Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иккӗленме (тĕпĕ: иккӗлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗччен юлсан, Лукарье труках иккӗленме тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрӑ-хурах Ҫтаппан иккӗленме пуҫланине сисрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Иккӗленме пӑрахман-ха Мамич-Бердей, ҫапах та пымастӑп, шанмастӑп сире тесе те каламан.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Усеин-Сеит ҫав воевода тумтирне чӑнахах аякка ӑсатрӗ-ши вара е хӑйӗн килне ҫеҫ леҫтерчӗ-ши? — иккӗленме пӑрахманнине систерсе ыйтрӗ Янчура.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Килнисем иккӗленме те тытӑнчӗҫ: тен, наместник вӗсене ҫак урам тӑваткӑлӗнче мӗн пулса иртнине кӑтартма ҫеҫ чӗнтернӗ?

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ирӗксӗрех иккӗленме тытӑнатӑн.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унтан иккӗленме тытӑнать Укка.

И тут же заколебалась:

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫул кукрине ҫитес чух иккӗленме тытӑннӑ йӗкӗт каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ; хӗр курӑннӑ пулсан, тен, пӗр талӑка-и е ытларах та-и юлатчӗ те мар-и яла.

Дойдя до развилки, Ухтиван заколебался, оглянулся назад и, если бы увидел девушку, возможно, и воротился бы на сутки или дольше.

Савтепипе Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ку ҫеҫ мар, юлашки вӑхӑтра Сехре Иванӗ ялти ҫынсем тӗлӗшӗнчен те иккӗленме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Шкул музейӗ ачасемшӗн юратнӑ вырӑн пулса тӑрасси пирки иккӗленме те кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш пӳрчӗ. 20 ӗмӗр // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11008 ... rch-20-m-r

Хӑвӑрта иккӗленме тытӑнатӑр.

Не исключено, что уверенность в себе пошатнется.

30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑш-пӗр Скорпион юратнӑ ҫынра иккӗленме тытӑнӗ.

Некоторых Скорпионов ждет разочарование, связанное со второй половинкой.

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Машина туянма палӑртнӑ тӑк ҫӑлтӑрсем иккӗленме сӗнмеҫҫӗ.

Поощряются крупные покупки вроде машины.

30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Ун пек иккӗленме юрать-и?

Куҫарса пулӑш

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хам иккӗленме пуҫланине Турхана пӗлтертӗм.

Куҫарса пулӑш

Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.

Шӑрши хӑватлӑ, иккӗленме кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кунтан чаплӑрах апат ниепле ресторанра та тупас ҫук — иккӗленме кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Михала та иккӗленме пуҫлать, тӗрӗс каларӗ вӗт, тесе шутлать.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Ҫапах вӑл иккӗленме пӑрахман-ха.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Вӑл силленекен пӗрене ҫинчен сикнӗн ҫӗрелле ыткӑнчӗ, унтан, шанчӑклӑн хыпаланса, пӗтӗмпех малтан палӑртса хунӑн, ҫавӑнпах чарӑнса тӑма, иккӗленме кирлӗ маррӑн ҫыран айлӑмӗ еннелле чупсах кайрӗ; ҫыран йӗрӗнче — пӗрре ҫухала-ҫухала, тепре курӑна-курӑна — хӗрлӗ сӑран калпак куҫать.

Он соскочил с нее, как с пошатнувшегося бревна, и так уверенно быстро, как будто все было предусмотрено, а потому не могло вызвать задержек и колебания, побежал к впадине берега, над линией которого двигалась, скрываясь и появляясь, рыжая меховая шапка.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех