Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫтерчӗ (тĕпĕ: вӗҫтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кирук, киле таврӑнмасӑр, пасартан тӳрех Илюхин патне вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Лавруш, каллӗ-маллӗ шухӑшласа тӑмасӑр, хулана тухса вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑл пӗрре-иккӗ ҫаврӑниччен Нагасова сигнальщица вырӑнне хӑй тӑчӗ, вара мотоцикл ҫине ларчӗ те уйӑн тепӗр вӗҫне тӗрӗслеме тавра ҫулпа вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Шӑнкӑрч ун сӑмахӗсене илтмӗш пулчӗ, лашине тӑварчӗ те утланса, Ҫавал хӗррине вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Хӗр мухтани Элекҫей кӑмӑлне татах вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑй патнелле чупса килекен Сергее асӑрхасан, амӑшӗ ӑна вӗҫне хӗлӗх хунӑ чӑпӑрккапа питрен туртса ҫапрӗ — лаши шарт сиккипе Паласкас урамӗпе тӑвалла вӗҫтерчӗ, ывӑлӗ, ал лаппипе питне чӑмӑртаса, картишне тӑрса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Халех кайса парап, — тетӗш аллинчи хута илсе тухса та вӗҫтерчӗ шӑллӗ.

Куҫарса пулӑш

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лаши Яшма еннелле вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сире пула тӗнче курман намӑса курса пӗтрӗм! — терӗ те, чӗн чӑпӑрккипе лаши ҫурӑмӗнчен туртса, хапхаранах ҫил кӑларса тухса вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗритун тӳрех Яшмана вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петӗр, хӗвел анса ҫӗрле пуласпа Анюк сӑмахӗсене аса илчӗ, тетӗшӗнчен ҫур литр коньяк ыйтса илчӗ те, ӑна кӗсйине чиксе, тӑлӑх арӑм патне вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл ҫавӑнтах лашине каялла ҫавӑрса Палас хӗррине вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей ҫав самантрах мунчаран ҫӗмрен пек тухса вӗҫтерчӗ, тепӗр темиҫе минутран каялла персе те ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ватӑ усалӗ, Усеин-Сеит, никамран малтан Атӑл леш енне — Галич ҫулӗ ҫине тухса вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйсен пысӑках мар утлӑ ҫарӗ ҫеҫ тусан кӑларса Хусан ҫулӗ еннелле вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйӗн суранӗсене хыпашла-хыпашла ҫӗр пӳртре йӑваланса выртнӑ хушӑра нумай шухӑш вӗҫтерчӗ ҫармӑс мӑрси, анчах вӗсен вӗҫне-хӗрне тухаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл хӑй ват ҫын иккенне манса йӗнӗрен хӗҫ туртса кӑларчӗ, урмӑшнӑ саспа тем кӑшкӑрчӗ те лаша ҫилхи патнерех пӗшкӗнсе малалла вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ырӑ хыпар пӗлтермерӗ пулин те вӑл ват ҫынна тав турӗ, утне утланса ашӑпа ял тӑрӑх вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хула курма вӗҫтерчӗ тутара тухнӑ чӑваш мӑрси.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйне йӗрленине пӗлнӗ князь ялтан урам леш вӗҫӗпе тухрӗ те Сӗве урлӑ каҫма хӑтланса пӑхмасӑрах тӑвалла вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех