Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтӗнет (тĕпĕ: илтӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑна кӗрсен тӑпра айӗнчен чаваланса тухрӑм та — ҫывӑхра нимӗҫле калаҫни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ма сӑмах хушмастӑн, Раман? — илтӗнет хӗрарӑм сасси.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Юрланса шуралнӑ ҫӑмламас ҫӗлӗк хӑлхине ҫӗклесе тӑнлать, анчах ҫил хӑрушшӑн улани кӑна илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Чӑнах та, инҫетре шӑнкӑрав сасси илтӗнет, ӑна вӑрман шавӗ те хуплаймасть.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Шӑнкӑрав сасси илтӗнет мар-и?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Кӗрлет, шавлать, калаҫать, кулать, ахӑлтатать пысӑк зал, ҫамрӑксен сасси урама илтӗнет, кӑнтӑр енчен вӑркӑшса килекен ҫурхи ӑшӑ ҫилпе хутшӑнса вӑл инҫете-инҫете вӗҫет, юр айӗнчен туха пуҫланӑ уй-хир тӑрӑх аякка-аякка ыткӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Укӑлча хӗрринчи пысӑк пӳрт чӳречисем ҫап-ҫуттӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ, унта шавлӑн калаҫни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Таҫта инҫетре, ҫырма леш енчи Шӑпчӑккассинче, купӑс сасси илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Кунта, улах та тӳлек вырӑнта, кӑмпа шӑрши кӗрет, хӑрӑк йывӑҫа улатакка таккани илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Вӑхӑт-вӑхӑт тата юланутҫи ҫинҫе сассипе тем кала-кала утне васкатни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Пӑшал сасси // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унта та кунта хапха уҫса хупни илтӗнет, хӗрарӑмсем кӑшкӑрашса кӳршисемпе калаҫаҫҫӗ; Ӗнер илтнӗ хыпара сӳтсе яваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унта ҫуртсем явӑна-явӑна ҫунни, ҫынсем ниҫта кайса кӗреймесӗр чупкалани курӑнать, выльӑх-чӗрлӗх мӗкӗрни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Таҫта уй-хапхи патӗнче ҫеҫ шакӑртма сасси илтӗнет: ку — ял хуралӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пал Ванч тесе ан чӗн, атту балван пек илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шал енчен тытӑнчӑклӑ саспа хӗрарӑм ачашшӑн юрлани илтӗнет:

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Уй-хирсем тӑрӑх сасӑллӑ суха: «Хӗррине те ну, ну!» илтӗнет пӗрмай.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫӳлти касси улӑхӗнче Сухаҫ сасси илтӗнет, Ула лаши ун умӗнче Ута-ута ӗшенет; Хӑйсем ҫапах Сухатӳне Каяс теҫҫӗ васкаса, Ашшамӑшсен вӗри юнне Кӑтартасшӑн ӑмӑртса.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Унччен те пулмарӗ юханшывра шӑмпӑрт-шӑмпӑрт! туни илтӗнет, анчах Ҫамрӑк Тудӑн ҫыранӗ ҫӳллӗ пирки аялта мӗн шӑмпӑртатни курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Шывӑн сылтӑм енче, кӗпертен анатарах мотоцикл сасси илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Анчах хӗвелтухӑҫ-кӑнтӑр енче тупӑсем кӗрлени лайӑхах илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех