Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йывӑҫ сăмах пирĕн базăра пур.
йывӑҫ (тĕпĕ: йывӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сасартӑк йывӑҫпа йывӑҫ сӗртӗннӗ вырӑнта ҫулӑм палтлатса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ахмар куҫне ҫеклерӗ те хурӑн ҫинче Алюн паллине курчӗ: виҫӗ ҫӗмрен касса кӑларнӑ унта, пӗр ҫӗмрен вӗҫӗ — кайеннелле, иккӗмӗшӗн йывӑҫ тӑрринелле, тата теприн йывӑҫ тымарнелле.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хытӑ йывӑҫ ҫемҫе йывӑҫпа танлаштарсан сывлӑшри нӳре сахалрах илет.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл, пӗр йывӑҫран тепӗр йывӑҫ вулли патне шӑвӑнса, хуллен шоссе хӗррине тухрӗ, пӗр ҫамрӑк хыр хыҫне тӑрса, ҫул ҫине тинкерчӗ: нимӗнле машина та иртмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пире, арҫын ачасене, уйрӑмах атлет пек тӗреклӗ, пиҫӗ кӗлеткеллӗ Тарзан (ҫулсен шучӗпе хӑй, ҫӗмӗрӗлсе ӳснӗскер, вуннӑра кӑна пулнӑ-ха) джунглире йывӑҫ ҫинчен йывӑҫ ҫине ҫӑмӑллӑн яр! та вашш! ярӑнса-вӑйкӑнса «вӗҫсе» ҫӳрени тыткӑнланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Пӗр пӑрӑнӑҫ хурама тӗлне ҫитсен Пурис машинине вӑрман ҫулӗнчен пӑрса йывӑҫ хушшинелле тытрӗ, пӗтнӗк, антӑс курӑкӗсене, сар ҫип утине, матрӳшкене, ытти сиплӗ те илемлӗ чечексене, ҫамрӑк йывӑҫсене, туратсене хуҫса-таптаса вунӑ-вун икӗ хӑлаҫ пек кайсан пӗр лӑпсӑркка туратлӑ ҫатӑркка ҫӗмӗрт ҫывӑхӗнче чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Акӑ вӑл, кутсӑр-пуҫсӑр ҫил, ҫавраҫилленсе пӗтӗрӗнсе илчӗ те, аспид ҫӗлен пек чашкӑрса, выҫӑ, ҫилхеллӗ кашкӑр пек уласа, арҫури пек ҫухӑрашса-шӑхӑрса, йывӑҫсене, йывӑҫ тӗммисене кармакласа тустарма, лӑскама, ҫӗре ҫитиех авма-хайӑрма, сывсӑррине, тӗрексӗррине, муртӑхнине, патӑркине шатӑрт та шатӑрт хуҫма-ваклама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Варарахран, вилӗ-чӗрӗ ҫаврӑнса, чӑрӑш ӗлкиллӗ йывӑҫ патне пычӗ, сӳнтернӗ зажигалкине пӗрре чӗртрӗ, тепре сӳнтерчӗ, унтан упаленсе, йывӑҫӑн аялти лӑпсӑркка тураттисен айне кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑхӑт вӑрах та иртмерӗ, парк администрацийӗ вырнаҫнӑ симӗс сӑрӑпа сӑрланӑ, чӗренче витнӗ лап йывӑҫ пӳртрен селӗм тӗксӗм кӑвак костюм тӑхӑннӑ, шакла пуҫлӑ чух арҫын тухрӗ те куҫне тӳрех паркри пӗр йывӑҫсӑр вырӑналла вӗҫтерчӗ, сӑнакаласа-тӗпчекелесе тӑркаласан, вичкӗн куҫне Ула Тимӗр ҫине ҫавӑрчӗ, вара хатӑррӑн ун патнелле вашкӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Аса ҫапла тӗсленсе-капланса килчӗ те тип йывӑҫ таткине тип йывӑҫ таткипе сӑтӑрсан тухакан вут — телей вучӗ — хыптарса ячӗ, чӗрине каллех пыл тутиллӗн вӑркӑштарма пуҫларӗ, хыҫҫӑнах тулман кӑмӑлне йӑмӑхса ыраттарса та, ҫурхи лӗс-лӗс сивӗ ҫумӑрпа ирӗлекен юр пек йӑштарса та илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак вут типӗ, ҫирӗп йывӑҫ таткине хӑй йышши йывӑҫ татӑкӗпе сӑтӑрсан ҫеҫ тухать…»

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑшӗ-пӗри, тӗмӗ е ҫӗр айӗнче-и, хӑйӑр тӗмески ӑшӗнче-и, йывӑҫ хӑвӑлӗнче-и, таҫта ҫӳлте йывӑҫ тӑрринче-и, хӑйӗн лӑпкӑ, хӳтӗ йӑвине кун ҫути тӗксӗмленмесӗр пӑрахса каймасть), вара чак вӑрманӑн хатарлӑ тӗттӗмлӗхнелле ҫутта йӳней хатӑррӑн, мӑйӑрласа кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ытти чухне, шухӑ ҫил йывӑҫсем тӑрринче аташса ҫӳренӗ вӑхӑтсенче, Ленӑсен пахчинче ҫулҫӑсем вӑрманта евӗр шӑпӑлтататчӗҫ, йывӑҫ тӑррисем хумханатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ташши куккук хӑйӗн ҫӑмартине пӑрчкан пусса кӑларнине, янттине ҫеҫ юратакан куккук, нимӗнле чӑрмава пӗлмесӗр, йывӑҫ ҫинчен йывӑҫ ҫине ярӑнса вӗҫсе ҫӳренине, юлашкинчен хӑйӗн чӗпписене ют йӑваран вӑрлама тӑнине, ӑна ҫивӗч пӑрчкан хӑваласа янине кӑтартатчӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫапла аппаланса, пилӗк йывӑҫ пӗр йывӑҫ ҫине уртӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хӑйсем лартнӑ кашни йывӑҫ умӗнче ҫеҫ мар, вӑрман айӗнче вӑрӑран шӑтнӑ йывӑҫсемпе калаҫа-калаҫах, вӗсене упрама тӑрӑшатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ҫакна бригадир асӑрхаса: — Ҫак шурӑ татӑксене кашни икӗ метртан ҫыхнӑ. Вӗсем посадка ретне кӑтартаҫҫӗ. Туя ҫинчи пӗр метртан тунӑ паллӑ, йывӑҫ лартмалли ретри шӑтӑк вырӑнне пӗлтерет. Ҫапла иккӗн пӗрле вунӑ метр тӑршшӗ вӗрене туртса тӳрех пилӗк ретри йывӑҫ лартмалли вырӑнсене паллӑ туса хӑваратпӑр. Ҫав паллӑпа вара шӑтӑксем чаватпӑр, — терӗ, мана шаларах кӗме чӗнсе.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тепӗр усал пӑхма ним те мар, хӑрса типнӗ йывӑҫ, хӑрса типнӗ йывӑҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Матфей евангелире, виҫҫӗмӗш сыпӑкра, вуннӑмӗш сӑвӑра ҫапла каланӑ: йывӑҫ кутӗнче, ун тымарӗсем ҫинче, хатӗр хӑрт выртать ӗнтӗ, ырӑ ҫимӗҫ паман кирек хӑш йывӑҫа та касса вутта пӑрахма хунӑ ӑна.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сехре Иванӗпе Ваҫук, пӗр-пӗрин вӑйне тӗрӗсленӗ пек, малтанхи кӗреше пӗр канмасӑр татрӗҫ, ку иккӗшне те йывӑр пулчӗ курӑнать, йывӑҫ йӑванас патне ҫитсен, пӑчкӑ тӑкӑссӑн ҫӳреме пуҫларӗ, ҫапах та татакансем ӑна чармарӗҫ, касса янӑ кӗреш, турачӗсемпе ытти йывӑҫсене, ҫапӑнса, юр ҫине кӗрслетсе анчӗ, хӗрарӑмсем ӑна ваклама чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех