Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтӗнет (тĕпĕ: илтӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑрахут сасси хӑюсӑррӑн, татӑла-татӑла илтӗнет, кӳршӗсен пахчинче ҫерҫисем чӗвӗлтетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫак ҫуртра Верук йӑмӑкӑма курасчӗ те ҫухалнӑ телейӗм тупӑннӑнах, таврӑннӑнах туйӑнӗччӗ, — таҫтан аякран илтӗнет Хветуран каллех йӑвашланнӑ сасси.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

«Ҫӗкле! Ҫӗкле хӑвӑртрах!», «Эпӗ ӗҫленине курса, ҫӑварна карсах хутӑна? Сварщика чикмекне куҫарса лартма пулӑш хӑть!», «Лашманов! Эсех-и ку, эс мар-и? Мӗн ҫак таранчченех пӗр ҫӗрте чакаланан? Халь те аллу чӗтреме пӑрахман-им санӑн?» — илтӗнет унӑн хытӑ кӑшкӑрса калаҫнипе тытӑннӑ сасси.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӑҫталла ярса пуссан та вӑл тӑрӑнать куҫа, ӑҫта ҫитсен те ун сасси илтӗнет хӑлхара.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Т» сасса хытӑ пусса, янраттарса калать: «Эндри» илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Аслати умӗнхи шӑрӑх та пӑчӑ чухнехи пек лару-тӑру халь: кӗтетӗн аслатие, ҫав вӑхӑтрах хӑратӑн та унран, турат хуҫӑлни те аслати ҫатӑртатма тытӑннӑн, кӗрӗслеттерсе ҫапма пуҫтарӑннӑн илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— «Образованисӗр хресчене»… — илтӗнет чаршав хыҫӗнчен Анюк ҫилӗллӗн мӑкӑртатни.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ак ӗнтӗ вӗсен сасси уҫӑ лаҫран илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Будкӑн тимӗр ҫивиттийӗ ҫинче ҫумӑр «ташлани» тата кассӑн-кассӑн ҫил кашласа иртни ҫеҫ илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Сутма пӗлес пулать, сутма пӗлес пулать тавара, — ҫак тӳлек лӑпкӑлӑхра тип аҫа ҫатӑртатнӑн илтӗнет Ҫтаппан сасси.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Ремстройран уборщика куҫса, ҫу ҫинӗ кушак пултӑм, хе-хе, — хӑпма пӗлмен сӑпсан тарӑхтаракан сасси пек илтӗнет Ҫтаппан йӑнкӑртатни.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хыҫра, ҫывӑхрах, заводӑн пысӑк чул ҫурчӗсем ҫуталса лараҫҫӗ, станоксен шавӗ лайӑх илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Ял хӗрринче пӗр мӑшӑр кӑмӑллӑн юрлани илтӗнет — паян вӗсем уяв турӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Тултан хавассӑн калаҫакан пӗр хӗрарӑм сасси илтӗнет, тата таҫта такам лӑпкӑ сасӑпа юрлать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Шалта рояль сасси илтӗнет — профессор пирӗн умран кӗнӗ хӗрачана тӗрӗслет.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ун тӑрӑх экзамен парса пӗтернӗ шкул хӗрӗсем, шурӑ каҫа кӗтсе илме тухнӑскерсем, лӑпкӑн юрласа (анчах ҫав лӑпкӑлӑхра тӗлӗнмелле илемлӗ те вӑйлӑ янрав илтӗнет), ҫаврӑнса утаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Таврара илемлӗ сас Илтӗнет чӑр та чӑр-р!

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Уй-хирте машин-трактор сасси вӑйлӑрах та вӑйлӑрах илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Ака пырать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60883

Вӗтлӗх патӗнчен Пурташа ҫур ҫухрӑм та ҫук: тракторсем кӗрлени, автомашинӑсем пиклетни уҫҫӑнах илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ӗҫкӗ-ҫикӗ шавӗ кунта та уҫӑмлӑнах илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех