Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илнӗччӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗнле, Мӗтри, арӑму кивҫен укҫа илнӗччӗ, паратӑр пулӗ халех, мана укҫа питӗ кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Улля аппа Ҫтаппана парса яма ҫӑкӑр кивҫен килсе илнӗччӗ, мӗншӗн тытса кайнине каламарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Хӗлле краҫҫын кӗтмелле илнӗччӗ те, халӗ ҫӑмарта илсе килтӗм.

Куҫарса пулӑш

Иванюк лавккинче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Илнӗччӗ ара.

— Ну, взял…

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Малтанхи арӑмӗ ӗнтӗ ку хушӑра вӑл укҫана вунӑ хут та кӑларса илнӗччӗ.

Вот прежняя супруга раз десять вывернула бы их и прибрала все до копейки.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Парӑмлине ӑнланса илнӗччӗ.

И обязанным перед селом,

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хут листине Христин упӑшки ҫу чӗркеме илнӗччӗ.

Ведь он взял ее всего-навсего для того, чтобы завернуть масло!

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эпӗ вара хамӑн ӗҫ вырӑнӗнче ӗҫ кӗнекин ҫакӑн тӗсне суйласа илнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыйту — хурав // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d1%8b%d0%b ... 0%d0%b2-5/

«Мӗн тума илнӗччӗ эс кӑна, Мултиер пичче?»

— Для чего ты его припас, дядя Мульдиер?

Ҫын ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Виҫӗм кунах илнӗччӗ те, ҫӑкӑрӗ те пулӑ пекех хытса кайнӑ пулмалла».

Правда, три дня назад еще купил, хлеб тоже, как рыба, засох, наверно.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эпӗ хале кӑна сирӗн ҫинчен аса илнӗччӗ.

Сию минуту я вспоминал о вас.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эпӗ ӑна 2006 ҫулта ӳкерсе илнӗччӗ.

Я его сфотографировал в 2006 году.

Йывӑҫ кӗперсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32584.html

Охримкка старике сирӗн Лупин-Горбатый князь питӗ лайӑх пӗлет, вӑл старик Эхмемет текен тепӗр ҫынпа Василь-Новгородра вырӑссенчен шӑрт хучӗ илнӗччӗ

Куҫарса пулӑш

18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем Сӑр енчен килнӗ «тӗлӗнмелле старик» валли кӑшт кучченеҫ те илнӗччӗ, анчах вӑл кучченеҫе парасси пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Шӑпчӑк юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Куҫ умӗнче йӑнӑш курӑнчӗ текен шухӑш та ҫиҫсе илнӗччӗ, анчах та питӗнчен юн сирпӗттерсе хӑваракан нухайкка вӗҫӗ ӑна вӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Сывӑ юлнӑ пӑлхарсем аран кӑна сывлӑш ҫавӑрса илнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

1236 ҫ. Пӑлхар шӑпи камра? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Икӗ халӑхӑнне те лайӑх енӗсене илнӗччӗ пулмалла вӑл, кунӗ те кӑмӑллӑ ҫынччӗ; ӑста педагог, виҫ-тӑват чӗлхе пӗлет, тесе мухтатчӗҫ ӑна студентсем.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Пӗр-икӗ ҫыру илнӗччӗ унран: ҫын вӗҫҫӗн пурӑнма пит йывӑр тет.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эпӗ унӑнне икӗ ҫул каялла юпах тнхине туртса илнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр енчен, вӑл унран вӑтаннӑ, ку ҫеҫ те мар, ун йӗплӗ чӗлхинчен, ун хӑюлӑхӗпе чӑрсӑрлӑхӗнчен хӑранӑ (лайӑх астӑвать-ха вӑл, ҫак талпас йӗкӗт пӗррехинче ӑна уявра упа ҫури тесе йӗкӗлтесе те илнӗччӗ, унсӑр пуҫне, ӑна айван-ха эсӗ тенӗ пек, ҫӳҫрен те лӑсканӑччӗ), тепӗр енчен, Ятламас купӑс ӑсти пулнӑ май, темле вӑй ун еннелле туртнӑ ӑна, ҫулсем иртнӗҫемӗн ытларах илӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех