Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илмесӗр (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем ҫапла килӗштерсе ӗҫленин пархатарӗ, музыка театрен культурине халӑх йышлӑн хутшӑннине шута илмесӗр пуҫне, ак ҫакӑнтан та курӑнать.

Куҫарса пулӑш

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Вӑл татах кӗсйисене ухтаркаланӑ, хӑйне хӑй вӑрҫнӑ, ӳпкеленӗ пек тунӑ, Петрянкин ҫав вӑхӑтра ун ҫинчен куҫ илмесӗр сӑнанӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

— Тӑвансем ҫинчен аса илмесӗр ҫухалса пурӑннӑ анра сурӑхшӑн ӗҫӗпӗр! — эрех черккине шӳтлӗн-мӗнлӗн ҫӗклерӗ Виссарион Игнатьевич.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Васкасса васканӑ-ха вӑл, — тӗртсе илмесӗр чӑтаймарӗ Тарас.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

— Асамҫӑ пекех сӑмахлатӑн эсӗ, мучи, — старике мухтаса илмесӗр чӑтаймарӗ Ишмук.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йывӑр пулчӗ Савин пурнӑҫӗ, хӑй вӑй илмесӗр те ыррине кураймарӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Вӑл шоссене куҫ илмесӗр сӑнать.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Организацисен ҫаврӑнӑшӗ (вак бизнес субъекчӗсене шута илмесӗр) 2022 ҫулта 1 млрд та 564 пин тенкӗпе е умӗнхи ҫулхи шайӑн 124,2 проценчӗпе танлашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Каччӑсем те халӗ ӑна куҫ илмесӗр пӑхса юлаҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.

Унта ҫитсен, ҫурт хыҫӗнче ун куҫне шукӑль, ӳт-тире витӗрех ҫиҫтермелле ҫӳхешке тумланнӑ икӗ ҫамрӑк хӗр чечекри тал пиҫен пек тирӗнсе кӗчӗ: кӗленчесенчен лӑнкӑрт-лӑнкӑрт лӑнкӑртатса сӑра сӑрӑхтараҫҫӗ те, ейкеленсе, йӑкӑл-йӑкӑл хуҫкаланкаласа, тӗтӗмне ӑша илмесӗр сигарет ӗмсе сӑвӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Сасартӑк пуҫне палт! ҫӗклерӗ те шӑлне йӗрсе пӑрахрӗ, унтан, тӗрткеленсе, авӑнса-явӑнса илсе, «Сталин» ҫинчен шиклӗ куҫне илмесӗр, пӑркӑчланӑ ҫемҫе, чее сасӑпа хытах чӑлханма пӑхакан лару-тӑру «тӗввине» хыпалансах, анчах вӑрттӑн-карттӑн салтса яма васкарӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Юлташӑм вара, пӑрӑҫлатнӑ куҫне ун ҫинчен илмесӗр, анчах лешӗ илтмелле мар, ӑна «йӗплӗ сӑмах ҫӑмахӗсем» хыптара пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Анчах шофер кабининчи тӗкӗр витӗр малалла куҫ илмесӗр тинкернисем, куҫӗсене сиксе тухаслах чарса пӑрахса, ҫуйлансах ӳкрӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Тепӗртак утсан, каллех ҫаврӑнса пӑхрӑм: анчӑк, хӳрине вылятмасӑр, куҫне ман ҫинчен илмесӗр, ман хыҫҫӑнах йӑпӑртатать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫаплах куҫне «качтаки» ҫинчен илмесӗр, ачӑрханса, пӗр авӑк чӗмсӗррӗн ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӑна хирӗҫ, каччӑ ҫинчен куҫне илмесӗр, ҫурхи хӗрхелтӗм шуҫӑм пек ҫиҫкелесе, тӗксӗм кӑвак кофта, хура юбка тӑхӑннӑ тӑпӑл-тӑпӑл хӗр утать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Килте хӑнана кайнӑ ачисене Ула Тимӗр хунямӑшӗ, чакӑр кӑвак куҫлӑ, лутака, йӑрӑ карчӑк, кӑвак чечеклӗ сарӑ сатин кӗпине пилӗк хуҫми ярса тӑхӑннӑскер, йӑм-йӑм чие ҫырли ӳкернӗ шурӑ тутӑр ҫыхнӑскер, чун-чӗрипе ҫунӑхса, чӳречерен куҫ илмесӗр тенӗ пек пӑхса кӗтсе ларнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ытла ҫӑмӑл шухӑшлӑ тесе ан шутла та мана — сана автобусра курнӑранпах канӑҫа ҫухатрӑм эпӗ, — пӑшӑлтатрӗ каччӑ, ҫаплипех тунсӑхлӑ куҫне хӗрарӑм ҫинчен илмесӗр.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Ревлен Петрович йӑмӑкӗ ҫине пӑхрӗ те лешӗ хӗрелсе кайнине асӑрханӑскер, кулса илмесӗр чӑтаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Яшка пӗҫерме лартрӗ те ҫӗрулми шуратма манчӗ, пӳлӗмне тирпей кӳртес терӗ, кӑшт-кашт пуҫтаркаласанах пӗр вырӑнта хытса тӑчӗ, ӑсран тайӑлнӑ ҫын пек ҫӗрелле куҫ илмесӗр пӑхма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех