Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫтерчӗ (тĕпĕ: вӗҫтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Горн каҫӑн чӗре таппине кӑштах тӑнласа тӑчӗ, вӑл — шухӑшра калакан кӗвӗ пек: сасӑсӑр; унтан, пӗкӗрӗлсе, вӑрман еннелле тӗк те ҫил вӗҫтерчӗ.

Горн постоял немного, слушая биение сердца ночи, беззвучное, как мысленно исполняемая мелодия, и вдруг, согнувшись, пустился бежать к лесу.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

— Вӑл яртах тӳрленсе ларчӗ те сиккипе вӗҫтерчӗ.

 — Она выпрямилась и ускакала.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Цаупере чӗтре-чӗтре икӗ пистолетран та кӗрӗслеттерет, унтан, Гентпа малтан калаҫса татӑлнӑ пекех, утравӑн тепӗр енне тӗк те ҫил вӗҫтерчӗ, унӑн тӗллевӗ — хыҫалтан тапӑннине сирсе ярасси, — енчен те пулас тӑк.

Цаупере судорожно разрядил оба пистолета; затем, как было условлено с Гентом, стремглав кинулся на другую сторону островка, чтобы предупредить нападение с тыла, если такое готовилось.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Хӗҫ-пӑшалсӑрлантарнине ӑнлансан тискерчӗк пӗкӗрӗлчӗ те тӗк те ҫил вӗҫтерчӗ.

Дикарь, видя, что он безоружен, согнулся и побежал.

XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Вара Гент татах асӑрхансан хӑрушлӑха лекесси пирки шухӑшласа илчӗ те — алӑк еннелле тӗк те ҫил вӗҫтерчӗ, паллах, унӑн атти кӗмсӗртетнине илтеҫҫӗ.

Тогда Гент счел дальнейшую осторожность более опасной, чем быстроту, и бросился бежать к выходу так стремительно, что гул его сапог был услышан.

VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ҫав вӑхӑтрах Ваҫка мана аллипе сулчӗ те, хытӑ сиксе тӳрех йывӑҫ тӗмесем урлӑ аялалла вӗҫтерчӗ.

В тот же момент Васька широко махнул мне рукой и сильным прыжком прямо через кусты кинулся вниз.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вӑл сарай патне чупса пычӗ, тур лашине — таврара чи лайӑххисенчен пӗрне — ҫавӑтса кӑларчӗ, ҫӑварлӑхларӗ те утланса ларса Суан еннелле сиккипе вӗҫтерчӗ.

Он подбежал к сараю, вывел гнедую лошадь, одну из лучших во всем округе, взнуздал ее и поскакал к Суану.

VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Вӑрӑ сад решетки патнелле ыткӑнчӗ, ун урлӑ сиксе каҫсан тӗттӗм тӑкӑрлӑксен хӳтлӗхнелле вӗҫтерчӗ.

Вор бросился к садовой решетке, перескочил ее и побежал в сторону канала, в прикрытие глухих переулков.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 314–319 с.

Вара Галеран автомобиле хуларан шоссе ҫине хӑй илсе тухрӗ, ҫилтен те хӑвӑртрах вӗҫтерчӗ.

Тогда Галеран сам вывел автомобиль из города на шоссе и покатил с быстротой ветра.

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вагнер сутӑ сӗтелӗ патӗнче эрех кӗленчи пушатрӗ те чупса кайсах кӳмине улӑхса ларса ҫийӗнчех хуланалла вӗҫтерчӗ.

Вагнер осушил у стойки бутылку вина, побежал садиться в повозку и тотчас уехал.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Тинех, аса илсе, каччӑ хӑйӗн сӑрӑ пиншакне ӗҫри шурӑ курткӑпа ылмаштарма иртрӗ, хывӑнса тумлансанах тӗк те ҫил каялла вӗҫтерчӗ.

Наконец, опомнясь, он ушел заменить синий пиджак белой рабочей курткой и, едва сделав это, выскочил.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Тимӗр шапа утӑмӗпе мар конечно Ваҫли Кантрачӑ та вӗҫтерчӗ ялсоветне, Капитонов та хавасланчӗ алӑ ҫапсах.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ-пуҫлӑ-тӑнлӑ ҫын… // Н. Маяк. «Капкӑн», 1933, 1№, 13 с.

Хӑйӗн тимӗр тӗслӗ кӗсрине тытса чарса вӑл та тӗллесе печӗ, ҫийӗнчех — хӑрах куҫне ҫыхнӑ ҫын ҫухалнӑ ҫулпа сиккипе вӗҫтерчӗ.

Удержав свою гнедую кобылу, он прицелился, выстрелил и поскакал в том направлении, куда скрылся перевязанный человек.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Чӗр чунсене кӑмӑлне ҫемҫетмешкӗн чылайччен ӳкӗтлерӗ, хӑйӗнпе каҫхи апат вырӑнне усӑ курма хистерӗ, — ӗҫ кӑларайманнипе, юлашкинчен, уласах йӗрсе ячӗ, арӑслансене урамри чи япӑх сӑмахсемпе ятласа пӗтерчӗ, унтан пит инҫех мар тӑкӑрлӑка «кали-мали» порцийӗ патне вӗҫтерчӗ.

Разжалобив себя, сколько мог, тщетными увещеваниями к зверям использовать его как ужин, сторож наконец расплакался навзрыд, изругав львов уличной бранью, и побежал в не столь отдаленный переулок за порцией «кали-мали».

II. Хуралҫӑ йӑнӑшӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.

Виҫӗмкун каҫа хирӗҫ, астӑватӑр-и, юр ҫума тапратрӗ, тӑман вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр ҫур сехетрен вунсакӑр ҫынран тӑракан милици отрячӗ Йӗпреҫрен чугун ҫул хӗррипе хӗвеланӑҫнелле тухса вӗҫтерчӗ, пӑртакран ял хӗрринченех пуҫланакан вӑрмана кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Есть! — тесе чыс пачӗ те Демин ҫавӑнтах тухса вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫамрӑк ҫын ҫавӑнтах тухса вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Курносов ҫав тери итлекен ача иккен, алӑри ҫӑкӑр татӑкне те ҫисе пӗтереймерӗ, ӑна йӳҫӗтнӗ хӑярпа пӗрле кӗсйине чикрӗ те, карттуспа пиншакне пӑтаран вӑтӑрса илсе, тухса та вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла калаҫса татӑлсан, самант та тӑхтаса тӑмарӗ — ӑйӑрне йӗнерлесе, юланутпа Канаша тухса вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех