Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вара унӑн шупка ҫуттинче йывӑҫ вуллисем — вӑрманта пурӑнакан асат хуҫнӑ тӗлӗнмелле ҫынсем пек, йывӑҫ турачӗсем — ҫав ҫынсен аллисем пек туйӑннӑ.И в призрачном её свете ветки казались руками, а стволы — туловищами странных лесных уродов.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Чӳречерен уйӑх ҫутти кӗнӗ, йывӑҫ турачӗсем силленнӗ, анчах кам пӗлет — те йывӑҫсем вӗсем, те ют ҫынсем?Луна заглядывала в окна, деревья шевелили ветвями, но кто его знает, деревья это или чужой человек?
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Лутра тӗмсем ҫинче, «чӑтлӑхра», каснӑ вырӑнсенче те час-часах пӗчӗк кӑвак кайӑксем тӗл пулаҫҫӗ, вӗсем унта та кунта пӗр йывӑҫ ҫинчен тепӗр йывӑҫ ҫине шӑхӑркаласа куҫаҫҫӗ, вӗҫсе пынӑ ҫӗртех, кӗтмен хушӑрах, таҫта чӑмса ҫухалаҫҫӗ.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Чӑтлӑх вӑрман витӗр каҫас тесен, пӗр йывӑҫ ҫинчен тепӗр йывӑҫ ҫине сиксе тӑмалла.Чтобы пробраться сквозь чащу, приходилось перескакивать с одного ствола на другой.
XII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӑрман ӑшӗ тӗттӗмленнӗҫемӗн тӗттӗмленсе пырать; каҫхи шуҫӑмӑн кӗренрех ҫути ерипенех тымарсен ҫийӗпе, йывӑҫсен вуллисем тӑрӑх ҫӳлерех те ҫӳлерех хӑпарса пырать, аялти ҫара туратсем ҫинчен ҫывӑрса кайнипе хускалмасӑр тӑракан йывӑҫ тӑррисем ҫине куҫать…
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Ӑна тимӗр сӑнчӑрпа йывӑҫ вулли ҫумне туртса ҫыхрӗҫ, козак пур енчен те курӑнмалла пултӑр тесе тата ҫӳлерех хӑпартрӗҫ те аллисене пӑтапа ҫапса лартрӗҫ, ҫавӑнтах йывӑҫ айне вут чӗртме тытӑнчӗҫ.
XII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Тепӗр каҫхине вӑл, пӗр бурсаксен ҫеҫ пулма пултаракан хӑюлӑхпа, тӗкме карта урлӑ сиксе каҫса сада кӗчӗ те тӑррипе пӳрт ҫивитти еннелле усӑнса тӑракан йывӑҫ ҫине хӑпарса кайрӗ, йывӑҫ ҫинчен вӑл пӳрт ҫивитти ҫине анчӗ, вара камин мӑрйи витӗр кӗрсе тӳрех хитре хӗрачан ҫывӑрмалли пӳлӗмне тухрӗ.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Йывӑҫран япаласем тумалли меслетсене пӗлсе ҫитсен йывӑҫ рамӑсем тума пуҫланӑ», — тенӗ В. И. Неелов.
Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Ҫӳлте йывӑҫӑн тӳрӗ тӑсӑлса тӑракан турачӗпе усӑ курнӑ пулӗ, аялта — йӑваннӑ йывӑҫ вулли, чулсем айне хурса хӗстернӗ.
Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Ҫапать те хӑй: «Итле, итле, кашкӑр ҫури, итле йывӑҫ мӗн каланине. Йывӑҫӗ вӑл мастеровой ҫынна кӳрентерме хушмасть», — тет.
Стёпка // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Нина Васильевнӑпа старик-садовод пӗр йывӑҫ патӗнчен тепӗр йывӑҫ патне пырса, хӑш туратсене касмаллипе хӑш туратсене хӑвармаллине кӑтартса параҫҫӗ.
7. Пирӗн пионеротряд // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Картиш варринче — илемлӗ чечек клумбисем, искусство ӗҫне тин ҫеҫ тытӑнакансене ыр сунса пиллесшӗн пулнӑ пек, хӑйсен хӑмӑр турачӗсене саркаласа ларакан ватӑ йывӑҫсем; йывӑҫ кукӑр тӗмисенчен сукмакӗсем ҫине чӗнтӗр евӗр мӗлке ӳкет.
Шкулта мӗнле вӗрентеҫҫӗ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Йывӑҫсем унта пачах та ҫук, йывӑҫ тӗмӗ те ҫук.
Шӑрчӑк ҫинчен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Унта йывӑҫ пур, йывӑҫ ҫинче ҫаврака панулмисем нумай.
Пукане панулмийӗсем // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Вӑл йывӑҫ ҫине пырса кӗрсе йывӑҫа хуҫса пӑрахать.
Пирӗн ҫумран акӑ мӗн иртсе кайрӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Шалта йывӑҫ пур, анчах вӑл ҫулҫӑсӑр, йывӑҫ ҫинче чӗрӗ мишкӑсем ҫӳреҫҫӗ.Там стояло дерево, только без листьев, и на нём живые мишки.
Мишкӑсем // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Пӗтӗм Миргород епле ҫывӑрнине, ун ҫине шутсӑр йышлӑ ҫӑлтӑрсем пӗр хускалмасӑр пӑхнине, инҫетри е ҫывӑхри йытӑсем ҫӗрлехи шӑплӑха вӗрсе пӑснине, савӑшса хӗрнӗ пономарь йыт-качака умӗнченех чупса иртсе кайса, ҫатан урлӑ пӗр хӑрамасӑр каҫса кӗнине, шурӑ пӳрт стенисем уйӑх ҫутинче тата шурӑрах курӑннине, вӗсене хупӑрласа тӑракан йывӑҫсем тӗксӗмленнипе, йывӑҫ мӗлкисем хуп-хуран ӳкнине, шӑпланнӑ чечексем, курӑксем ырӑ шӑршӑ сарнине, чарӑна пӗлмесӗр чӗриклетекен шӑрчӑксем — ҫӗрлехи рыцарьсем — пур кӗтесрен те харсӑр янратнине, пӗринче пӗччӗнлӗ вырӑн ҫинче ҫывӑракан хура куҫхаршиллӗ, чӗтренсе тӑракан ҫамрӑк кӑкӑрлӑ хула хӗрне, хӑй тӗлӗкӗнче гусар мӑйӑхӗ те шпорсем курнине, унӑн икӗ пичӗ ҫинче уйӑх ҫути выляса кулнине сӑрласа кӑтартнӑ пулӑттӑм эпӗ.
III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Унччен вӑл, яланах чи малтан виттине кӗрсе тухатчӗ, кӗсри утӑ ҫинипе ҫименнине пӑхатчӗ (Иван Ивановичӑн кӗсри хӑла, хушка ҫамкаллӑ. Питӗ элчӗ лаша. ); унтан кӑрккисене апат паратчӗ, унтан сысни ҫурисене хӑй аллинчен апат ҫитеретчӗ, вара тин пӳртне кӗретчӗ те е, йывӑҫ каскаласа, савӑт-сапа тума тытӑнатчӗ (йывӑҫран тӗрлӗ япаласем тума ӑста вӑл, токарьсенчен кая мар тӑвать), с Любий, Гарий тата Попов типографийӗнче ҫапӑнса тухнӑ кӗнекене вулама ларатчӗ (ҫав кӗнекен ятне Иван Иванович астумасть, мӗншӗн тесен Гапка тахҫанах ун питне вӑтӑрса илнӗ те ачине выляма панӑ пулнӑ), е тата аслӑк айӗнче канса выртатчӗ.
III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Пралук тӑрӑх вӑл тепӗр йывӑҫ патне пычӗ, унта мина юр айӗнче выртать, йывӑҫне каллех ҫавӑн пекех касса хунӑ.
Кӗпер // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
Танк йывӑҫсем ҫине вӗҫнӗ пек хӑпарса каять, пралук татӑлать, йывӑҫ турачӗсем хуҫӑлма, вуллисем ҫурӑлма, минӑсем шартлатма пуҫлаҫҫӗ.Танк взлетел на деревья, проволока натянулась, ветви затрещали, стволы лопнули, стали рваться мины.
Ҫул // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.