Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрах сăмах пирĕн базăра пур.
вӑрах (тĕпĕ: вӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
С витамин (аскорбин йӳҫекӗ) ҫитменнине час-часах шӑнса пӑсӑлни, шӑл тунисем юнӑхни, сурана вӑрах ӳт илни, ыйхӑ пӑсӑлни систереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

— Гиповитаминоз сӑлтавӗсем вӑрах чирсем, ҫав шутра вар-хырӑм ҫулӗсен, пӗвер, пӳре чирӗсем, хӑш-пӗр эмеле ӗҫни - пулма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Апатлану вӑхӑчӗ ытла вӑрах пулмалла мар.

Обеденное время не должно быть слишком долгим.

ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Васкавлӑ пулӑшупа милици вӑрах кӗттермен.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11

Василий вара вӑрах шухӑшласа тӑмасӑр кӗсйине пӗр пулӑштух ярӑнтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11

Александр Куприяновичпа чуна уҫса вӑрах калаҫма май килмерӗ пулин те /ӗҫри ҫынна нумайччен епле чӑрмантарас?/ вӑл пыл хурчӗ пекех ӗҫчен кил хуҫи пулнине, пурнӑҫӗнче мӗн те пулин улӑштарма май пулас тӑк мӑшӑрне никампа та улӑштармассине пӗлтӗм.

Мне не удалось подолгу поговорить по душам с главой семьи Александром Куприяновичем /занятого человека зачем беспокоить?/, но сразу видно, что он работящий человек, трудится как пчела и при этом очень любит свою супругу.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Шута илме: любка препарачӗсемпе гипертонипе, ыйхӑ вӑрах вӗҫнипе аптрасан сипленме юрамасть.

Имейте в виду: препаратами из любки нельзя лечиться при гипертонии, долгих бессонницах.

Сулхӑна килӗштерет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Ачасем, аслӑ ҫулсенчи ҫынсем, вӑрах чирсемпе, аллергипе аптракансем ҫӗлен сӑхнине чылай йывӑртарах чӑтса ирттереҫҫӗ.

Дети, люди пожилого возраста, с хроническими заболеваниями, больные аллергическими заболеваниями особенно сложно переносят укус змей.

Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Тумтире вӑрах упрас тетӗр-тӗк, вӗсене лайӑх хупӑнакан ещӗксемпе чӑматансене хума тӑрӑшӑр.

Если хотите надолго сохранить одежду, то хранить их нужно в плотно закрывающихся ящиках и чемоданах.

Кӗвӗрен менле сыхланмалла? // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Ачаран туслӑ юлташсен ҫулӗсем вӑрах тӑмасӑрах туратланса каяҫҫӗ пулсан та, вӗсем пурнӑҫ ҫулӗпе пӗр девизпах утӗҫ: «Пурнӑҫ тӗллевӗ – чӑн-чӑн ҫын пуласси».

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пурнӑҫа — ҫамрӑк хӑватпа // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Ангинӑран, вӑрах тонзиллитран, ларингитран, стоматитран, пародонтозран пыра тата ҫӑвара ирга сӗткенӗпе тӑтӑшрах чӳхесе сипленеҫҫӗ.

Ополаскивая систематически горло и рот настойкой ирги лечат ангину, хронический тонзиллит, ларингит, стоматит, пародонтоз.

Иргара йӳҫек сахал // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.22. 24№

Пахчаран ӗҫлесе кӗнӗскерсем алӑ ҫусанах кӗнеке тытни, унран вӑрах вӑхӑт хӑпманни вара чуна тата ытларах хӗпӗртеттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Анчах вӑл вӑрах хушӑ пӑсӑлмасть, складра темиҫе ҫул выртма пултарать.

Однако она может долго лежать, в складах может храниться годами.

Шурӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр // Петр МИРОНОВ. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Ку ҫеҫ те мар: ҫӑнӑхри витаминсемпе микроэлементсен 30 проценчӗ вӑрах «пурӑнаймасть».

Но это не все: 30 процентов витаминов и минералов не могут долго "жить" в муке.

Шурӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр // Петр МИРОНОВ. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Хырӑм ай парӗ хавшанин паллисенчен вӑхӑтра сипленмесен ҫивӗч панкреатит аталанма, унтан вӑрах тапхӑра куҫма пултарать.

Если вовремя не лечиться от симптомов слабости поджелудочной железы, может развиться острый панкреатит, а затем перейти в длительный период.

Хырӑм ай парӗ тиркет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.05.25. 20№

Пытармӑпӑр: ачасем унӑн анлӑшӗнче вӑрах ларма хӑнӑхнинче ашшӗ-амӑшӗн те айӑпӗ пур: вӗсене хаклӑ телефон, айфон, планшет, ноутбук ют кукка туянса памасть вӗт.

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Вӑрах вӑхӑта палӑртакан кун йӗркинче, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин сӑмахӗсемпе калас пулсан – «нацие сыхласа хӑварасси, ачасене воспитани парса ӳстересси тата вӗсен таланчӗсене уҫса парасси».

В долгосрочной повестке дня, по словам Президента России Владимира Путина, «сбережение нации, воспитание детей и раскрытие их талантов».

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

15. Ҫапла Авраам вӑрах тӳссе тӑрса пама пулнине илнӗ.

15. И так Авраам, долготерпев, получил обещанное.

Евр 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Эпир сире пурсӑра та вӗҫне ҫитичченех, хӑвӑр ӗмӗтӗр пурӑнӑҫланичченех, ҫапла тӑрӑшуллӑ пулма сунатпӑр; 12. ан ӳркенӗр, хӑйсене пама пулнине ӗненсе, вӑрах тӳссе тӑрса илекенсем пек пулӑр.

11. Желаем же, чтобы каждый из вас, для совершенной уверенности в надежде, оказывал такую же ревность до конца, 12. дабы вы не обленились, но подражали тем, которые верою и долготерпением наследуют обетования.

Евр 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫапла ӗнтӗ сана Турӑ умӗнче тата вилнисене те, чӗррисене те сут тума Патша пек килес Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче хистесе калатӑп: 2. Турӑ Сӑмахне нихӑҫан та нихӑш вӑхӑтра та вӗрентме ан чарӑн: питле, асӑрхаттар, тем тӗрлӗ вӑрах тӳсӗмлӗ пулса ӳкӗтле.

1. Итак заклинаю тебя пред Богом и Господом нашим Иисусом Христом, Который будет судить живых и мертвых в явление Его и Царствие Его: 2. проповедуй слово, настой во время и не во время, обличай, запрещай, увещевай со всяким долготерпением и назиданием.

2 Тим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех