Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтӗнет (тĕпĕ: илтӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна иккӗлле уйӑракан ҫитса чаршав хыҫӗнчен пӑшӑлтатса калаҫни, асӑрханса утни, атӑ ҫӗленӗ чухне кирлӗ пулакан мӑлатукпа тӑтӑшах шаккани илтӗнет.

Из-за ситцевой занавески, разделявшей комнату, доносился шопот, осторожные шаги, частое постукиванье сапожного молотка.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тӗрлӗрен шӑв-шав сӗрлесе тӑракан ярмӑркӑра, малтанхи пекех, параппан сасси уҫҫӑн илтӗнет.

В гуле человеческих голосов и других звуков преобладал, как и раньше, глухой бой барабана.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кӑруҫҫель ҫаврӑннӑ май тромбонпа тата флейтӑпа кӗвӗ калаҫҫӗ, параппан ҫапни илтӗнет.

Карусель обслуживал оркестр: тромбон, флейта и барабан.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Слесарьсен мастерскойӗсенчен ҫаплах-ха хурлӑхлӑ сасӑпа юрлани илтӗнет:

Из слесарной доносились тоскливые голоса песни:

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Слесарнӑй мастерскойри тӗттӗмре вӗренекенсем юрлани илтӗнет.

В полутьме слесарной ученики пели.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Мӗн тума кирлӗ чӑваш чӗлхи?» — тени час-час илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

«Мӗн тума кирлӗ чӑваш чӗлхи?» // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1184

Урамра кӑнтӑрла та, каҫ та салтак юрри, хӗрарӑм макӑрни, хурланса кӑшкӑрашни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Унӑн уҫӑ чӳречинчен чӗлӗм тӗтӗмӗ мӑкӑрланса тухать, пӳртре темиҫе ҫын ахӑлтатса кулни, ӳсӗрни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӗллехи улахсенче те, ҫурхи вӑйӑсенче те унӑн сасси ыттисенчен уҫҫӑнрах илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ӑна кӗтсе илмя пӗтӗм халӑх хирӗҫ тохнӑ, онӑн ҫолӗ ҫиня чечексем, кӑчкӑсем, кӑчкӑллӑ сюзе тораттисем пӑрахнӑ, — илтӗнет Вознесенский аттен урмӑша пуҫланӑ сасси.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Чӗлӗме темӗн тӗрлӗ «мухтанӑ» чух сӑвӑҫ сасси ҫемҫен, йӑвашшӑн илтӗнет, анчах ҫав сасӑра ҫӑмӑллӑн тӑрӑхласа кулни сисӗнет; акӑ вӑл, юлашкинчен, чуна тивмелле, ҫӳҫентермелле тарӑхса тӑрӑхлама тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Поля унӑн костюмне, кӗпине утюгпа якатса, пукан хыҫӗ ҫине ҫакса хунӑ, хӑй кухньӑра икерчӗ пӗҫерет пулас: унта ҫатма чашкӑрни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Мӗнлерех илемлӗ илтӗнет! — тесе шӳтлерӗҫ студентсем.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пур енчен те трактор сасси илтӗнет, ҫӳлте икӗ самолет каллӗ-маллӗ вӗҫет.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Чарӑнса тӑрса итлесен, тимӗрҫӗ лаҫҫинче тимӗр шакканине илтме пулать; таҫта пуртӑ сасси илтӗнет; ӗне ферми патӗнче «Беларусь» трактор кӗрлет (машина ҫулӗ ҫук пирки хулана сӗт тракторпа леҫеҫҫӗ).

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ял варринчи пушар каланчи ҫинчен радио сасси янраса кайиччен малтан лаштра йӑмрасем тӑрринче кураксем шав тума, шӑнкӑрчсем шӑхӑрма тытӑнаҫҫӗ, укӑлча енчен — яла кӗме юратман тӑри юрри илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Майӗпен тулти ҫутта хӑнӑхса ҫитетӗн, хӑлхана каллех тӗрлӗ сасӑ кӗрет: ҫыран хӗрринчи шурӑ чул будкӑра электронасус кӗрлет, вӑл фермӑсем валли ҫырмаран шыв уҫласа хӑпартать; картишӗнче сыснасене хулана тиесе каякан машина тавра пухӑннӑ ҫамрӑксем шавлани, калаҫни-кулни, витерен вагокеткӑпа тислӗк кӑларакан хӗр юрлани илтӗнет

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Сасси ҫирӗп, тен, кӑштах хытӑрах та пулӗ: малтанах вӑл темле, чуна ҫӳҫентермелле илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Чарӑнса тӑрса итлесен, ҫывӑхри тарӑн ҫырмара шыв кӗрлесе, юхни, йӑшнӑ юр лаптӑкӑн-лаптӑкӑн лӑстӑрр! пусӑрӑнса анни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Унта та кунта хаваслӑ кайӑксем чӗвӗлтетни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех