Шырав
Шырав ĕçĕ:
16. Эхер те суя кӳнтелен кама та пулин усал ӗҫ тунӑ тесе тапӑнать пулсассӑн, 17. ҫав тавӑҫакан икӗ ҫын вара Ҫӳлхуҫа умне, ҫав вӑхӑтри священниксемпе тӳресем умне тӑтӑр; 18. тӳрисен лайӑх тӗпчесе пӗлмелле, эхер те кӳнтеленӗ суя кӳнтелен пулсассӑн, хӑй тӑванӗ ҫинчен суя сӑмах ҫитернӗ пулсассӑн, 19. вӑл хӑйӗн тӑванне мӗн тума шухӑшланӑ, ӑна хӑйне ҫавӑн пек тӑвӑр; усал ӗҫе хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтерсе пыр; 20. ыттисем илтӗҫ те хӑраса кайӗҫ, ӳлӗмрен сирӗн хушшӑрта ҫапла усал ӗҫ тумӗҫ; 21. [ӑна] куҫу хӗрхенсе ан тӑтӑр: чуншӑн — чун, куҫшӑн — куҫ, шӑлшӑн — шӑл, алӑшӑн — алӑ, урашӑн — ура.
Аст 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Кам та кам ҫавӑнта Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, умӗнче ӗҫлесе тӑракан священника е [ҫав вӑхӑтри] тӳрене итлемесӗр чӑрсӑрланать, ҫавӑ вилӗме тивӗҫлӗ, — усала Израиль хушшинчен ҫапла пӗтерсе пыр; 13. ҫакна пӗтӗм халӑх илтӗ те хӑраса кайӗ, ӳлӗмрен чӑрсӑрланаймӗ.
Аст 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эхер те хӑш-хӑш ӗҫ тӗлӗшӗнчен сана юнпа юн хушшинчи, сутпа сут хушшинчи, хӗнӳ-ҫапупа хӗнӳ-ҫапу хушшинчи тавлашусене татса пама йывӑр пулсассӑн тата санӑн хапху анинче ҫынсем пӗр шухӑша килмесессӗн, эсӗ тӑр та Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, [Хӑйӗн ятне асӑнма] суйласа илнӗ вырӑна кай, 9. унта левит священниксем патне тата ҫав вӑхӑтри тӳре патне пыр, вӗсенчен ыйт, вӗсем сана ӗҫе мӗнле татса памаллине калӗҫ; 10. вара Ҫӳлхуҫа [Турру Хӑйӗн ятне асӑнма] суйласа илнӗ вырӑнта вӗсем сана мӗнле калӗҫ, эсӗ ҫапла ту, хӑвна мӗн вӗрентсе янине пурне те тума тӑрӑш; 11. вӗсем вӗрентнӗ саккун тӑрӑх, вӗсем палӑртнӑ йӗрке тӑрӑх ту, вӗсем мӗн каланинчен сылтӑмалла та, сулахаялла та ан пӑрӑн.
Аст 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисейпе Синай тӑвӗ ҫинче калаҫнӑ вӑхӑтри Ааронпа Моисейӗн йӑхӗ акӑ ҫакӑ, 2. Аарон ывӑлӗсен ячӗсем акӑ ҫаксем: малтанхи ывӑлӗ Надав, унтан Авиуд, Елеазар тата Ифамар; 3. кусем — Ааронӑн ҫу сӗрсе священника лартнӑ ывӑлӗсем, вӑл вӗсене Турра халалласа кӗлӗ йӗрки туса тӑма лартнӑ; 4. анчах Надавпа Авиуд Синай пушхирӗнче Ҫӳлхуҫа умне ют вут илсе пынӑ та Ҫӳлхуҫа умӗнчех вилсе кайнӑ, вӗсен ача-пӑча пулман; вара хӑйсен ашшӗпе Ааронпа пӗрле священникра тӑма Елеазарпа Ифамар ҫеҫ юлнӑ.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Ҫулсем тума пуҫларӗҫ, унччен вӗсене сарнине курман, тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗ илме май пур халӗ, сӑмахран, икӗ хутчен больницӑра выртса тухрӑм – пӗр тенкӗ те тӳлемен», – юлашки вӑхӑтри улшӑнусем пирки каласа пачӗ вӑл.
Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Чӑваш Енре ӑна Патшалӑх Канашӗн ҫывӑх вӑхӑтри сессийӗнче пӑхса тухӗҫ.
Капиталлӑ юсав фончӗ калаҫтарчӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Ҫапах та малтанхи ҫулсенчи тата хальхи вӑхӑтри ачасен хушшинче уйрӑмлӑхсем пур-и?
Ашшӗне итлемесӗр професси суйланӑ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Пленарлӑ лару хыҫҫӑн конференци темиҫе секторта ӗҫлемелле: вӑрҫӑ ҫапӑҫӑвӗсене хутшӑннӑ ентешсем; вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи чӑваш ялӗ; вӑл вӑхӑтри общество пӗрлӗхӗсемпе влаҫ тытӑмӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ; историллӗ литературӑри тата ӳнерти вӑрҫӑ сӑнарӗ.
Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине тишкерӗҫ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11787.html
Ҫитес вӑхӑтри мероприятисем пирки те сӑмах пулчӗ, вӗсене ҫитсе кашни хӑйӗн сумлӑ сӑмахне калама пулчӗ.
«Ҫӑлкуҫра» ҫӑварнине уявларӗҫ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11756.html
Ҫак вӑхӑтри ӗҫри хастарлӑхшӑн Николай Кураков медале те тивӗҫнӗ, кайран «Ӗҫ ветеранӗ» ята илнӗ.
«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771