Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫтерчӗ (тĕпĕ: вӗҫтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Савӑннипе чӗлпӗрне карт! туртрӗ, мӑрса хыҫҫӑн сиккипе хирелле вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫак сӑмахсене кашни кун илтекен Ахтупай тек килте ларма пултараймарӗ, амӑшӗ вӑрҫнине пӑхмасӑр юлан утпа Кив Тукайкассине тухса вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Сотник ҫынни лашине ҫавӑрчӗ те каялла вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хуса ҫитесле, лашине ҫавӑрчӗ те вӑл сиккипе вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

— Ҫимӗҫӗсене тиеме склада вӗҫтерчӗ пулӗ-ха ку Мишша, кайса пулӑшас, хӑвӑртрах тухса каймалла пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Кампур ҫил пек каялла вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Аппа, сӑнран улшӑнса, пуҫӗ ҫинчи каялла кайнӑ тутрине тӳрлетсе ҫыхрӗ те пахча витӗрех кукамайсем патне вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Лаши, кӑтӑрса кайнипе, ҫил пек килнелле вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ун хыҫҫӑн Касак Ваҫҫи ывӑлӗ чупатчӗ те чарӑнса пӑхкаласа тӑнӑ хыҫҫӑн килнелле вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тайкаланса уҫӑ сывлӑша тухрӗ, троллейбуспа килнелле вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

Кавӑна хутаҫа чиксе юлашки автобуса ларчӗ те хуланалла вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

Ун патне, Ак, ҫавра ҫилӗн амазонка Вӗҫтерчӗ тухрӗ чӑтлӑхран — Шӑпа вӑратрӗ ыйхӑран.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тӑпӑр-тапӑр Вӗҫтерчӗ тухрӗ юланут; Чечек?

Куҫарса пулӑш

XXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кӳми вӗҫтерчӗ тусана.

Куҫарса пулӑш

XIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тӑрать пит лӑпкӑн ҫурхи каҫ: Ҫил вӑйӗ те вӑраххӑн хухрӗ, Шур уйӑх тунсӑхланӑн тухрӗ — Уйра вӗҫтерчӗ, ак, мулкач.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тепре чӗнсессӗн кӗпӗрнаттӑр, Часах вӗҫтерчӗ ун патне.

Куҫарса пулӑш

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Чӑнах пӗрре сӗм вӑрмантан Вӗҫтерчӗ тухрӗ юлан ут.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ашшӗ ывӑлне илме ирех тухса вӗҫтерчӗ, Кӗтерне шутланӑ тӑрӑх, вӗсем ӗнтӗ халиччен яла та ҫитмелле пек.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Халӗ калча вӑл илчӗ ӗнтӗ, хӑрамалли ҫук, — терӗ Анна Ивановна, Левентей ҫине «Ӗнтӗ ман совеҫӗм таса, акнӑ-акман тухса вӗҫтерчӗ тесе ӳпкелешме пултараймастӑн» тенӗ пек пӑхса.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ав, мӗнле вӗҫтерчӗ, Укахви ун пек пултараяс ҫук».

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех