Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗреннине (тĕпĕ: вӗрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хӑ, унашкал чул катӑкӗсем хӑйсемех тӳперен тӑкӑнаҫҫӗ, — ӑнлантартӑм шкулта вӗреннине аса илсе.

— Ты про камушки? но ведь метеориты сами с неба падают! — заспорил я, потому что вспомнил, о чём рассказывали нам на уроке природоведения.

Планетари // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 18 с.

Асаттерен мӗн ӗҫ вӗреннине кӑтартӑттӑм…

Я бы показал, чему у другого деда научился…

Лешкас ачисем // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.

Таса мар шпалерлӑ пӗчӗк пӳлӗме, хура, Федор Тимофеича, тутлӑ апатсене, вӗреннине, цирка аса илнӗ вӑл, анчах вӗсем пурте ӑна халь вӑрӑм, пӑтранчӑк, йывӑр тӗлӗк пек туйӑннӑ…

Вспоминала она комнатку с грязными обоями, гуся, Федора Тимофеича, вкусные обеды, ученье, цирк, но все это представлялось ей теперь как длинный, перепутанный, тяжелый сон…

VII. Ӑнман дебют // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

— Ӗнер вӗреннине, — Аленкӑ ҫӑнӑхпа вараланнӑ типшӗм аллисене ярт тӑсрӗ, ун пит-куҫне, шухӑша кайнӑ чухнехи пек ҫирӗп сӑн ӳкрӗ, вӑл кӑшт юрланӑ пекрех, темӗнле пачах та хӗрачанни пек мар сасӑпа пӑхмасӑр каларӗ:

— Аленка опустила вдоль тела выпачканные в муке худенькие руки, лицо ее приняло задумчиво-строгое выражение, и немного нараспев, каким-то совсем недетским голосом она прочитала:

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хамӑн тӗттӗмлӗхе тата сахал вӗреннине пула эпӗ сӑмаха ӑста ҫавӑрттарса калама пӗлместӗп.

Я словами не справен по причине темноты своей и малой грамотности.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗреннине.

С образованием.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хам шкулта вӗреннине, малтан уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсенче пуҫламӑш, 1931 ҫулта ял пуҫӗнче шкул ҫурчӗсене хӑпартса лартсан, ҫичӗ ҫуллӑх пӗлӳ илнине хальхи пекех астӑватӑп.

До сих пор помню, как учился в школе, сначала в частных домах, а в 1931 году, когда на окраине деревни подняли здание новой школы, получил семилетнее образование.

«Вут-ҫулӑмлӑ ҫулсен ахрӑмӗ» // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/4258-vut-ul- ... n-akhr-m-3

Лена электриксен курсӗнче вӗреннине пӗлнӗ вӑл, Усть-Невинскине пырсан темиҫе хут та вӑл Ленӑна кайса курас тенӗ, анчах хӑҫан пырсан та пӗр минут та пушӑ пулман.

Он знал, что Лена учится на курсах электриков; сколько раз, бывая в Усть-Невинской, Ванюша хотел навестить Лену, но случалось всегда как-то так, что не оказывалось даже минуты свободной.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӗсем савӑнӑҫлӑ уйӑхсем пулнӑ — Кубаньре шыва кӗнӗ, ҫеҫенхирте ҫӳренӗ, ун чухне пирвайхи практикӑна вӑл килте ирттерессе аса та илмен; Мускавра Грачиха ывӑлӗ мӗне вӗреннине тӑван станицӑри ҫынсем хӑйсемех хак паччӑр тесе такам ӑна юри ҫакӑнта янӑ пек туйӑннӑ.

То были веселые месяцы — купался в Кубани, гулял по степи, ему и в голову тогда не приходило, что вот кончит учебу и первую свою практику проведет дома; казалось, будто кто-то нарочно послал его именно сюда, чтобы свои же станичники могли увидеть и оценить, чему научился в Москве сын вдовы Грачихи…

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫапла, вӑл йӑнӑшман, унӑн Озерова хӑй пурнӑҫӗнчи паллӑ вӑхӑтсемпе ӗҫсем ҫинчен: ҫар госпиталӗнче ӗҫлекен ашшӗ ватӑ хирург пулнине, хӑй институтра вӗреннине, виҫӗ ҫул каялла, самолет сӑнанӑ чух упӑшки вилнине, хӗрӗ хальхи вӑхӑтра кукамӑшӗпе Уралта пурӑннине каласа пама тиврӗ…

Да, она не ошиблась, ей пришлось рассказать Озерову о знаменательных временах и делах своей жизни: об отце, работавшем в военном госпитале, о том, что она училась в институте, о том, что три года назад, во время полета, умер ее муж, а дочь в настоящее время живет с бабушкой на Урале…

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл вара Юргин панӑ пӗр ыйту ҫине ответленӗ май кӗтмен ҫӗртен хӑйӗн Мускаври пурнӑҫӗ ҫинчен: строительнӑй техникумра вӗреннине, ашшӗ халӑх ополченине кайнине, амӑшӗ чирлине, вӑл ун ҫинчен аса илсе час-часах макӑрнине, вӑрҫӑ пуҫланнӑ кунхине тантӑшӗсемпе хула тулашӗнче ҫӳренине каласа пачӗ…

И она, отвечая на какой-то вопрос Юргина, вдруг стала рассказывать о своей жизни в Москве; об учебе в строительном техникуме, о вступлении отца в народное ополчение, о больной матери, которая, наверное, часто плачет, вспоминая о ней, о том, как в день начала войны она гуляла с подругами за городом…

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Эпӗ райкома жалоба памастӑп, анчах эпӗ сана юлашки хут лӑпкӑн калатӑп: е эсӗ ыран конспектсем илсе килӗн те эпӗ эсӗ мӗнле вӗреннине курам, малашне эпӗ сӗннӗ кӗнекесене эсӗ чӑнласах вулӑн, е эпӗ санран Лида Чебанюк умӗнче кӑна мар, пӗтӗм район умӗнче мӑшкӑлласа кулӑп.

В райком я жаловаться не буду, а вот мое тебе последнее мирное слово: либо завтра ты принесешь конспекты, чтобы я увидела, как ты учишься, и начнешь читать самым честным образом те книги, которые я буду рекомендовать, либо я высмею тебя не только перед Лидой Чебанюк, а перед всем районом.

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Эсӗ мӗнле тата мӗн вӗреннине, акӑ, паян пӑхӑпӑр-ха…

Вот мы и проверим сегодня, как ты учишься…

VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫакӑ эпир вӗреннине пурне те тивмест-и вара?

Разве это не касается всего того, чему бы обучались?

IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Мӗн вӗреннине кӑтарт.

Показывай, где вы тут проходите?

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Санӑн, Дубинин, эпӗ мӗнле вӗреннине пӗлес килет-и?

Тебе, Дубинин, интересно выяснить мою успеваемость?

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Эсӗ Чкалов ҫинчен тӗплӗрех вуланӑ пулсан, вӑл пит аван вӗреннине пӗлме тивӗҫ.

Если ты читал как следует про Чкалова, ты должен знать, что учился он превосходно.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Кӗлӗ тӑвасси пӗтрӗ те, тахҫан хӑнӑхнӑ йӑла йӗркипе, ҫынсем хӑйсен хӗрачисем мӗнле вӗреннине пӗлесшӗн пулса, шкула пуҫтарӑнчӗҫ.

Богослужение окончилось, и, по заведенному обычаю, люди направились в школу узнать об успехах учениц.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Шкула ир пуҫласах хӗр-ачасем пуҫтарӑнма тытӑнчӗҫ, амӑшӗсем вӗсене тумлантарма та, ҫӳҫне тураса якатма та ӗлкӗрнӗ — лӗпӗшсем пек пит илемлӗн пычӗҫ вӗсем, вара, кӗнекисене уҫса, мӗн вӗреннине юлашки хут пӑхкаласа, класра вӗлле хурчӗ пек сӗрлесе тӑчӗҫ.

Еще с утра школу заполнили девочки, приодетые и причесанные матерями, нарядные, как бабочки, они сидели за раскрытыми книжками и в последний раз повторяли свои уроки; казалось, в классе жужжит пчелиный рой.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑй вӑл шкула ҫӳреймесӗр юлнӑ, ҫапах вӗреннине те, вӗреннӗ ҫынсене те пит хисеплет.

Сам он так и остался неучем, но ученость и ученые люди внушали ему уважение.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех