Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗренесшӗн (тĕпĕ: вӗрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Игорь, тутисене сасӑсӑр уҫа-уҫа, аллинчи листовкӑна вулать, ахӑрнех, пӑхмасӑр вӗренесшӗн пулас.

Игорь тем временем еще и еще раз перечитывал листовку, шевеля беззвучно губами, должно быть, заучивал наизусть.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Чӑнах та, ҫавна вӗренесшӗн те ӗнтӗ эпӗ.

Но именно этому я и хотел научиться.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗренесшӗн, — терӗ комисси членӗ Шура.

— Хочет, — сказал член комиссии Шура.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тепӗр кун ирхине Акулина ҫырма та вӗренесшӗн пулнӑ; малтанах ӑна кӑранташ итлемен, анчах та темиҫе минутранах вӑл сас паллисене аванах тӗрлеме тытӑннӑ.

На следующее утро она захотела попробовать и писать; сначала карандаш не слушался ее, но через несколько минут она и вырисовывать буквы стала довольно порядочно.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Эпӗ сире каласшӑн: хамӑн умра ҫавӑн чухлӗ савӑнӑҫлӑ, тап-таса, пӗчӗк ача пит-куҫӗсене курсан, манӑн кӑмӑл питӗ савӑнать, вӗсем ырра, чӑнлӑха вӗренесшӗн ҫак таса стенасем ӑшне пуҫтарӑннӑ.

Мне хочется сказать вам, как приятно видеть, что столько чистеньких веселых детских лиц собралось здесь для того, чтобы научиться быть хорошими.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Элкел районӗнче ав, ҫамрӑк ӑру тӑван чӗлхене вӗренесшӗн мар.

В Алькеевском районе молодое поколение не желает учить родной язык.

Хусанкай ҫӗршывӗ чӑвашла манчӗ-ши? // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ — вӗренесшӗн те пулман, апат та йӗркеллӗн ҫимен арҫын ача.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Пӗрисем принципиально вӗренесшӗн мар, хӑйсен пӗлӗвне ӳстермесӗр туйӑм ҫине ытларах шанаҫҫӗ; произведени идейине кураймасӑр, уйрӑм сӑмахсене, уйрӑм предложенисене ҫӑлса илсе, авторӑн урине чукмарпа ҫапса хуҫасшӑн хӗрӗнсе ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

Пирӗн телейлӗ севет ҫӗршывӗнче ҫамрӑкки те, ватти те вӗренесшӗн хыпса ҫунать.

Куҫарса пулӑш

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

35. Вӗсем мӗн те пулин вӗренесшӗн пулсассӑн, ун ҫинчен килӗнче упӑшкинчен ыйтчӑр: хӗрарӑма чиркӳре калаҫни килӗшмест.

35. Если же они хотят чему научиться, пусть спрашивают о том дома у мужей своих; ибо неприлично жене говорить в церкви.

1 Кор 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Вӗсенӗн алли усал ӗҫ тума вӗренесшӗн, пуҫлӑх хистесе парне ыйтать, тӳре сӗрев панине кура сут тӑвать, улпутсем, хура чунӗ мӗн ыйтнине каласа, ӗҫе пӑсса яраҫҫӗ.

3. Руки их обращены к тому, чтобы уметь делать зло; начальник требует подарков, и судья судит за взятки, а вельможи высказывают злые хотения души своей и извращают дело.

Мих 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Ӑслӑ ҫын чӗри ытарӑш ҫинчен шухӑшлать, вӑл тимлӗн итлеме вӗренесшӗн.

29. Сердце разумного обдумает притчу, и внимательное ухо есть желание мудрого.

Сир 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Ӑслӑлӑх пуҫламӑшӗ — ӑна вӗренесшӗн ӑнтӑлни, 18. вӗренме тимлени вара — юрату, юрату вара — ӑслӑлӑх саккунӗсене упрани, саккунсене уяни вара — вилӗмсӗрлӗх никӗсӗ, 19. вилӗмсӗрлӗх вара Турӑ патне ҫывӑхартать; 20. ҫавӑнпа та ӑслӑлӑхшӑн ӑнтӑлни ӗмӗрлӗх патшалӑх патне илсе ҫитерет.

17. Начало ее есть искреннейшее желание учения, 18. а забота об учении — любовь, любовь же — хранение законов ее, а наблюдение законов — залог бессмертия, 19. а бессмертие приближает к Богу; 20. поэтому желание премудрости возводит к царству.

Ӑсл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех