Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрманӑн (тĕпĕ: вӑрман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫумӑр вӑрманӑн пушар кирӗкпе ҫуса тасатрӗ.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Илле Иванова вӑрманӑн пуласси-килесси канӑҫ памасть.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫапах каҫхи вӑрманӑн та темӗнле хатарлӑрах илем пур.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Аллинчи куршанак чӑмӑрккине йӑваланӑ май, вӑрманӑн кӑчӑк туртакан илемлӗхне парӑнса, пуҫне шухӑшлӑн ҫӗклесе тытрӗ те икӗ йывӑҫ хушшипе курӑнакан ҫамрӑк хӑртне ҫумӗнчи пӗчӗк уҫланкалла пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Эпӗ – ку вӑрманӑн тата таврари ҫӗрсен асамӗ.

Я дух этого леса и земель.

Ылтӑн пулӑ ҫинчен юмахри пекех // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/354

— Комсомольски округӗн территорийӗнчи вӑрманӑн пысӑк пайӗ Йӗпреҫ лесничествине кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмана пушартан упрар // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/

Вӑрманӑн та хӗрне те, ӑй, пас тытнӑ, Епле пырса кӗрем-ши вӑрмана?

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сӗм вӑрманӑн варринче Ҫавра кӳлӗ пулнӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Алтӑр урлӑ пӑхакан кӑвак лаша ҫутинче курӑнчӗ: вӑл, Пурис, вӑрманӑн хапӑлсӑр хӑни, «симӗс ҫӗлен те сӑхнӑ пуҫсӑр юланут», аялалла сӑнӑланса пуҫхӗрлӗн виркӗнсе, торф кӑларнӑ хыҫҫӑн юлнӑ тӑрӑнчӑк тарӑн, анчах типӗ канава ҫамкипе лат! чикмекленсе чикӗннӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак ӗнтӗ вӑл каллех хура кӗрхи вӑрманӑн сӗм хура тӗттӗмлӗхӗнче вилӗмрен тарса пурнӑҫа хӑвалать: е пӗр танлӑн утӑмлать, е ут виттӗн чупать, е чикӑль-макӑль тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сасартӑк умра, вӑрманӑн хура чатӑрӗ сассӑр-мӗнсӗр йӑпӑр-япӑр татӑлса аннӑ пек, йывӑҫ та, тӗмӗ те, ытти чӑрмав та пач ҫухалчӗ — ҫӗр варринче «вӑрман талккӑшне виҫсе сехӗрленсе ҫӳрекен» ҫын темӗнле уҫланка (е парлак пулчӗ-ши?) ҫитсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

): вар тӗпӗпе ыйхӑри вӑрманӑн асамлӑ шӑплӑхне хускатма хӑймасӑр, вак шарлаклӑ, ӳркенчӗк шыв шӗлкесе, чӗл-чӗл юхса выртать иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑм шывах ӳкрӗ ӗнтӗ каҫхи вӑрманӑн кӗтмен хӑни.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шӑлне ҫыртса, пӑвӑнса, вӑрманӑн кӗрхи кӑмӑска шӑршиллӗ сывлӑшне кӑкӑр тулли ҫӑта-ҫӑта, хӑйпе хӑй тулашса, малаллах талпӑнать-ха каҫа юлнӑ кӑмпаҫӑ: чӑш-чаш, чӑштӑр-чӑштӑр, шӑт-шат, тӑнк-танк…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑшӗ-пӗри, тӗмӗ е ҫӗр айӗнче-и, хӑйӑр тӗмески ӑшӗнче-и, йывӑҫ хӑвӑлӗнче-и, таҫта ҫӳлте йывӑҫ тӑрринче-и, хӑйӗн лӑпкӑ, хӳтӗ йӑвине кун ҫути тӗксӗмленмесӗр пӑрахса каймасть), вара чак вӑрманӑн хатарлӑ тӗттӗмлӗхнелле ҫутта йӳней хатӑррӑн, мӑйӑрласа кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак вӑрманӑн уссине чугун ҫул ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ ял ҫыннисем тивӗҫлипех хаклаҫҫӗ, юратса та тӑрӑшсах ӗҫлеҫҫӗ, тимлесе тунӑ ӗҫ яланах илемлӗ, тӗплӗ, лайӑх пулать, Ку вӑрмана лартиччен, хӗллехи куҫ курми ҫил-тӑманлӑ та шартлама сивӗре, ҫав ҫынсем нихӑҫан ӑшӑ пӳртре канлӗн ларса курайман.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Куҫӗҫ-и-ха, хӗл кунӗсем ҫывхарсан, ҫулҫисене тӑкса ҫаралнӑ вӑрманӑн ӗҫӗ тинех пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Вӑрманӑн чи йывӑрри — унӑн ачалӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ҫунма тытӑнсан вӑрманӑн хуҫи ҫук унӑн.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрманӑн чи хӑрушӑ тӑшманӗ вӑл — хурт-кӑпшанкӑ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 11–13 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех