫуртне, сӑваплӑ пӳлӗме кӗмелли алӑксем икӗ хупӑлчаллӑ, 24. икӗ хупӑлчи те енчен енне шутарнипе уҫӑлса хупӑнать, пӗр алӑкӗн икӗ хупӑлча, тепӗр алӑкӗн те икӗ хупӑлча; 25. вӗсем ҫине, Турӑ Ҫурчӗн алӑкӗсем ҫине, стенасем ҫине ӳкернӗ евӗрлӗ херувимсемпе пальма йывӑҫӗсене каса-каса ӳкернӗ; пӑлтӑр умӗнче, тулашӗнче, йывӑҫран тунӑ пусаха пур.
Иез 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Парне сӗтелне йывӑҫран тунӑччӗ, унӑн ҫӳллӗшӗ виҫӗ чике, тӑршшӗ икӗ чике; унӑн кӗтесӗсене те, унӑн никӗсне те, унӑн енӗсене те йывӑҫран тунӑ.
Иез 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӗнтӗ ҫавӑнпа вӑл хирти пур йывӑҫран та ҫӳллӗрехчӗ, турачӗ те нумайччӗ унӑн, хунавӗ те йышлансах пыратчӗ, йывӑҫӗ ӳснӗҫемӗн, шывӗ тулӑх пулнӑран, хунавӗсем паркаланатчӗҫ.
Иез 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.