Шырав
Шырав ĕçĕ:
Апла хӑтланма ӑҫтан вӗреннине ниепле те пӗлместӗп!..
VII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӑл Алексей Михайловичпа пӗрле вӗреннине?
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
— Манӑн вара сан ҫинчен пурне те пӗлес килет: пиллӗкмӗш класра епле вӗреннине, улттӑмӗшӗнчине те…— А мне о тебе все интересно знать: как ты в пятом классе учился, как в шестом.
Иккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Намӑс курас мар тата хамӑр стройпа утма вӗреннине кӑтартас тесе, тикӗс те харӑс утса сарлака хапхаран кӗрсе кайрӑмӑр, тавраналла пӑхкаласа казармӑсем патнелле кайрӑмӑр.
1. Юрӑxлӑ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Аэроклуба эпир мӗнле вӗреннине сӑнаса пӑхма комисси килчӗ.
17. Сывӑ пул, аэроклуб! // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Кӗтӳ ачинчен тарса таврӑнса, хам ирӗкпе шкула ҫӳреме тытӑнсан, эпӗ мӗнле вӗреннине атте тимлӗрех тӗрӗслеме пуҫларӗ.
8. Художник пулма шутлатӑп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Пӗррехинче, Юра мӗнле вӗреннине ман умра тӗрӗслес ӗмӗтпе, Олег ӑна хамӑр пата чӗнсе пычӗ.Как-то он даже позвал Юру к нам, чтобы в моём присутствии проверить его знания.
Юлташшӑн // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Вук хӗрача хамӑр ҫын пулнине, вӑл вулакансен ушкӑнӗнче «Хурҫӑ мӗнле хӗрнӗ» кӗнекене вӗреннине пӗлтерчӗ.Вук добавил также, что дочка у хозяев хорошая и что у нее в кружке читают «Как закалялась сталь».
25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Татах тӗпчесе, Зубавин ҫакна пӗлчӗ: Карел Грончак шкулта хӑйпе пӗрле тата камсем вӗреннине ниепле те пӗлеймен.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Зухин хӑш сословие кӗнине пӗлместӗп, анчах вӑл С. гимназинче вӗреннине, пурлӑхӗ пӗртте ҫуккине пӗлетӗп; ман шутпа, вӑл дворянин мар.
ХLIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мӗн хыҫҫӑн мӗн пулса пынине астумастӑп, анчах ҫак каҫ хам Дерпт студентне тата Фроста ҫав тери хытӑ юратнине, вӗсене иккӗшне те пылак тутисенчен чуптунине, нимӗҫ юррине пӑхмасӑр калама вӗреннине астӑватӑп; ҫакӑнпа пӗрлех ҫак каҫ эпӗ Дерпт студентне курайми пулнине, ӑна пуканпа ҫапма шутланине, анчах ҫапмасӑр чӑтса ирттернине астӑватӑп; Яр патӗнче апатланнӑ чухнехи пекех ӳт-пӗвӗн пайӗсем хама итлеми пулнисӗр пуҫне, ҫак каҫ пуҫ хытӑ ыратнипе тата ҫаврӑннипе кӗҫ-вӗҫ вилсе каясран хӑранине астӑватӑп; эпир пурте темшӗн урайне ларнине, кӗсменсемпе ишнӗ пек туса алӑсене сулкаланине, «Вниз по матушке по Волге» юрра юрланине, ҫав вӑхӑтра хам кунашкал тума кирлӗ марри ҫинчен шухӑшланине те астӑватӑп; урайне выртса, ураран ура ҫаклатса, цыганла кӗрешнине, такамӑн мӑйне мӑкӑлтанине, эпӗ «вӑл хӑй ӳсӗр мар-тӑк, унашкал пулмастчӗ», тесе шухӑшланине астӑватӑп; каҫхи апат ҫинине, вара тем ӗҫнине, эпӗ тула уҫӑлма тухнине, унта ман пуҫ шӑннине, киле таврӑннӑ чух сӗм тӗттӗм каҫ тӑнине, ҫӑмӑл тӑрантас пускӑчӗ вашмӑк та шуҫтаракан пулса кайнине, Кузьма халсӑрланнӑран тата лӑстӑк татӑкла сулкаланнӑран унран тытса пыма май ҫуккине астӑватӑп; нимрен те ытларах асӑма ҫакӑ юлчӗ: юриех хамшӑн савӑк пулнӑ пек, питӗ нумай ӗҫме юратнӑ пек, ӳсӗрлесси пирки шутламан та пек кӑтартса, хам айванла тунине эпӗ ҫак вечер вӑхӑтӗнче пӗрмаях туйрӑм; ытти ҫынсем ман евӗрлӗ хӑтланса, айванла тунине те пӗрмаях тӗшмӗртрӗм.
XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку ҫу вӑхӑтӗнче эпӗ тунсӑхланӑран Любочкӑпа тата Катенькӑпа туслашма, вӗсемпе калаҫма темиҫе хут тытӑнса пӑхрӑм, анчах кашни хутрах вӗсен логика тӑрӑх шухӑшлас пултарулӑх ҫукки ҫине пыра-пыра тӑрӑнтӑм, вӗсем куллен тӗл пулакан чи ансат япаласене те, сӑмахран, укҫа мӗнле япала иккенне, университетра мӗн вӗреннине, вӑрҫӑ мӗнне тата ытти ҫакнашкал ыйтусене те пӗлмеҫҫӗ, ҫав япаласем ҫинчен ӑнлантарнине пач итлесшӗн мар, ҫавӑнпа вӗсемпе туслашма хӑтланни хӑйсем ҫинчен эпӗ лайӑх мар шухӑшланине ытларах ҫирӗплетрӗ ҫеҫ.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Тӳррипе калатӑп, тӗлӗнмелле хӗр вӑл, — терӗ те именчӗклӗн хӗрелсе кайрӗ, ҫавна пула мана куҫран пушшех хӑюллӑрах пӑхрӗ: — вӑл ҫамрӑк мар ӗнтӗ, ватӑла пуҫланӑ теме те юрать, илемлех те мар, анчах мӗнле ухмахла тӗлсӗрлӗх вӑл илеме юратасси! — эпӗ ҫакна ӑнланма пултараймастӑп, ҫав тери тӑрлавсӑрла ку (ҫакӑн ҫинчен вӑл тӗлӗнтерекен ҫӗнӗ чӑнлӑха тин кӑна хӑй тупнӑ пек калать), унашкал чун, чӗрӗ тата йӗркене ҫирӗппӗн пӑхӑнни… эпӗ пӗртте иккӗленместӗп, ун евӗрлӗ хӗр хальхи саманара тупаймастӑн (хальхи саманара лайӑххи сайра тӗл пулать, тесе калаҫма Дмитрий камран вӗреннине пӗлместӗп, анчах вӑл ҫак сӑмахсене час-часах калама юратать, тата теме пула ҫакӑ ӑна килӗшет те).
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эхер учительсем ман патӑма тӑтӑшах ҫӳремесен, Сен-Жером ман хама хам юратас туйӑма кӑмӑлсӑррӑн та пулин хӗтӗртмесен тата, чӑн пахи, хамӑн Нехлюдов тусӑма ӗҫчен ҫын пек курӑнассӑм килмесен, урӑхла каласан, вӑл экзамена отлично тытассине питӗ паха ӗҫ вырӑнне хумасан, — ҫаксем пулмасан, ҫуркуннепе ирӗклӗх хӑйсен ӗҫне тӑватчӗҫех: эпӗ маларах мӗн вӗреннине те манса каяттӑм, экзамена тем тусан та параймастӑм.
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Учительсем ман патӑма ҫӳреме чарӑнмарӗҫ, Сен-Жером эп епле вӗреннине асӑрхаса тӑчӗ, кӑмӑл туртмарӗ пулин те, эпӗ ирӗксӗрех университета кӗме хатӗрлентӗм.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тепӗр чухне вӑл класа кӗрет те шухӑша кайсах эпӗ уроксене епле каланине итлет, анчах вӑл мана тӳрлетесшӗн каланӑ хӑшпӗр сӑмахсем тӑрӑх, эпӗ мӗне вӗреннине хӑй те чухлайсах кайманни курӑнать.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ хам чӑн та «калама ҫук ӑста вӗреннине» пӗлетӗп-ха ӗнтӗ, анчах Мелик мӗнле вӗренни ҫинчен нимӗн те калама пултараймастӑп.
Вӑрлани // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Мана ҫав программӑсене ачасем вӗренни, унта кӑтартнисене пӗлекен пулни, хӑш группӑра мӗн вӗреннине пӗлни ҫеҫ кирлӗ пулнӑ.Я просто хотел усвоить их, хотел знать, в какой группе что проходят.
42 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Тавыль пиллӗкмӗш класра вӗреннине пурте пӗлетпӗр эпир, анчах вӑл халӗ те пионер мар.Всем нам известно, что Тавыль учится уже в пятом классе, а еще не пионер.
Чочой пулӑшрӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Король кӗрсе курса кайма, мӗн те пулин кӑтартса пама, иртнинче вӗреннине мӗнле астуса юлнине тӗрӗслеме манман («Ҫук, пӗр йӗрпе ҫӳреме вӗренеймен, авӑ епле таптаса тултарнӑ — кӗтӳ иртсе кайнӑ пек! Пытанасса та япӑх пытанатӑр!»), ытти вӑхӑта вара пӗтӗмпех, пӗр минут юлмичченех вӗренӗве панӑ.
31 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.