Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫӗм сăмах пирĕн базăра пур.
вӗҫӗм (тĕпĕ: вӗҫӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӑмӑкӗ вара аппӑшӗ патнех туртӑннӑ, Калаковсем патӗнче пурӑнма тытӑнсан пӗр вӗҫӗм макӑрнӑ, ҫавӑнпа каярах Резида ӑна хӑйсем патне илме шухӑшланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Нимӗн те мар, тӗнче пӑсӑлса пыни пӗр вӗҫӗм шухӑшлаттарать, канӑҫ памасть мана.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче пӑсӑлчӗ // Ева Лисина. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Йытӑсем пӗр вӗҫӗм хӳрисене пӑлтӑртаттарса хуҫи тавра чупкалатчӗҫ, аллине шӑршлатчӗҫ, хул пуҫҫинчен уртӑнса питне чӗлхипе ҫулатчӗҫ, юрататчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Пуҫра пӗр вӗҫӗм шухӑш ҫаврӑнать:

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Ҫынсем кӑткӑ тӗми пек пӗр вӗҫӗм хӗвӗшеҫҫӗ, калаҫаҫҫӗ, кӑшкӑраҫҫӗ, такама чӗнеҫҫӗ, вӑрҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Пурнӑҫ урапи пӗр вӗҫӗм кусать, пӗрисем валли ырлӑх-пурлӑх тӑкса хӑварать, теприсене — ҫавӑрттарса-пӗтӗрсе кустӑрма айне тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

«Васкамалла вӗт-ха, васкамалла!» янӑрать пуҫра пӗр вӗҫӗм шухӑш.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

…Туятӑп: кӑкӑра тулать, тулать пӗр вӗҫӗм Ыраш сӗткенӗпе пылланӑ хир шӑрши…

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Сирӗн пултаруллӑ ӗҫӗре пула Чӑваш Республики пӗр вӗҫӗм ҫӗнелсе улшӑнать, пурӑнма хӑтлӑ та илӗр-тӳллӗ вырӑна ҫаврӑнса пырать.

Благодаря вашему созидательному труду Чувашская Республика постоянно преображается, становится комфортным и привлекательным местом для жизни.

Олег Николаев Строитель кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/08/13/ole ... stroitelya

Ҫурхи шыв-шур ҫулсерен кӗпере аркатнӑран вӗҫӗм юсанӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Куратӑп: ҫак иксӗмӗрӗн пӗрлехи инкекӗн кахӑр чулӗ сан чӗрӳне пӗр вӗҫӗм пусса, ыраттарса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫак вӑхӑтра Сима Тамара ҫинчен аса та илмерӗ, вӑл вӗҫӗм Авдей пирки шухӑшласа канӑҫсӑрланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Уйрӑмах Тимоша юлташӗ Микола вӗҫӗм ырӑпа калаҫать.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Халӗ те пулин ӗҫ ҫинчен ан калаҫ-ха, Лида йӑлӑхтармасть-и вӗҫӗм пӗр сӑмах.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Паллах, ӑна хӑвӑр вӗҫӗм хаклӑ ӗҫсем паратӑр та, такам та мала тухать, — кӑмӑлсӑррӑн каласа хучӗ Гаврилов Андрей.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ну юрӗ, вӗҫӗм пӗр юрӑ йӑлӑхтарать.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Малтан вӑл «Мӗн тӑвӗҫ-ши ӗнтӗ мана, юлташла судра пӑхса тухӗҫ-ши е халӑх суднех парӗҫ-ши?» тесе вӗҫӗм чӗтӗресе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрать-ши, юрамасть-ши... // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 15–19 с.

Арӑмӗнчен ҫакнашкал чуна касса каймалла хӑрушӑ сӑмахсем илтнӗ хыҫҫӑн Сахар малтанах ниҫта кайса кӗрейми тӑвӑлса ҫӳрерӗ, темиҫе хутчен кумрӗ, пӗр вӗҫӗм шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар ҫухалать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Виҫӗ лавпа килнӗ виҫӗ ҫамрӑк каччӑ пӗр вӗҫӗм куҫҫульне шӑлакан Аграфена Федоровнӑна лӑплантарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Ӑна-кӑна шухӑшламасть, Пӗр вӗҫӗм авӑтать куккук.

Куҫарса пулӑш

Куккук // Анатолий Анат. Чӑваш литературин антологийӗ: поэзи. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 598 с. — 283 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех