Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтӗнет (тĕпĕ: илтӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алӑк сасси илтӗнет.

Слышно как хлопает дверь.

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

Кӗтерне кӑмака умнелле кӗрсе каять, кашӑк-чашӑк сасси илтӗнет.

Катерина уходит к печке, слышен звон посуды.

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

«Павлуша, Павлик, — илтӗнет таҫта аякра, — сӑра сӗртӗм, кӑпӑклӑ чух ӗҫ-ха.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Эпир кулни, кӑшкӑрашни таҫта илтӗнет пуль.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул елки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ак, темӗнле калама ҫук лайӑх музыка илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗр сасӑ ҫеҫ илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Майӑн пӗрремӗшӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эп ӑнсӑр пек, Зоя сасси таҫтан инҫетрен илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Хӳтӗлекен принц // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫын ури айӗнче юр кӑчӑртатни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Тӑшман // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Каҫ кӳлӗм сулхӑнта тукмак сасси таҫт-а-а илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Хӗрсем пир ҫапаҫҫӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Иртенпе юрӑ илтӗнет — уяв пулас.

Куҫарса пулӑш

Прием пусми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Урамах илтӗнет Тимӗркке пуян сасси.

Куҫарса пулӑш

Тимӗркке пуян // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Таҫта темле сасӑ илтӗнет мар-и?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Умра, ҫурҫӗр хӗвеланӑҫ енче, катара-катара, хавшак аслати сасси пек машина кӗрлени-тӗрлени, трактор ҫатӑртатни, тимӗр япаласем пӗр-пӗринпе ҫапӑнса, сывлӑша сӑркатса, чӑнк-чанк, кӗмсӗрт-кӗмсӗрт, хӑнтӑр-хантӑр ҫӗмӗрӗлни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ытла та вӑйлӑ ыталатӑн эсӗ, ҫавӑнпах хӗрарӑмсем юратаҫҫӗ пулӗ сана, — ачаш кушак мӑрлатнӑ пек илтӗнет Лариса сасси.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Чим, ура сасси илтӗнет мар-и?

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Мӗн тӗнче пӗтсе килес пек анраса ҫӳретӗн ҫак? — илтӗнет ашшӗн хулӑнрах уҫӑ сасси.

Куҫарса пулӑш

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫуркуннехи пек кайӑксен савӑнӑҫлӑ сасси чӗрене ҫӗклентермест ӗнтӗ, унта-кунта кӑвакалсем нарт! нарт! тесе кӑшкӑрнипе кураксем инҫе ҫула хатӗрленме йыхравласа чӗнни кӑна илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Уйра унта та кунта тракторӑн кӗрлесе тӑракан янравлӑ сасси илтӗнет, вӑл кӗрхи ҫӗртмене тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Урамӑн леш касӗнчен ҫамрӑксен савӑнӑҫлӑ вӑйӑ-кулӑ сасси илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл вӑрмантан вӗҫсе килнӗ пулас, куккуклатни ытла та ҫывӑххӑн илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех