Шырав
Шырав ĕçĕ:
Троллейбуссене пӑхса йӑлӑхрӗ те Роза, вӑхӑта ирттермелле кӳлленчӗке темле майпа лекнӗ кӗрхи ҫулҫа сӑнарӗ пӗр авӑк.
Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив
Юлашки ҫулсенче ытла нумай тӳссе ирттермелле пулчӗ ҫав, хамӑр хушшӑмӑрти ӗлӗкхи пӗчӗк кӗперӗмӗрсем ытла черченкӗ пек те инҫетре пек туйӑнаҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫак ҫынсене пӑхнӑ май, вӗсене лӑплантарса та шанчӑк парса тӑмаллаччӗ, ку темӗнех мар-ха, ку пысӑк инкек мар, пит ҫинче ҫӗвӗ юлсан та чӑтса кӑна ирттермелле, вара нимӗнле паллӑ та юлмасть, тесе йӑпатмаллаччӗ манӑн вӗсене — ун ҫинчен эпӗ иккӗмӗш кунхине-и, е виҫҫӗмӗш кунхине ӗҫленӗ чух-и туйса илтӗм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пирӗн шутпа — пӗтӗм ӗмӗре тивӗҫлӗн, йӗркеллӗн пурӑнса ирттермелле, кирлӗ пулсан кашни самантрах хӑвӑнне ним юлмиччен пама, пӗтӗмпех вӗр-ҫӗнӗрен пуҫлама хатӗр тӑмалла!
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унӑн халь чипер выртса ирттермелле.
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ну, ырӑ ҫыннӑм, — терӗ вӑл ҫырӑва вуласа тухса, паспӑрта айӑккалла илсе хурса, — каланине пурне те тӑвӑпӑр: сана … полка офицер туса яратпӑр, санӑн вӑхӑта ахаль ирттермелле ан пултӑр, эсӗ ыранах Белогорск крепӑҫне кай, унта лайӑх, ырӑ кӑмӑллӑ старик Миронов капитан командинче пулатӑн.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Яланах сыхӑ тӑмалла, кашни куҫ мӗнле пӑхнине, кашни сӑмах мӗне пӗлтернине туймасӑр ирттермелле мар, ҫынсен шухӑшӗсене чухламалла, пӗр каварлӑха ҫапса хуҫмалла, улталаннӑ пек те пулмалла, унтан вара сасартӑк чеелӗхӗмпе усал шухӑшсенчен тунӑ пысӑк та йывӑр ҫурта пӗрре тӗртсех пӗтӗмпех ӳпне тӳнтермелле — акӑ мӗне пурнӑҫ тетӗп эпӗ.
Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Неушлӗ Оля унпа мӗн пулнине пӗлеймесӗрех юлӗ, — ҫак вунсакӑр уйӑх хушшинче унӑн мӗн тери пысӑк йывӑрлӑхсем тӳссе ирттермелле пулнине, вӑл ҫапах та хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫланине, чӑн-чӑн этем — ҫапла ҫав, чӑн-чӑн этем! — пулса тӑнине, анчах пур ӗмӗтсем те тулнӑ хыҫҫӑнах ҫакӑн пек киревсӗр, ухмахла вилмелле пулнине пӗлеймӗ-ши?
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫӗр урай варринче вучах ҫатӑртатса ҫунать; маччари тӗнӗ витӗр тухакан тӗтӗме ҫил каялла вӗрсе кӗртет те, шалта нимӗн курӑнми пулса тӑрать, пайтах вӑхӑт ирттермелле пулчӗ манӑн мӗн те пулин куриччен: вут умӗнче икӗ карчӑк тата темӗн чухлӗ ача-пӑча ларса тухнӑччӗ, вӗсемпе пӗрле ҫӗтӗк-ҫатӑк тумланнӑ пӗр типшӗмрех кӑна грузин ларатчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Сахал мар йывӑрлӑхсене тӳссе ирттермелле пулчӗ пирӗн, — тесе ҫырнӑ Оля.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл бляхӑсем — вывескӑсем кӑна, ун хыҫӗнче мӗскӗн чиновник пытанса тӑрать, унӑн епле те пулсан ҫак ҫулсене пурӑнса ирттермелле.
1943 ҫулхи майӑн 22-мӗшӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
«4. Енчен те Чӑваш Республикин ачасем валли социаллӑ инфратытӑм туса хуракан патшалӑх организацийӗ е муниципалитет организацийӗ хӑйне ҫирӗплетсе панӑ харпӑрлӑх объекчӗсене арендӑна, тӳлевсӗр усӑ курма парать пулсан, учредителӗн арендӑна парасси ҫинчен калакан договора тата тӳлевсӗр усӑ курма парасси ҫинчен калакан договора тӑвиччен ҫав договорсене туни ачасен кулленхи пурнӑҫӗ, вӗренӗвӗ, аталанӑвӗпе канӑвӗ ҫине тата вӗсен сывлӑхне ҫирӗплетес, вӗсене медицина пулӑшӑвӗ парас, ачасем чирлессине асӑрхаттарас, вӗсене социаллӑ хӳтлӗх парас тата вӗсен социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫсем ҫине мӗнлерех витӗм кӳме пултарнине хак парас ӗҫе ҫак статьян 1-мӗш пайӗпе палӑртнӑ йӗркепе туса ирттермелле.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче ачасене социаллӑ пулӑшу парасси ҫинчен" саккунӗн 101 статйине улшӑну кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №62 от 20 сентября 2018 г.
Ҫавӑн пысӑкӑш хуйха мӗнле чӑтса ирттермелле хӗрарӑмӑн?
Йӑх тымарӗ ҫирӗп-ха // Хыпар. «Хыпар», 2017.11.20
Канӑвӑра хитре ирттермелле пултӑр… халӑх хушшинче.
Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.
«Нивара» вӑй хуракансен ҫак ӗҫсене 937 гектар ҫинче туса ирттермелле.
Сар хӗвелӗ ӑшӑтрӗ, хире тухма васкатрӗ // А.ВАСЮКОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26
Айӑплав вӑхӑтне юсану учрежденийӗнче кӗрӗк арки йӑваласа ирттермелле мар-ҫке вӗсен.
Репресси органӗ мар, тӳлевсӗр адвокат // Виктория Вышинская. «Тӑван Ен», 2017.11.16
Газ кӗртнӗ хыҫҫӑн, ҫак ӗҫе 2013-2015 ҫулсенче туса ирттермелле, асӑннӑ территори туризм, сывлӑх сыхлавӗ тата пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительстви тӗлӗшӗнчен инвестицин пысӑк проекчӗсене пурнӑҫлама уйрӑмах илӗртӳллӗ пулса тӑрать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Ку ӗҫе анлӑн сӳтсе явса, граждансен шухӑшӗсене шута илсе тата вӗсен прависене хӗсӗрлемесӗр туса ирттермелле.Этот процесс следует проводить с широким обсуждением, учитывая мнение граждан и не ущемляя их права.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Йывӑҫ уйӑхлӑхӗсене, ӗлӗкхилле, кӗркунне-ҫуркунне ҫуллен ирттермелле.
Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18
Ҫывӑх вӑхӑтрах пирӗн ҫак ӗҫсене туса ирттермелле: социаллӑ сферӑра, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, транспорт, энергетика сферисенче патшалӑхпа уйрӑм ҫынсен ӗҫтешлӗхӗпе усӑ курмалли практикӑна анлӑлатмалла; бизнеса аталантарма чӑрмантаракан административлӑ чӑрмавсене чакарас, калаҫса килӗшмелли йӗркесене ансатлатмалли тата вӗсен вӑхӑтне чакармалли малта пыракан чи лайӑх тӗслӗхсене пурнӑҫа кӗртес енӗпе тӑвакан ӗҫсене малалла тӑсмалла.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3