Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илӗттӗм (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайма май пулсан, эпӗ хулпуҫҫи ҫине хутаҫ ҫакӑттӑм, алла патак илӗттӗм, вара эпир иксӗмӗр хамӑр тӑван ҫӗршыва каялла кайнӑ пулӑттӑмӑр, Христос ячӗпе те пулин…

Если бы можно, надел бы я котомку на плечи, взял бы в руки палку, и пошли бы мы с тобой назад, в свою сторону, хотя бы Христовым именем…

XIV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Эпӗ сан кӑкӑрна ҫурса чӗрӳне кӑларса илӗттӗм, хӑвӑн пуҫупа пӗрле юлташусен пуҫӗсене те ӗмӗрлӗхех тӗкмесем тӑррине тӑхӑнтарса лартӑттӑм.

Я бы хотел вырвать из твоей груди сердце и на веки вечные воткнуть твою голову и головы твоих спутников на частокол па.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

 — Енчен те сана, савнӑ чунӑм, ероплан ҫинчен кӑларса ывӑтман пулсан, эпӗ ҫапӑ илӗттӗм те «ҫиместӗп» тени мӗне пӗлтернине ӑнлантарӑттӑм!

— Кабы тебя, милый мой, с ероплана не спихнули, я бы взяла хворостину и показала, какое оно бывает «не буду»!

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

«Эпӗ ӑна тӗрӗссипех юратнӑ пулсан, урӑххине туйса илӗттӗм» — текен шухӑш самантрах ҫиҫсе илчӗ Анна Сергеевна пуҫӗнче.

Мысль, что она не то бы почувствовала, если бы точно его любила, — мгновенно сверкнула у ней в голове.

XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Турӑшӑн та, хулӑ илӗттӗм те пурне те вӗтсе тухӑттӑм!

Взял бы, ей-богу, их всех, да и перепорол розгами!

Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.

Эпӗ сана качча илӗттӗм.

Я бы на тебе женился.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эпӗ хам валли фотоаппарат ыйтса илӗттӗм, — терӗ Жора.

Жора заявил: — Я бы только фотоаппарат себе выпросил.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Хам сан вырӑнта пулнӑ пулсан, тахҫанах имение саклата хунӑ пулаттӑм та урӑххине илӗттӗм, е ҫакӑнта лайӑх вырӑнта ҫурт лартӑттӑм: вӑл санӑн ял хакне тӑратех.

Да я бы на твоем месте давным-давно заложил имение да купил бы другое или дом здесь, на хорошем месте: это стоит твоей деревни.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

17. Ҫав ӗҫе хам ирӗккӗн туса тӑрсассӑн, эпӗ тивӗҫлӗ пайта илӗттӗм; хистенипе туса тӑрсассӑн, ку вӑл хама шанса хушнӑ ӗҫе туни ҫеҫ пулать.

17. Ибо если делаю это добровольно, то буду иметь награду; а если недобровольно, то исполняю только вверенное мне служение.

1 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Ун чухне тӳрӗ ҫын Унпа тупӑшма та пултарӗччӗ — эпӗ вара хамӑн Тӳререн яланлӑхах ирӗк илӗттӗм.

7. Тогда праведник мог бы состязаться с Ним, - и я навсегда получил бы свободу от Судии моего.

Иов 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Унӑн умӗнче тавӑҫӑм ҫинчен каласа панӑ пулӑттӑм, тӳрре тухмалли сӑмахӑм туллиех тупӑнӗччӗ манӑн; 5. Вӑл мана мӗнле хуравланине пӗлӗттӗм, Вӑл мӗн каланине ӑнласа илӗттӗм.

4. Я изложил бы пред Ним дело мое и уста мои наполнил бы оправданиями; 5. узнал бы слова, какими Он ответит мне, и понял бы, что Он скажет мне.

Иов 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех