Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫнӗ (тĕпĕ: вӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пилӗк пинлӗ хор — чӑвашӗ, вырӑсӗ, тутарӗ, ҫармӑсӗ, мӑкши — пурте пӗр харӑс, килӗшӳллӗн, мӑнаҫлӑн «Тӑван ҫӗршыв» юрра янратса ярсан, эпӗ хама хам ҫунатланнӑ пек, ҫӳл тӳперен пӗтӗм аслӑ ҫӗршывӑмӑра курса вӗҫнӗ пек туятӑп.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пӗрремӗш хут хам тӗллӗн самолетпа вӗҫнӗ чух та ҫав халап асӑмрахчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Урхамах кайӑк пек вӗҫнӗ май Лукарье те пуҫ тулли аскӑнлӑ та ҫуйлӑ шухӑшӗсене инҫете-инҫете пӑрахса хӑварасшӑн, ҫемьери ӗҫ-пуҫсем ҫине куҫма хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӑмӑл хыҫлӑ ҫуна сывлӑшра вӗҫнӗ пек пырать, тӗллӗн-тӗллӗн кӑна ҫул хӗрринчи кӗртсене перӗнсе илет.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лере, ушкӑнпа вӗҫнӗ ҫӗрте, шанчӑклӑрах.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Акпарспа Алттыш ӑнланаҫҫӗ ӑна — Сарри халь тӑван ялне пуҫа усса, шухӑша кайса таврӑнасшӑн мар, ун пек таврӑнма пултараймасть вӑл — чун хускалнӑ, ӑш вӗҫнӗ, тӳсӗм пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑй, ӑш вӗҫнӗ ҫын пек, ялан ассӑн сывларӗ, ҫӗрле, ҫывӑрнӑ хушӑра, вырӑн ҫине тӑра-тӑра ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑмӑлланӑ вӗсем пӗр-пӗрне, виртуаллӑ ҫырусем пӗрмаях унталла та кунталла «вӗҫнӗ».

Куҫарса пулӑш

Юрату вырӑнне... парӑм // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11518-yu ... -nne-par-m

— Питӗ лайӑх, питӗ лайӑх, — мухтарӗ вӑл лӗпӗш вӗҫнӗ пек сӗтел йӗри-тавра чупкаласа ҫӳресе.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӗкеҫ, «ҫил ҫунатлӑскер», вӗсене вӗҫнӗ чух питӗ ӑстан тытса ҫиет.

Куҫарса пулӑш

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Анчах халь ҫӗре ларса мар, вӗҫнӗ ҫӗртех ҫитерет.

Куҫарса пулӑш

Нихӑшне те выҫӑ хӑвармарӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 24 с.

Вӗҫнӗ ыйхӑ — вӑрмана тарнӑ кашкӑрпа пӗрех.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Малтанах эп сан пата пыл хурчӗ нектар шӑршине сиссе вӗҫнӗ пек вӗҫрӗм, эс мана хитре чечек пек илӗртрӗн, хӑвна татма чӗнтӗн…

Куҫарса пулӑш

Пӑрпа пӗрлешнӗ ҫыран // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 134–135 с.

Мана вӑл шурӑ лӗпӗш вӗҫнӗ пекех туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Сасартӑк шурӑ мӗлке вите умӗнчен лупасайнелле вӗҫнӗ пек хӑвӑрт пычӗ те ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӑш вӗҫнӗ Савтепи Шурчаналла васкать.

Савдеби на всех парах спешит в Акрамово.

Савтепипе Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑрмантан хурӑн ҫӑпанӗ касса килсе панӑшӑн Янтула вӑрттӑн аллӑ пус кӗмел укҫа тыттарчӗ; табак илме вӑл юрарӗ); Енчӗпек халь кӑна куҫҫуль юхтарса юлчӗ (эсӗ пӗртте манпа ларми пултӑн, ӑш вӗҫнӗ ҫын пек, пӗрмай таҫта чупан, такама юратса пӑрахман-и эс терӗ.

она была безмерно рада тому, что Яндул принес ей из лесу березовый гриб чагу, и дала ему тайком от мужа полтинник — сгодится на покупку табака); Ендебек всплакнула, укорив, что он совсем перестал бывать с ней, мол, уж не влюбился ли в кого?

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вирхӗнет малтан мала, Вӗҫнӗ евӗр туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Мотоциклӑм — ҫил ҫунат // Анатолий Анат. Чӑваш литературин антологийӗ: поэзи. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 598 с. — 282 с.

Мотоциклӑм — ҫил ҫунат Ыткӑнать малтан мала, Вӗҫнӗ евӗр туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Мотоциклӑм — ҫил ҫунат // Анатолий Анат. Чӑваш литературин антологийӗ: поэзи. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 598 с. — 282 с.

Тен, Яриле хӑпарса кайнӑ та пулӗччӗ те, пӗр япала чӑрмантарнӑ: телейӗ те унӑн, хӑмла пекех, ҫӑп-ҫӑмӑл пулнӑ: ҫилпе те вӗҫнӗ, ҫумӑрпа та йӗпеннӗ.

Кто знает, может, и взобрался бы Яриле повыше, одно помешало ему: счастье-то его было такое же ненадежное, как хмель, и ветру, и дождю подвластное.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех