Шырав
Шырав ĕçĕ:
21. Иисус калать ӑна: ӗнен Мана, вӑхӑт ҫитсе пырать ӗнтӗ — ун чухне эсир Аттене пуҫҫапӑр, анчах ҫак ту ҫинче те мар, Иерусалимра та мар.
Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Мана тата каларӗ: ҫак кӗнекери ӳлӗмхине пӗлтерекен сӑмахсене питӗрсе ан усра: вӑхӑт ҫывӑх.10. И сказал мне: не запечатывай слов пророчества книги сей; ибо время близко.
Ӳлӗм 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Тепӗр ангел Турӑ Ҫуртӗнчен тухрӗ те пӗлӗт ҫинче Ларакана хытӑ сасӑпа каларӗ: ҫурлана яр та вырса тух: вырас вӑхӑт ҫитнӗ, ҫӗр ҫинче тырӑ ӗлкӗрнӗ, терӗ.
Ӳлӗм 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вилнисене сут тума, Хӑвӑн пророк чурусене, сӑваплисене, Хӑвӑн ятна хисеплекенсене асли-кӗҫӗннипех пурне те тивӗҫлипе ырӑлӑх пама, ҫӗре пӗтерекенсене пӗтерме вӑхӑт ҫитрӗ, терӗҫ.
Ӳлӗм 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унтан ҫӗрпе тинӗс ҫинче тӑракан эпӗ курнӑ ангел сылтӑм аллине ҫӳлелле ҫӗклерӗ те 6. ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана, тӳпепе унта мӗн пуррине те, ҫӗрпе ун ҫинче мӗн пуррине те, тинӗспе унта мӗн пуррине пурне те Пултаракана асӑнса тупа турӗ: ӗнтӗ урӑх вӑхӑт пулмӗ; 7. ҫиччӗмӗш трупа кӑшкӑртнӑ кунсенче, Турӑ Хӑйӗн пророк чурисене пӗлтернӗ пек, Туррӑн пӗлме ҫук ӗҫӗ пулса тӑрӗ, терӗ.
Ӳлӗм 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Фиатира Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Куҫӗ вут ҫулӑмӗ пек, ури пӑхӑр пек Турӑ Ывӑлӗ ҫапла калать: 19. санӑн ӗҫӳсене, эсӗ юратса тӑнине, тӑрӑшнине, ӗненнине, санӑн тӳсӗмлӗхне, санӑн кайранхи ӗҫӳсем малтанхисенчен те пысӑкраххине Эпӗ пӗлетӗп. 20. Ҫапах та эсӗ Ман умӑмра кӑштах айӑплӑ: хӑйне хӑй пророк тесе калакан арӑма, Иезавеле, эсӗ ирӗк паратӑн — вӑл Манӑн чурамсене аскӑн ӗҫ тума, суя турӑсене чӳкленӗ ҫимӗҫе ҫиме вӗрентсе улталать. 21. Эпӗ ӑна аскӑн ӗҫӗсенчен ӳкӗнме вӑхӑт патӑм, анчах вӑл ӳкӗнмерӗ. 22. Акӑ Эпӗ ӑна вырӑнӗ ҫине ӳкеретӗп; хӑйсен ӗҫӗсенчен ӳкӗнмесессӗн, унпа пӗрле асакансене те пысӑк асап кӑтартӑп. 23. Унӑн ачисене вӗлерсе пӗтерӗп; вара пур Чиркӳ те Эпӗ ҫыннӑн чӗрипе ӑшӗ-чиккине пӗлнине ӑнласа илӗ; пурсӑра та сире ӗҫӗрсене кура тавӑрса парӑп. 24. Сире те, Фиатирӑра пурӑнакан ытти ҫынсене те, ҫапла вӗрентнине тытса тӑманнисене, «шуйттан тарӑнлӑхӗ» тенине пӗлменнисене калатӑп: сирӗн ҫине урӑх ҫӗклем хумӑп, 25. хӑвӑрӑн мӗн пуррине анчах Эпӗ пыриччен тытса тӑрӑр.
Ӳлӗм 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫакӑ ӳлӗмхи ҫинчен каланӑ сӑмахсене вулакан, вуланине итлесе тӑракансем, унта мӗн ҫырнине уяса тӑракансем телейлӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑхӑт ҫывӑх.
Ӳлӗм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Гедеонпа Варак ҫинчен, Самсонпа Иеффай ҫинчен, Давидпа Самуил ҫинчен тата ытти пророксем ҫинчен каласа парас тесессӗн, манӑн вӑхӑт та ҫитеес ҫук.
Евр 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӗсем хӑйсем тухса кайнӑ ҫӗршыва асра тытнӑ пулсан, вӗсенӗн каялла таврӑнма вӑхӑт пулнӑ; 16. анчах вӗсем ырӑраххине — тӳперине — шыранӑ; ҫавӑнпа Турӑ та Хӑйне вӗсенӗн Турри тесе калама вӑтанмасть: Вӑл вӗсем валли хула хатӗрлесе хунӑ.
Евр 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Кӗлӗ чатӑрӗ вӑл — хальхи вӑхӑт сӑнарӗ; унта парнесем, пуснӑ парнесем кӳреҫҫӗ, анчах вӗсем парне кӳрекенӗн чун-чӗрине пӗтӗмпех тасатса ҫитереймеҫҫӗ, 10. мӗншӗн тесессӗн ҫав йӗркесем ӳтпе ҫыхӑннӑ: ӗҫсе ҫиесси, тӗрлӗрен ҫӑвӑнасси, ытти йӑласем те ӳтшӗн кирлӗ пулнӑ; вӗсем вӑхӑтлӑха ҫеҫ — пурне те тӳрлетсе ҫитериччен ҫеҫ — кирлӗ пулнӑ.
Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӑхӑт шайӗпе шутласассӑн, эсир хӑвӑр вӗрентекенсем пулмаллаччӗ ӗнтӗ, сире вара каллех Турӑ Сӑмахне чи пуҫламӑшӗнчен тытӑнса вӗрентмелле — сире хытӑ ҫимӗҫ мар, сӗт кирлӗ.
Евр 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ӗнтӗ манӑн пурӑнӑҫӑм — Турра кӳрекен парне, манӑн каяс вӑхӑт ҫитрӗ.6. Ибо я уже становлюсь жертвою, и время моего отшествия настало.
2 Тим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑхӑт ҫитӗ: ҫынсем тӗрӗс вӗрентнине йышӑнми пулӗҫ, хӑйсенӗн еккипе, хӑйсем валли йӑпӑлти вӗрентекенсене суйласа илӗҫ, 4. чӑнлӑха тӑнламӗҫ, халапсен енне сулӑнӗҫ.
2 Тим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9-10. Турӑ пире Хӑй ирӗкӗн вӑрттӑнлӑхне уҫса пачӗ: Хӑйӗн ырӑ кӑмӑлӗпе тахҫанах Христос урлӑ тума шутласа хунине — палӑртнӑ вӑхӑт ҫитсессӗн Христос мӗн пуррине тӳперине те, ҫӗр ҫинчине те пуҫлӑх пулса пӗрлештермеллине — уҫса пачӗ.
Эф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ача вырӑнӗнче пурӑннӑ чухне эпир те ҫапла саккун чури пулса пурӑннӑ; 4-5. вӑхӑт виҫи тулса ҫитсессӗн Турӑ вара, пире саккун аллинчен ҫӑлса ывӑллӑха илес тесе, Хӑйӗн Ывӑлне янӑ, Ывӑлӗ хӗрарӑмран ҫуралса саккуна пӑхӑннӑ.
Гал 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Тата калам: еткерҫӗ, пӗтӗм пурлӑх хуҫи пулсан та, ача чухне чураран нимӗнпе те уйӑрӑлса тӑмасть: 2. ашшӗ каласа хӑварнӑ вӑхӑт ҫитиччен вӑл хӑйне пӑхакансене, пурлӑхне тытса тӑракансене пӑхӑнса тӑрать.
Гал 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫапла ӗнтӗ ӗненнипе тӳрре тухчӑр тесе, саккун пире ачана пӑхнӑ пек пӑхса Христос патне илсе пынӑ; 25. ӗненес вӑхӑт ҫитнӗренпе эпир ӗнтӗ — ача пӑхакан аллинче мар.
Гал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ӗненес вӑхӑт ҫитиччен, ӗненесси уҫӑличчен пире саккун сыхласа тӑнӑ.
Гал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ халӗ майлӑ вӑхӑт, акӑ халӗ ҫӑлӑнас кун.
2 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире акӑ мӗн калатӑп: вӑхӑт кӗскелсе килчӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та арӑмлисенӗн арӑмсӑр пек пулас пулать; 30. йӗрекенсенӗн йӗмен пек, савӑнакансенӗн савӑнман пек, туянакансенӗн япала туянман пек, 31. ку тӗнче уссине куракансенӗн усӑ курман пек пулас пулать, мӗншӗн тесессӗн ку тӗнче йӗрки пӗтсе пырать.
1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.