Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑт сăмах пирĕн базăра пур.
вӑхӑт (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурте юратакан сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа вӑхӑт чылай иртнӗ пулсассӑн та унӑн сӑввисене ачасем савӑнса вулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем библиотекăра пулнă // О.МАТВЕЕВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Пӗлтӗр пултаруллӑ хӗрпӗрчи шкул ачисен «Наука. Творчество. Развитие» наукӑпа практика конференцийӗнче ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ, Шупашкарти коопераци институчӗ ирттернӗ «Научный старт» наука конференцине хутшӑнма та вӑхӑт тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тăрăшуллисенчен пĕри - Люба // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче 11-мӗш класра пӗлӳ пухаканскерӗн пӗр пушӑ вӑхӑт та ҫук, вӑл яланах тӗрлӗ конкурссемпе олимпиадӑсене хутшӑнма хатӗрленет.

Куҫарса пулӑш

Тăрăшуллисенчен пĕри - Люба // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Патшалӑх Канашӗн депутачӗсемшӗн сасӑламалли вӑхӑт ҫывхарнӑҫемӗн политикӑри лару-тӑру хӗрсех пырать тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Ĕçлекенсене тĕртсе ямаççĕ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Кӑшт вӑхӑт иртсен ҫав ҫынранах тепӗр шӑнкӑрав пулнӑран сӗнӗве хуравсӑр хӑварас темерӗмӗр.

Так как по прошествии некоторого времени от этого же человека поступил еще один звонок, решили его предложение без ответа не оставлять.

Купăсçа ĕçе йышăннă клуб хупă пулĕ-и? // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Вӑхӑт чылаях иртнӗ пулин те салтак йӗрсӗр ҫухалман, унӑн сӑнарӗ тӑванӗсен, ял ҫыннисен, ентешӗсен, хаҫат вулаканӗсен ас тӑвӑмӗнче.

Куҫарса пулӑш

Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ҫавӑнпа та ирӗклӗ вӑхӑт мӗн иккенне Вера пӗлмест те темелле.

Куҫарса пулӑш

Ирĕклĕ вăхăт мĕнне пĕлмен гимнастка // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Пирӗн вара ҫав вӑхӑт тӗлне тӑватӑ ача кӑна пулнӑ.

У нас к этому времени было только четыре ребенка.

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, хайхи телеертӳҫӗ хӑйӗн пултарулӑх ушкӑнӗпе персе те ҫитрӗ вӑрманлӑ-юханшывлӑ Йӗпреҫе.

Куҫарса пулӑш

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Вӑхӑт хӑвӑрт шӑвать ҫав - февралӗн 15-мӗшӗнче Совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа шӑп та лӑп 27 ҫул ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тивĕçе, чыса мала хурса пурнăçланă // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.02.26

Республикипе вӑрлӑха тасатса кондицие ҫитерессипе 113 звено ӗҫлет /2015 ҫулхи ҫак вӑхӑт тӗлне - 93/.

Куҫарса пулӑш

Тĕшĕ тымара пăхать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Асӑннӑ вӑхӑт тӗлне ҫурхи ака-сухана хатӗрленсе 48743 тонна вӑрлӑх хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Тĕшĕ тымара пăхать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

«Паян эпир Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе паттӑррӑн пуҫӗсене хунӑ ҫамрӑк яшсен ячӗсене асра тытса ӑмӑрту ирттеретпӗр. Яланах малта пыракан ҫакӑн пек ҫамрӑксенче пирӗн пуласлӑх. Сирӗн те ҫар ретне тӑма вӑхӑт ҫитӗ. Ҫакна валли вара паянах хатӗрленмелле», – терӗ Александр Степанович шкул ачисене пурнӑҫра, спортра хастар пулма чӗнсе каланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Улттăн пулнă вĕсем… // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 13-14№, 2016.02.26

Ҫакна унчченхи Президент асӑрхарӗ пулас, вӑл ҫитнӗ хыҫҫӑн вӑхӑт нумай та иртмерӗ, Чӑваш Республикин ялавӗсем те хӑйсен вырӑнӗсене йышӑнчӗҫ.

Это тогдашний Президент заметил вроде, времени прошло не так много с его прибытия как свои места заняли и флаги Чувашской Республики.

Чӑваш ялавӗ е минретӳ политики // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2664.html

Пӑшӑрханакансене лӑплантарчӗҫ: республикӑра ҫыхӑну тытӑмӗ вӑй илсе пырать - вӑхӑт иртнӗ май Интернет пур ҫӗрте те пулӗ.

Обеспокоивавшихся успокоили тем, что республиканская система связи набирает обороты - со временем Интернет будет везде.

«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Куҫаҫҫех теме иртерех-тӗр, анчах Патшалӑх Канашӗн депутачӗсемшӗн сасӑламалли кунччен вӑхӑт тата ҫур ҫул ытла пулин те ҫывхаракан суйлав сенсацисем кӳме пуҫларӗ теме юрать.

Куҫарса пулӑш

«Эсерсем» «ЕдРона» куçаççĕ // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Асӑннӑ мерӑсене тивӗҫтересси пысӑк тӑкаксемпе ҫыхӑннӑ, анчах вӗсене пурнӑҫлама тахҫанах вӑхӑт ҫитнӗ, ку ӗҫе урӑх кая хӑварма юрамасть.

Эти меры требуют больших затрат, но необходимость в них назрела давно, и продолжать откладывать их на потом больше нельзя.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн чылай картишӗнчи ҫулсем юрӑхсӑра тухрӗҫ.

Со временем дороги во многих дворах пришли в негодность.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Республикӑра туса илекен сӗтӗн ҫуррине яхӑн пайне вӑрах вӑхӑт хушши ӗнтӗ унӑн тулашне турттарса тӑраҫҫӗ.

Уже долгое время почти половина производимого в республике молока вывозится за ее пределы.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Полигона ӗҫлеттермелли вӑхӑт 40 ҫултан кая мар шутланать.

Срок эксплуатации полигона составит не менее 40 лет.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех