Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илмесӗр (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗнерхине асра тытмасӑр паянхин ӑнӑҫне татса пама ҫук, паянхине хисепе илмесӗр ыран пулассине тавҫӑрса илме кансӗр.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Пӗтӗм япалана шута илмесӗр вердикт тума ан васкӑр Ҫынпа паллашнӑ чух асӑрханӑр.

Не спешите оглашать свой вердикт, пока не учтёте всех тонкостей. Проявите осмотрительность в знакомствах.

1-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Мавра хуравласса кӗтсе илмесӗр, кӗсйинчен вунӑ тенкӗлӗх ылтӑн кӑларчӗ, ун ывӑҫ тупанӗ ҫине хурса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пӗтӗмпех куратӑп, — терӗ Ваҫухха, куҫӗсене шӑмӑ ҫинчен илмесӗр.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Турӑ сиплӗх патӑр… — куҫне ещӗкре выртакан виҫӗ ҫурта ҫинчен илмесӗр, хӑй тӗллӗн мӑкӑртатса юлчӗ Касмухха.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакна пурте ӑнланса илмесӗр ыйту татӑлмасть.

Куҫарса пулӑш

Эрех ӗҫрӗн – руль умне ан лар! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10979-er ... mne-an-lar

Ҫывӑрса илмесӗр урӑх утасси пулмасть, — пӑшӑрханса калаҫрӗ Озеров-асли.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унччен те пулмарӗ Хрестук: «Ну, ҫитӗ, Сергей!» — терӗ те тахӑш самантра тӳрленсе те ларчӗ, чӑп-чӑмӑр кӑкӑрне хулӗсемпе хӗстерсе ҫӗклерӗ, саппун умне турткаласа тӳрлетрӗ, тутӑрӗ айӗнчен тӑнлавсем ҫине тухнӑ кӑтра сарӑ ҫӳҫ пайӑркисене ҫеҫ тӗкӗнмерӗ: тусӗ вӗсем ҫине куҫ илмесӗр пӑхса ларма юратнине вӑл аван чухлать.

Куҫарса пулӑш

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑйӗн тӑшманӗ, чун илли Мамич-Бердей мӗнле ҫапӑҫнине те куҫ илмесӗр сӑнаса тӑчӗ хан савнийӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пасарти усламҫӑсемпе ҫӑвар вылятса, кӑмӑла йывӑра илмесӗр ҫӑмӑллӑн калаҫнӑран-ши, кунти ҫынсем ӑна тӗлӗнтерсех пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Илмесӗр, илетӗп ҫав!

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗрентӗр вӗсене вырӑссенчен ирӗк ыйтса илмесӗр чӳк ирттерме!

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пайта пулнӑ-тӑр, ҫавӑнпа тӑрӑшнӑ пуль, — сӑмах тӗртсе илмесӗр чӑтаймарӗ ҫамрӑк мӑрса.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Манран ирӗк ыйтса илмесӗр ют яла ниҫта та тухса ҫӳремелле мар.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тата хам та куҫ илмесӗр пӑхса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусана илмесӗр ниҫта та тапранмастӑп кунтан.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусана илмесӗр те таврӑнмастпӑр унтан.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пурте туяҫҫӗ: кӑткӑс лару-тӑру халь Хусанта, Шигалей княҫсемпе ҫапӑҫса, вырӑнсӑр куштанланса пӗтӗм ӗҫе пӑтраштарса ячӗ, анчах аслӑ княҫран хыпар илмесӗр ун ӗҫне хутшӑнма та хӑрушӑ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хуҫӑлнӑ е хуппи вистеннӗ вырӑна ҫав сӗткен тухса тулать те кантӑк пек хытса ларать, суранӗ тӳрленсе «ӳт» илмесӗр те хӑпӑнса ӳкмест.

Куҫарса пулӑш

Тухтӑрсем — хайсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56 с.

— Эх, ҫур литр пулинччӗ, — вӗтеленет Петӗр Виктор Андреевич ҫинчен куҫне илмесӗр.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех