Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илнӗччӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑҫта кайса ҫухалчӗ пулать-ха ку Думитру Георгиевич? — тесе ик-виҫ хут та пӑха-пӑха илнӗччӗ, эпӗ котлован леш еннелле.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Пӗлтӗр эпӗ сана шӑп ҫак вырӑнта ӳкерсе илнӗччӗ, — пӳрнипе ҫӗрелле тӗллерӗ Григорий Григорьевич, — астӑватӑн-и?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ун чухнех чунӗ сӳлетсе илнӗччӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Кунран виҫӗмкун кӑна кивҫен илнӗччӗ

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

«Ҫамрӑкрах чухнехи илӗртӳлӗхӗ юлман ку хӗрарӑмӑн», — ҫапларах та шухӑшласа илнӗччӗ тахӑш вӑхӑтра.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тепрехинче мӗн ҫинчен, мӗншӗн тата мӗнлерех ҫырасси пирки тавлашса илнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Петр Васильевичӑн хушамачӗ Васильев ӗнтӗ, Таранов мар, ҫавӑншӑн вара тахҫан-тахҫан ял совет секретарӗнче ӗҫленӗ ҫын айӑплӑ: хайхискер чӑвашсен ӗлӗкхи йӑлине пӑсасшӑн пулман-ши — ҫурални ҫинчен хут ҫырнӑ чух сӑпкари Петӗр валли ашшӗ ятӗнчен хушамат тунӑ: «Эс Таранов хушамата чапа кӑларасса пӗлнӗ пулсан ҫамрӑк чух хамӑн хушамата мӗнле те пулин улӑштараттӑм паллах», — шӳтлесе илнӗччӗ пӗррехинче Петр Васильевич.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Инкубатор илнӗччӗ, кӑларса пӑхрӑм та мана килӗшрӗ».

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ контракт аталанма майсем уҫса парать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60766

Кайран института пӑрахса кайнӑ чухне, Радик каллех ашшӗпе амӑшӗн ҫав калаҫӑвне аса илнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Вӗсем ҫав кунах каялла таврӑнма шутланӑччӗ, самолет ҫине билетне те илнӗччӗ, анчах хайхискерсем универмагсене кӗрсе тухнӑ хыҫҫӑн аэродрома ҫитрӗҫ те ҫанталӑк тӗтреллӗ пулнӑ пирки самолет яла вӗҫменни ҫинчен пӗлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Ӗнер вӗсем иккӗш урлӑ пулса илнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку хыпара патька-патша ҫыннисем Хусан патӗнче тытса илнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хунчар Савантерӗнчен вӑл иртнӗ ҫул икӗ пӑт ыраш кивҫен илнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫуркунне вӑл пуянран вӑрлӑх илнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«И-и-и, ҫапла харампыр йытӑ тытиччен пирӗн пек тертлӗ ҫынсене кӑштах пулӑшасчӗ те ҫав, — мӑкӑртатса илнӗччӗ Атей йытӑсем ытла хамлатнипе тарӑхса.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сӑкӑтра вӗсене ватӑ аслашшӗпе асламӑшӗ питӗ тарават кӗтсе илнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Патшана вӑркӑтсан влаҫа буржуйсем илнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хветюк ыйтӑвӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫӗрулми анин (ку тӗле ун иккӗмӗш ҫӑкӑрне кӑларса-пуҫтарса илнӗччӗ ӗнтӗ) сылтӑм енче, варринче, ҫеремлӗ вырӑнта кашласа ларать.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Пӗр ҫӗрулмине алла илнӗччӗ ҫеҫ, Кӗркури, сивӗ, шывлӑ куҫне ман ҫинелле палт ҫавӑрса, каллех чӗрпӗнкӗ меццо-сопрано ҫине таврӑнса, сӑмса витӗр хӑтӑрса та пӑрахрӗ:

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ҫанталӑкӗ типӗччӗ, тӳпене ҫеҫ пӗтре пӗлӗтсем туртса илнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех