Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

заместителӗпе (тĕпĕ: заместитель) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
База директорӗ Жульжин, Стопкин вӑрттӑн тем хӑтланнине сиссе, заместителӗпе ыттисем куҫкӗрет пӗр ҫӑвартан сурма пуҫланине кура, хайхисене сыхлама, йӗрлеме, тӗпчеме тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Унта унӑн пӗр аван мар истори пулса иртнӗ, вӑл декан заместителӗпе хирӗҫсе кайнӑ…

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тӗлпулӑва район администрацийӗн пуҫлӑхӗн заместителӗпе Валерий Прокопьевпа организаци, кадр тата юридици службисен пайӗн ертӳҫи Алина Константинова та хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Паллӑ хоккеист – Вӑрнар тӑрӑхӗнче // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10981-pa ... -r-kh-nche

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Тихонов хӑйӗн заместителӗпе Денис Трофимовпа пӗрле центрсем валли шкулсене епле хатӗрленине тӗрӗсленӗ.

Куҫарса пулӑш

Юсав ӗҫӗсем - тимлӗхрех // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11108-yu ... iml-khrekh

Ун заместителӗпе вӑрҫса кайнӑ хыҫҫӑн ӗҫсем пачах урӑхла килсе тухрӗҫ иккен.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Д.Иванов Вӑрмарти тӗп больницӑн хуҫалӑх заведующийӗпе И.Законовпа, Арапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн заместителӗпе Е.Спиридоновпа тӗл пулса строительство ӗҫӗсене тытӑнмалли пирвайхи задачӑсене палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Медицина аталану ҫулӗпе пырать // О.ВОЛКОВ. http://gazeta1931.ru/gazeta/9775-meditsi ... l-pe-pyrat

Иоаким Степанович Максимов Наркомнац ҫумӗнчи Чӑваш пайӗн заведующийӗн заместителӗпе Сергей Андреевич Коричевпа пӗрле Мускавра пулнӑ иккен, Хусанта Чӑваш театрӗ тӑвас пирки калаҫса татӑлнӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Райӗҫтӑвком председателӗн заместителӗпе калаҫса пӑхӑп сан пирки, — чӑнласах шантарчӗ Крапивин, куҫне хӗссе, шӳтлерех хушса хучӗ:

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Колхоз правленинче Карпов заместителӗпе темиҫе ҫын лараҫҫӗ.

В правлении колхоза сидели заместитель Карпова и еще несколько человек.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вӑл вӗсене хӑйпе юнашар тӑракан Хлыновпа — хӑйӗн заместителӗпе, Полищукпа — транспорт начальникӗпе тата Котеневпа — парти организацин секретарӗпе паллаштарчӗ.

Он представил им стоявших тут же: Хлынова — своего заместителя, Полищука — начальника транспорта и Котенева — секретаря партийной организации.

Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Старик никампа хутшӑнманни хӑш чух Ковшова тарӑхтарать, вара хӑйӗн заместителӗпе сиввӗнрех калаҫса илесрен вӑл аран-аран тӳссе ирттерет.

Иногда безучастность старика возмущала Ковшова, и он еле сдерживал возникавшее в нем желание крупно поговорить со своим заместителем.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ку хутра вӑл темле палламан генштабистсемпе тата пӗр нарком заместителӗпе пӗрле апатланчӗ.

Завтракал он на этот раз в компании с какими-то незнакомыми генштабистами и одним заместителем наркома.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Лини ҫинчи телефонистсемпе ҫур сехете яхӑн вӑрҫнӑ хыҫҫӑн, харсӑр Холява Уйрӑм пай начальникӗн заместителӗпе — Жухрайпа ҫыхӑнчӗ- ҫыхӑнчех.

После получасовой ругани с линейными телефонистами напористый Холява добился связи с замнач Особого отдела Жухраем.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Эпӗ халь ҫеҫ ҫав… колхоз председателӗн заместителӗпе калаҫса илтӗм.

Я сейчас разговаривал с этим… с заместителем председателя колхоза.

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Волошин майор, картӑ илсе, хӑйӗн заместителӗпе комбата юнашар ларма чӗнчӗ.

Взяв карту, майор Волошин пригласил заместителя и комбата присесть рядом.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Директор заместителӗпе калаҫса татӑлнӑ ӗнтӗ.

Договоренность с заместителем директора уже есть.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн Председателӗн заместителӗпе — экономика аталанӑвӗн министрӗпе Владимир Аврелькинпа тата Шупашкар хула пуҫлӑхӗпе Леонид Черкесовпа тӗп хуламӑрти суту-илӳ предприятийӗсене ҫитсе курнӑ.

31 мая Президент Чувашской Республики Михаил Игнатьев с заместителем Председателя Кабинета Министров - с министром развития экономики Владимиром Аврелькиным и мэром города Чебоксары Леонидом Черкесовым побывали на торговых предприятиях столицы.

Хамӑра тӑрантарма пултаратпӑр // Григорий ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Тӗслӗхрен, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче РФ Правительствин Председателӗн заместителӗпе ирттернӗ тӗлпулура Ольга Голодец республикӑри демографи лару-тӑрӑвӗпе кӑмӑллӑ пулнине пӗлтерсе пӗчӗк ачасем вилнин кӑтартӑвӗсем кунта пӗчӗккине уйрӑммӑн палӑртнӑ: ку енӗпе Чӑваш хутлӑхӗ федераци субъекчӗсен хушшинче пӗрремӗш вырӑн йышӑнать.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех