Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтри (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем темиҫе ушкӑна пайланса ял тӑрӑхӗсене ҫитрӗҫ, халӑхпа тӗл пулса информкун темисене - ачасен ҫуллахи канӑвне йӗркелесси, ҫурхи ака ӗҫӗсем, ҫуркуннехи-ҫуллахи вӑхӑтри пушар хӑрушсӑрлӑхӗ, ЧР Министрсен Кабинечӗн 2018 ҫулхи ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсем - сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чылай ҫитменлӗх тупса палӑртрӗҫ // А.ОРИНОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.17

Халӗ типографире пирӗн вӑхӑтри оборудовани ҫук ӗнтӗ.

Сейчас в типографии оборудования наших времен уже нет.

Тава тивӗҫлисенчен пӗри // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2012.07.11

Н. С. Хрущев 1962 ҫулти ноябрь уйӑхӗнче ЦК Пленумӗнче тунӑ докладра ҫапла каларӗ: — Нумай работниксем уйрӑм ҫынна ытлашши пысӑка хунӑ тапхӑрти хӑнӑхусенчен, вӑл вӑхӑтри тӗрӗс мар ӑнланусенчен пӗтӗмпех тасалса ҫитмен-ха…

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Министрсен Кабинечӗпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен умне виҫӗ ҫул хушшинче хальхи вӑхӑтри ача сачӗн 54 ҫуртне туса хута яма, пушӑ пӳлӗмсем пур пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенче хушма 2550 вырӑн тата уйрӑм ҫын тытса тӑракан ача сачӗсенче 1040 вырӑн йӗркелеме тӗллев лартнӑ.

Перед Кабинетом Министров и органами местного самоуправления республики поставлена задача за три года ввести в эксплуатацию 54 здания современных детских садов, дополнительно создать 2550 мест в общеобразовательных школах, имеющих свободные помещения, и 1040 мест в частных детских садах.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Професси пӗлӗвӗ паракан тытӑма ӗҫ рынокӗнчи хальхи вӑхӑтри кирлӗлӗхе шута илсе йӗркелемелле.

Необходимо привести структуру профессионального образования в соответствие с современными потребностями рынка труда.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Хулара пурӑнакансем ыйтнипе Шупашкарта хальхи вӑхӑтри ҫӗнӗ спорт комплексӗсем ҫӗкленеҫҫӗ.

По просьбе горожан строятся новые современные спортивные комплексы в Чебоксарах.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Яллӑ районсенче ишмелли бассейнсемпе тата универсаллӑ залсемпе тивӗҫтернӗ хальхи вӑхӑтри физкультурӑпа спорт комплексӗсем тумалли программӑна пурнӑҫланӑ.

В сельских районах завершена программа строительства современных физкультурно-спортивных комплексов с плавательными бассейнами и универсальными спортивными залами.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Медицина учрежденийӗсен тухӑҫлӑ ӗҫне, хальхи вӑхӑтри технологисене ӗҫе кӗртнине, паракан медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне ӳстернине пула эпир лайӑх кӑтартусем тума пултартӑмӑр.

Благодаря эффективной работе медицинских учреждений, внедрению современных технологий, повышению качества предоставляемых услуг нам удалось достичь положительных результатов.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Паянхи ҫынсен ытларах пайӗ хальхи вӑхӑтри лайӑхрах пурнӑҫа магазинсене ют ҫӗр-шывсенчен кӳрсе килнӗ тӗрлӗрен имҫамсемпе «пуян» ӗҫмелли-ҫимелли продуктсемпе, расна тӗрлӗ тӑхӑнмалли, «крутой» техника таварӗсемпе танлаштарса хак парать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27

Ку хальхи вӑхӑтри саманашӑн хӑйне майлӑ питӗ пӗлтерӗшлӗ ҫитӗнӳ.

Это очень значимое достижение в условиях современного мира.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Анчах та кирлӗ чухлӗ турттару ӗҫне туллин пурнӑҫлас тесен пирӗн аэровокзал хальхи вӑхӑтри мӗн пур требование тивӗҫтермелле.

Однако чтобы удовлетворить потребность в перевозках, наш аэровокзал должен соответствовать всем современным требованиям.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Экологин лайӑх лару-тӑрӑвӗ, влаҫ органӗсен уҫҫӑн пурнӑҫлакан ӗҫӗ, тухӑҫлӑ экономика, пахалӑхлӑ медицина, хальхи вӑхӑтри вӗренӳ, ҫирӗп сывлӑхлӑ халӑх – ҫак тӗп пайсем район сӑнарне, унӑн инвестици илӗртӳлӗхне йӗркелеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Тӗрлӗ вӑхӑтри 50 ытла ҫар техникине кӑтартма палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уявра парад та пулӗ // Юрий ЛИСТОПАД. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Искусствоведени докторӗ, РФ искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Раҫҫей ӳнер академийӗн хисеплӗ членӗ Алексей Трофимов палӑртнӑ тӑрӑх - «Ӳнер академийӗ ҫак ӑстапа мухтанать. Ун пекки Раҫҫейре те, Европӑра та сайра. Чӗлхи ҫӗнӗ, унта сюрреализм та, символизм та пур… Вӑл - пирӗн вӑхӑтри кӗрешӳҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнӑ художник // Илемпи Туркай. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Мускавра тата Нева ҫинчи хулара иртнӗ концертсенче Раҫҫей Композиторӗсен союзӗн вӑл вӑхӑтри правленийӗн секретарӗ, «Музыка академийӗ» журналӑн тӗп редакторӗ Юрий Корев, СССР халӑх артисчӗ, тӗнчипе чапа тухнӑ композитор Андрей Эшпай, ҫӗр-шыври Композиторсен союзӗн правленийӗн ертӳҫисенчен пӗри Олег Галахов, ҫавӑн пекех паллӑ ытти музыка деятелӗ киленсе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Республика чапне ҫӗклекен коллектив // Хыпар. «Хыпар», 2013.04.02

1967 ҫулхи кӗркунне Чӑваш АССР Министрсен Канашӗ ҫав вӑхӑтри Радиопа телекурав патшалӑх комитечӗ ҫумӗнче хор йӗркелесси ҫинчен ятарлӑ Хушу кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Республика чапне ҫӗклекен коллектив // Хыпар. «Хыпар», 2013.04.02

Хам ун чухне шкул ачи кӑна пулсаччӗ ӗнтӗ, анчах вӑл вӑхӑтри ҫынсен пурнӑҫӗ ман асра ҫапларах сӑнланса юлнӑччӗ: халӑх хӑйӗн пуянлӑхне кӑтартасшӑн марччӗ.

Да сам тогда был только школьником, но жизнь людей того времени в моей памяти сохранилась примерно так: народ своё богатство не хотел показывать.

«Мы нищеброды что-ли?» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2852.html

Ҫывӑх вӑхӑтри тӗллевсемпе паллаштарма ыйтсан каччӑ хамӑр республикӑри «Столица» лигӑра, ҫавӑн пекех Раҫҫей патшалӑх службин тата халӑх хуҫалӑхӗн академийӗн Пӗтӗм Раҫҫейри Кубокӗнче ҫӗнтерме ӗмӗтленнине пӗлтерчӗ.

Когда спросили о ближайших планах юноша сообщил, что мечтает победить в нашей республиканской лиге "Столица", а также на Всероссийском Кубке Российской академии народного хозяйства и государственной службы.

Шӳт пурнӑҫра пулӑшать // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ҫак вӑхӑтри чӗлхеҫӗсем пуҫланӑ ӗҫе ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ: 1938 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗнче «Чӑваш чӗлхи орфографийӗн тӗп правилисене» ҫирӗплетнӗ.

Языковеды тех времен начатое дело удачно завершили: 11-го декабря 1938 года утвердили "Основные правила орфографии чувашского языка ".

Вӗрентме ансат. Диктант ҫырма вара... // Леонид АНДРЕЕВ-ЛЕСНИК. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ҫав вӑхӑтри пурнӑҫа аса илмелли нумай.

Куҫарса пулӑш

Ҫур ӗмӗрхи сӑнӳкерчӗк // Валентина ТРОФИМОВА. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех