Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ишме (тĕпĕ: иш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Том нумай шухӑшласа тӑмасӑрах ишме пуҫларӗ, ҫапла вара леш енчи ҫырана ҫитесси пӗр ҫӗр утӑм пек ҫеҫ тӑрса юлчӗ.

Том уверенно пустился вплавь, надеясь одолеть остальную сотню ярдов.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Шӑп та лӑп ӳкернӗ чухне лӑпкӑлӑх авӑрӗнче ишме тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Анне, аннеҫӗм, сана малашне те юратӑп... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Вӗсем юхан шыв айне тикӗслеҫҫӗ, ӑҫта ҫити ишме юранине палӑртаҫҫӗ тата ытти те.

Они выравнивают дно реки, показывают докуда можно плавать и т. д.

Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Ман шухӑшпа, ку ыйтӑва татса пама кӑткӑс мар, кашни ял тӑрӑхӗнчех ҫакнашкал вырӑнсем йӗркелеме пулать, ку енӗпе ӗҫлекен специалистсем кирек мӗнле вырӑна та ишме юрӑхлӑ тума пултараҫҫӗ, йыхравламалла кӑна.

По-моему, этот вопрос можно решить, в каждом селе можно организовать такие места, специалисты, которые работают по этой части, любое место могут сделать пригодным для плаванья, нужно только пригласить.

Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Республикипе тишкерсессӗн, ишме юрӑхлӑ вырӑн нумай мар, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем хӑйсем ҫине яваплӑх илес теменни куҫ кӗретех ӗнтӗ.

Если взять по республике, мест для купания не много, видно, что местные органы не хотят брать на себя ответственность.

Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Ҫавӑнпа та ашшӗ-амӑшӗн пӗчӗклех ачисене ишме хӑнӑхтармалла.

Поэтому родителям нужно детей приучать плавать с ранних лет.

Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Вӗсем ишме пӗлменнипе.

Из-за того, что они не умели плавать.

Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Тӑванӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ишме пӗлмен.

Со слов родных, он не умел плавать.

Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Республикӑри ытти ачасене те хытарсах калатӑп: ишме пӗлмесен кӳлӗ хӗррине ан та пыр.

Детей Республики убедительно прошу: если не умеете плавать к озеру и не подходите.

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Республикӑри ытти ачасене те хытарсах калатӑп: ишме пӗлмесен кӳлӗ хӗррине ан та пыр.

Всех детей Республики убедительно прошу: не умея плавать не подходите к озеру.

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Хам ишме те пӗлместӗп вӗт-ха.

А сам и плавать не умею.

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Хам ишме те пӗлместӗп вӗт-ха.

А ведь сам и плавать-то не умею.

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Мана хама атте улттӑра чухнех ишме вӗрентнӗ, — терӗ Паша.

Отец научил меня плавать, когда мне было шесть лет, - сказал Паша.

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Ишме пӗлмен Максим аслисемсӗр шыва кӗме кайни — вӑл тунӑ пысӑк йӑнӑшсенчен пӗри.

Одна из больших ошибок Максима - то , что он, не умея плавать, без взрослых отправился купаться.

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Судоводитель профессине алла илсе пӑрахутпа анлӑ юханшывсен хумӗсем ҫийӗн ишме кӑна мар, хӑйӗн тӑван хулине – Анат Камӑна – таврӑнма та ӗмӗтленет каччӑ.

Получив профессию судоводителя, парень мечтает не только о плавании по волнам широких рек, но вернуться в родной город – Нижнекамск.

«Юррӑмсем юрату ҫинчен» // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Виктор шкулта вӗреннӗ чухнех тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ, бассейна ишме ҫӳренӗ.

Виктор, во время учебе в школе участвовал на разных спортивных соревнованиях, ходил на плавание в бассейн.

Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

43. Ҫӗрпӳ, Павела хӑтарасшӑн пулса, вӗсене ҫапла тума памарӗ, вӑл ишме пӗлекеннисене шыва малтан сиксе типӗ ҫӗре тухма хушрӗ; 44. ыттисене вара хӑшне хӑма ҫине, хӑшне карап ҫӗмӗрӗкӗсем ҫине выртса ишсе тухма хушрӗ; ҫапла пурте ҫыран хӗррине тухса ҫӑлӑнса юлчӗҫ.

43. Но сотник, желая спасти Павла, удержал их от сего намерения, и велел умеющим плавать первым броситься и выйти на землю, 44. прочим же спасаться кому на досках, а кому на чем-нибудь от корабля; и таким образом все спаслись на землю.

Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Вӑл тата пин чике виҫрӗ, эпӗ ӗнтӗ кунти юхӑм урлӑ утма та пултараймарӑм, мӗншӗн тесессӗн вӑл ытла та тарӑнччӗ, тулличчӗ, кунта ишме ҫеҫ пулать, ку юхӑм шыв урлӑ утса каҫма ҫук.

5. И еще отмерил тысячу, и уже тут был такой поток, через который я не мог идти, потому что вода была так высока, что надлежало плыть, а переходить нельзя было этот поток.

Иез 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Ҫӳлхуҫа Сион хӗрӗн хӳмине ишме палӑртса хучӗ, вӗрен карӑнтарчӗ, тӑшман тустарасран Хӑйӗн аллине чарса тӑмарӗ; тулашӗнчи тӗрексене пӗтерсе тӑкрӗ, хӳмесем те пӗрлех ишӗлсе анчӗҫ.

8. Господь определил разрушить стену дщери Сиона, протянул вервь, не отклонил руки Своей от разорения; истребил внешние укрепления, и стены вместе разрушены.

Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Тата: хӑшӗ-пӗри, ишме, хаяр хумсем урлӑ ишсе каҫма шутласассӑн, йывӑҫ таткинчен пулӑшу ыйтать, ҫыннине лартса каякан караппа танлаштарсассӑн вӑл — ӑпӑр-тапӑр ҫеҫ: 2. карапне пуянлӑха ӗмӗтленни шухӑшласа кӑларнӑ, тӑвасса ӳнерҫӗ ӑслайса тунӑ, мӗн кирлине пӗтӗмпе туса ҫитернӗ, 3. анчах, Аттемӗр, карапа Санӑн аллу тытса пырать: тинӗсри ҫула та, хумсем хушшинчи шанчӑклӑ сукмака та Эсӗ панӑ, 4. ҫапла Эсӗ тинӗсе пӗли-пӗлми тухакана та пӗтӗм хӑрушлӑхран ҫӑлма пултарасса кӑтартатӑн.

1. Еще: иной, собираясь плыть и переплывать свирепые волны, призывает на помощь дерево, слабейшее носящего его корабля; 2. ибо стремление к приобретениям выдумало оный, а художник искусно устроил, 3. но промысл Твой, Отец, управляет кораблем, ибо Ты дал и путь в море и безопасную стезю в волнах, 4. показывая, что Ты можешь от всего спасать, хотя бы кто отправлялся в море и без искусства.

Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех