Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илмелле (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах вӑл кӑна сахал: отходсене тирпейлекен полигон уҫмалла, унӑн лицензине илмелле, турттаракан техника кирлӗ – йывӑрлӑхсем пӗр-пӗрин ҫине тиенсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗлӗкхилле шухӑшлани чӑрмантарать // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Чи малтанах ҫунса кайма, шыв илме тата ытти техногенлӑ инкексем пулассине шута илмелле.

Сперва нужно иметь в виду возможные пожары, наводнения и другие техногенные бедствия.

Пурнӑҫ - чи хакли // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.05

Ӳчӗ тӑртанма пуҫличчен ҫӗрӗсене, суласене, атӑ-пушмакне хывса илмелле.

До отека кожи снять кольца, браслеты, обувь.

Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Чечек пуххисене ҫӳлти ҫулҫисемпе пӗрле татса илмелле, ҫумалла, банкӑна ҫурри таран пусарсах тултармалла, хӗрринченех шурӑ эрех ямалла.

Оторвать верхнюю часть цветочного букета с листьями, помыть, наполнить плотно половину банки, залить водкой до края.

Хӗрлӗ клевер чечеке ларсан // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

– Элекҫей, сан мунчара ҫӑвӑнса илмелле пуль, шӑнса пӑсӑлӑн тата.

— Алексей, тебе нужно в бане умыться, а то простудишься.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Кайӑк мӗншӗн чирленине тата вилнине палӑртма май пулмарӗ-тӗк, тӳрех ветеринари специалистне чӗнсе илмелле.

Если не смогли узнать причину болезни и гибели птиц, сразу вызывайте специалистов ветеринаров.

Чӗпӗсем чирлесрен // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Вячеслав Оринов ЮНЕСКО чӑваш чӗлхине пӗтсе пыраканнисен шутне кӗртнине ӗненмелле мар, ҫакна шута илмелле ҫеҫ терӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

30-40 минутран илмелле.

Через 30-40 минут убрать.

Ытарма ҫук ҫӗр ҫырли // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.22. 24№

Лайӑх пиҫнӗ ҫырлана ҫумалла, вӗрекен шывпа пӑшӑхласа илмелле, нимӗрлемелле.

Спелую ягоду помыть, обработать кипятком, сминать.

Ытарма ҫук ҫӗр ҫырли // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.22. 24№

Вӗтетнӗ типӗ шалча пӑрҫин хутаҫне 1 апат кашӑкӗ илмелле, тин вӗренӗ 1 стакан шыва ямалла.

Куҫарса пулӑш

Хутаҫӗ уйрӑмах паха // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.22. 24№

Чунпа туйса илмелле, чӗрепе ӑнланмалла: халӑх — йӑхсен хӑватне пӗрлештерсе тӑракан термен.

Почувствовать душой, понять сердцем: народ - связующее родоплеменную мощь звено.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Парти пирки калама кӑна ҫӑмӑл: ҫав вӑхӑтри лару-тӑру условийӗсенче юриспруденци, экономика, культура тытӑмӗсем мӗнле пулмаллине те шута илмелле, «таса партилӗх тата таса политика» ҫук.

О партии только говорить легко: надо еще учесть какими должны быть структуры юриспруденции, экономики, культуры в условиях ситуаций данного времени, "ясной партийности и чистой политики" нет.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Тӗрлӗ ҫӗртен пӗрер кашӑк тӑпра илмелле те 30-шар грамм иҫӗм сӗткенӗ янӑ стакана ямалла.

Куҫарса пулӑш

Тӑпрана мӗншӗн извеҫлемелле? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Икӗ лаптӑкран пӗрер кашӑк тӑпра илмелле те тикӗс ҫӗре пӗчӗк купа пек хумалла.

Куҫарса пулӑш

Тӑпрана мӗншӗн извеҫлемелле? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Шӗвек питӗ ҫӑра пулмалла: 1 стакан шыв пуҫне 2 апат кашӑкӗ чӗрӗ е типӗ чӗртавар илмелле.

Настой должен быть крепким: на 1 стакан воды брать 2 столовые ложки свежего или сушенного сырья.

Тӑм пашалу хурсан лайӑх // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.05.25. 20№

«Паян чӑннипех кирлӗ культура, - килӗшрӗ Михаил Васильевич, - анчах ҫакна шута илмелле, хӗвелҫаврӑнӑша тӗштырӑран 10 хут ытларах им-ҫам кирлӗ».

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Ҫывӑх вӑхӑтра истори, машиностроени енӗпе магистрсене хатӗрлеме лицензи илмелле.

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫынсен шанӑҫне чӑн ӗҫсемпе ҫӗнсе илмелле тата хӑвӑн ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫламалла!

Нужно реальными делами оправдывать доверие людей и честно выполнять свою работу!

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ара, ӑҫта укҫа ӗҫлесе илмелле?

А где зарабатывать деньги?

Мӑнкун йӑли манӑҫать // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2739.html

«Килӗшме килесси пирки савнийӗпе калаҫса татӑлнӑ. Вӑрҫа тухса кайнӑ чухне атте турӑш умне тӑрса: «Мана киле чипер ҫавӑрса кил. Пӗр тӑлӑх турата качча илмелле ту», — тесе ыйтнӑ.

"О сватовстве договорились с любимой. Когда отец ушел на войну, вставая около образа: "Дай мне вернуться домой нормально. Дай жениться на одной сиротке", - просил он.

«Апатланма ларсан сӗтел ҫинче 13 кашӑкчӗ» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех