Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫнӗ (тĕпĕ: вӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вӑн, сивви мӗнле, чанасем те, юмахри пек, вӗҫнӗ ҫӗртех шӑнса вилеҫҫӗ, — терӗ Капустин.

— Вот ведь мороз какой, как в сказке, и галки на лету дохнут, — сказал Капустин.

Хӗл сивви // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Механик ҫапларах пӗтӗмлетнӗ: Тӳпе ывӑлӗсем вилнӗ; ҫавӑнпа та вӑл кимме кӗрсе ларнӑ та Аэлита пытаннӑ ҫӗрелле вӗҫнӗ.

Механик подумал, что сыны неба погибли, вскочил в лодку и полетел в убежище Аэлиты.

Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хула ҫийӗн вӗҫнӗ май Гусев хӑй тӗкӗрте курнине уйӑра-уйӑра палӑртать: тӳремсем, правительство ҫурт-йӗрӗ, арсенал, ӗҫлевҫӗсен кварталӗсем.

Пролетая над городом, Гусев узнавал, виденные им в зеркале, площади, правительственные здания, арсенал, рабочие кварталы.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Электричество хӑватне аппарат вӗҫнӗ чухне сывлӑшран илет, мӗншӗн тесен Марс йӗри-тавра — магнит уйӗ, ӑна вара полюссенчи станцисем ярса-парса тӑраҫҫӗ.

Электрическую энергию аппарат получил во время полёта из воздуха, — так как марс был окутан магнитным полем, его посылали станции на полюсах.

Гусев хулана сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Магацитлсем ҫӑмарта евӗр бронза аппаратсемпе вӗҫнӗ, куҫӑм валли вӑрлӑхӑн ӳсӗм вӑйӗпе усӑ курнӑ.

Магацитлы летели в бронзовых, имеющих форму яйца, аппаратах, пользуясь для движения растительной силой семян.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Чӗре тапни, сехет ҫӳревӗн хӑвӑртлӑхӗ, ӳт клеткисенчи пӗчӗк-пӗчӗк пӗрчӗсен чӗтренӗвӗ — пӗр-пӗрин тӗлӗшпе улшӑнман, мӗншӗн тесен сывлӑшсӑр уҫлӑхра вӗҫнӗ чухне эпир аппаратпа пӗрлӗхре тытӑмланнӑ, унпа пӗрле пурте пӗр ритмпа куҫнӑ.

Биение сердца, скорость хода часов, колебание частиц в клеточках тела — не изменились по отношению друг друга, покуда мы летели в безвоздушном пространстве: — мы составляли одно целое с аппаратом, всё двигалось в одном с ним ритме.

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫунатлӑ тискер кайӑка вӗҫнӗ ҫӗртех персе антарас йӳтӗмпе Лось револьверӗпе тӗллет.

Гусев повёл револьвером, ловчась срезать на лету крылатого зверя.

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вилес пулсан-и… пур пӗрех хӑтӑлса юлаймастӑн: вӗҫнӗ чухне шӑна урипе ҫатлаттарать те — эсӗ тӑнк ӳкетӗн — вилтӗн те…

А умирать — всё равно не отвертишься: муха на лету заденет лапой, ты — брык и помер.

Ҫав ҫӗрлех // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аэропланпа сӑнавҫӑ пулса вӗҫнӗ.

Летал на аэроплане наблюдателем.

Ҫулташ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Утмасть, вӗҫнӗ пек ҫӳрет амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӑнӑхнӑ вырӑнсене пӑрахса халиччен курман-пулман кӗтессене, ҫӗнӗ ҫӗре хӑпса тухнӑ чӑвашсен авалхи хурлӑхӗпе тата пирӗн вӑхӑтри ӑш вӗҫнӗ йӗкӗтӗн сӑмаххисемпе ҫав кӗвве май вӗр-ҫӗнӗллелнӗскер вӑл — чуна пушшех те тӑвӑнчӑк кӗртсе — кумать, хӗвӗшет, пӗтӗрӗнет ирхи тӑнӑҫлӑхра, хут-купӑс хуҫин нимпе лӑплантарсан та лӑпланайми хуйхи-хыпӑнчӑкӗ пирки анлӑн та ҫилӗллӗн калать.

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Иккӗшӗ те вара вӗсем, шанчӑклӑ ҫӗнӗ куна шанчӑклӑн ҫӗмӗрттерсе кӗнӗн, сӑртран вӗҫнӗ пек анаталла ыткӑнчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӑл Ванька Цыган пек, сывлӑш ҫийӗпе вӗҫнӗ пекех ташлать: унтан ҫынна хӗтӗртмелле те маттурӑн Павел Одинцов, Сорокин ташлаҫҫӗ; чахоткӑллӑ Давидов та урисене урай тӑрӑх тапраткалать те тусан, тӗтӗм тата эрехпе копченнӑй колбассан ҫирӗп шӑршийӗ кӗнипе ӳсӗрет, ҫав колбассаран яланах тунӑ тир шӑрши кӗрет.

Он пляшет, как Ванька Цыган, — точно по воздуху летает; потом задорно и ловко пляшет Павел Одинцов, Сорокин; чахоточный Давидов тоже двигает по полу ногами и кашляет от пыли, дыма, крепкого запаха водки и копченой колбасы, которая всегда пахнег плохо дубленной кожей.

XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Тинӗсрен ытарма ҫук илемлӗ, кӗрен кун хӑпарать, хӗвел хытӑран та хытӑрах хӗртет, ҫил те, шелленӗ пек, хӗр ҫине ҫемҫен-ҫемҫен вӗрет, чарлансем, ун ҫийӗн вӗҫнӗ май, ӑна вӑратасшӑн пулнӑн кӑшкӑраҫҫӗ.

Между тем из моря вставал чудесный розовый день, солнце пригревало все сильнее, ветер мягко, как бы с состраданием, обвевал девушку, чайки, кружась над нею, кричали, точно желая ее разбудить.

II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Самолет пирӗн территоринче шалалла ҫичӗ минут хушши вӗҫнӗ.

Самолет летел вглубь нашей территории в течение семи минут.

1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Самолет вӑрманлӑ, ту-сӑртлӑ район ҫийӗн темиҫе минут вӗҫнӗ, вара хӗвеланӑҫнелле пӑрӑннӑ та ҫухалнӑ.

Он несколько минут летел на север над лесистым горным районом, потом повернул на запад и скрылся.

1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Тилӗ вӗҫнӗ пек ҫиҫтернӗ Тӗве патнелле, ун патне ҫитсе ҫавӑрӑнкаланӑ-ҫавӑрӑнкаланӑ та, Тӗвене пӗр сӑмах каламасӑрах, калла кайнӑ.

Лиса стрелой помчалась к верблюду, покрутилась-повертелась возле него и, не сказав ему ни слова, вернулась обратно.

Тилӗ, тӗве, кашкӑр, арӑслан тата путене // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 45–50 с.

Ҫуран утнӑ, лашапа кайнӑ, поездпа та автомашинӑпа ҫӳренӗ, самолетпа вӗҫнӗ.

Шел пешком, ехал на лошадях, ездил на поезде и на автомашине, летал на самолете.

С. Диковский ҫинчен // Хӗветӗр Уяр. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 3–7 с.

Шыв ҫинче темиҫе пин мӑшӑр кӑвакал ҫунат ҫапса вӗҫнӗ сасӑ, илтӗнсе кайрӗ.

Тысячи пар крыльев захлопали по воде.

«Ача чӑтаймарӗ!» // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Сывлӑшра вара чылайччен ҫунат ҫапса вӗҫнӗ сасӑ илтӗнсе тӑчӗ.

В воздухе долго слышалось хлопанье крыльев.

«Ача чӑтаймарӗ!» // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех